18 декабря 2010 г.
Çĕр çинче пурăнаканăн çурт-йĕр çавăрмалла, ача-пăча çуратса ура çине тăратмалла тата йывăç лартса ÿстермелле. Çак ăслăлăх – халăхăмăрта ĕмĕртен пыракан вĕрентÿ. Вăл ăруран ăрăва куçать, пиншер çул пурăнать, анчах хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть.
Ыттисемпе пĕрлех çурт-йĕр çавăрасси – çыншăн пысăк та ответлă ĕç. Пĕр çуллăха мар-çке вăл. Эпир паян тăвакан çуртсем пирĕн ачасемпе мăнуксем тата вĕсен ачисем валли те-çке. Кĕскен каласан – ĕмĕрлĕхе. Çаксене шута илсе район хаçачĕн сотрудникĕ А. БЕЛОВ пирĕн районти проектсем тăвакан «Инттехс» предприяти специалисчĕсем паракан сĕнÿсемпе паллашрĕ. Вĕсене паян хаçат вулакансене сĕнетпĕр.
– Çурт тăваканăн пĕрремĕш ыйтăвĕ – ăна мĕнле материалтан тумалла; Строительство материалĕсем нумай пулсан та паллăраххисем иккĕ: йывăçран купаланă çурт тата кирпĕч коттедж. Иккĕмĕшĕ тĕлĕшпе еплерех сĕнÿсем парайратăр;
– Тĕрĕсех, çурт-йĕр тума паян материалсем темĕн чухлех. Вĕсене меллĕ суйласа илесси вара пÿрт тума шут тытнă çыншăн чи пахи. Кирпĕч коттеджсем паян нумай çынна илĕртеççĕ. Вĕсен ырă енĕсем çаксем: çирĕп лараççĕ тата нумай çуллăха пыраççĕ. Ку çуртсем тулашри сăна упранипе пĕрлех эксплуатаци пахалăхне çухатмаççĕ. Кирпĕчпе бетонăн çулăма хирĕç тăраслăхĕ йывăçăннинчен самай пысăкрах. Çапах та кун пек çуртсенче те хутса ăшăтмалли тата электричество сечĕсене ялан юсавлă тытасси малти вырăнта пулмалла.
Кирпĕчрен тунă çуртсене архитектурăн тĕрлĕ стильне тытса пыма меллĕ. Вĕсем дизайнерăн чи анлă фантазийĕсене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ. Анчах вĕсем йывăç çуртсенчен хаклăрах пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Кунпа пĕрлех вăл çуртсем вăхăтлăх пурăнма вырăнсăр. Кирпĕч çурт пĕр хушă хутса ăшăтмасăр ларсан сивĕ пухать, нÿрелет. Ăна хутса ăшăтма вара пĕр кун мар кирлĕ пулать. Çавăнпа та кирпĕч пÿртре тăтăш пурăнмалла е ялан ăшă тытма тăрăшмалла.
– Йывăçран купаланă çуртсен ырă тата начар енĕсем çинче чарăнар-ха тата. Кунта та строительствăна кÿлĕнекеншĕн хăйне евĕр вăрттăнлăхсем çителĕклех- пулĕ;
– Кирек епле строительствăн та хăйне евĕр вăрттăнлăхĕсем пур. Вĕсене маларах пĕлменни вара ĕмĕрлĕхе канăç çухаттарма пултарать. «Маларах пĕлмен çав», – тенине ялсенче тăтăшах илтме пулать. Çапла вăл йăлтах малтан шута илмесен. Кунта вара специалистсемпе маларах тĕл пулса калаçни чи вырăнли.
Йывăç – экологи тĕлĕ-шĕнчен таса материал. Унăн ăшă кăлараслăхĕ пĕчĕк пулнăран вăл сахал «шăнать», ăна хутса ăшăтма та вăхăт нумай кирлĕ мар. Йывăç сывлама пултарни пÿртре нÿрĕк ытлашши тытмасть.
– Кирпĕч пÿртсен дизайнне пăхсан йывăç çуртсем иккĕмĕш плана тухнăн туйăнать.
– Эпир сирĕнпе килĕшместпĕр. Ĕлĕкхи йывăç çуртсен архитектура планне тишкерер-ха. Кунта сирĕн иккĕленÿ иккĕмĕш вырăна тухать. Йывăç çуртсен архитектури хуçа çирĕплĕхне, пурнăç канлĕхне кăтартать. Пурнăç улшăнăвĕпе тан пыракан ял çынни паян йывăç çуртсене тул енчен сайдингпа çапма пуçларĕ. Çакă коттедж сăнне тĕпрен улăштарать. Анчах татах калатăп, йывăç коттеджсем тăвакансен пушар хăрушсăрлăх правилисене пĕр сăмахсăр пăхăнмалла.
– Пурнăç пĕр вырăнта тăманран çĕнĕрен пÿрт-çурт тăвакансем юлашки çулсенче комбинациллĕ (хутăш) пÿртсем тума пуçларĕç. Мĕн ку тата кунта мĕн малта тăрать;
– Тĕрĕс ыйту патăр. Лайăх пурăнас текене чарма çук. Чăнах та юлашки вăхăтра ял çынни комбинациллĕ (хутăш) çуртсем çĕклеме пуçларĕ. Кунашкал çуртсен аялти хутне кирпĕчрен тунăран кил хуçи унта çулăмран ытларах хÿтĕлемелли пÿлĕмсене вырнаçтарать: кухня, сауна-мунча, котельнăй, камин залĕ т. ыт. те. Кунтах спорт залĕ, кĕпе-йĕм çумалли пÿлĕм, гардероб вырнаçма пултараççĕ. Ку этажа тунă чух пеноблоксемпе усă курни пÿлĕмсене йывăç стенасемпе çывăхарах тăвать, мĕншĕн тесен вĕсем йывăç стена пекех нÿрĕк кăлараççĕ тата «сывлаççĕ».
Йывăçран тунă иккĕмĕш хутра ачасен, çывăрмалли, вылямалли пÿлĕмĕсем, ĕç кабинечĕсем вырнаçтарма меллĕ. Çапла ĕçлесе, çак çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе хăпартса лартнă çурт сирĕн пурнăçа кĕнĕ ĕмĕт пуласси пирки эпир иккĕленместпĕр.