Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлтах чун ăшшинчен пуçланать

18 декабря 2010 г.

Мăшăрне ĕмĕрлĕхех çухатнă çамрăк хĕрарăм йĕрейми те пулнă ĕнтĕ. 7 уйăхри тата 3 çул çурăри ачисене ыталаса илнĕскерĕн куçĕ чăтма йывăр инкекпе путса кĕнĕ. Малалла мĕнле пурăнасси çинчен шутлама мар, пукан çинче ларма та вăйĕ юлман ĕнтĕ унăн.

3 çулхи ача та ун чух ашшĕ урăх килмессине ăнланаймарĕ. Каярахпа кăна ача садĕнчен таврăннă чух: «Анне, атте ăçта; Вăл мана хул пуççи çине лартса çÿретчĕ, – тесессĕнех ахаль те типме ĕлкĕреймен амăшĕн куççулĕ çĕре мар, чĕрене тумлатчĕ. Паян ун чухнехи 3 çултан иртнĕ ачан хăйĕн икĕ ачи ĕнтĕ. Апла пулин те ăна ашшĕ хăйне хул пуççи çинче лартса çÿрени ун чĕрине паян та ăшăтса тăрать. Мĕн тери хаклă иккен ачашăн ашшĕ-амăшĕн ăшши, вĕсем çĕр çинче пулни, вĕсенчен пулăшу ыйтма май пурри, çак чи хаклă çынсем çумне тĕршĕнсе ĕсĕклесе йĕрсе чуна уçни.

Мĕн чухлĕ паян çак телей мĕнне пĕлмен арçын ачасемпе хĕр ачасем, ашшĕне е амăшне çухатнă ачасем; Кунтан та хăрушăраххи - çĕр çинче чи çывăх çынсемсĕр – иккĕшĕсĕр те тăрса юлни. Вăл е ку инкеке пула атте-анне юратăвне курайманнисем пирки: «Шăпи çапла килчĕ пулĕ», - тесе хамăра хамăр лăплантарма тăрăшатпăр пулсан, ашшĕ-амăш чĕрĕ-сывă çĕртех вĕсен юратăвне курайманнисем пирки мĕн калас; Хăйсен тăван тĕпренчĕкĕсене мар, эрех черккине юратакансен йышĕ чакмасть-ха хальлĕхе. Юрать-ха, ытарайми ырă чун-чĕреллĕ çынсем сахал мар. Вĕсемшĕн «ют ача» ăнлав çук.

Патшалăх хальхи вăхăтра сахал мар тимлĕх уйăрать ачаллă çемьесем çине, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасемпе вĕсене хăйсен хÿттине илекенсене. РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче те Президент ку енĕпе татах та хытă тимлемелли çул-йĕре палăртать. Чăннипех те «кирлĕ мар», «ашшĕ-амăшĕ пăрахнă ачасем» ан пулччăр тесен пирĕн хамăрăн чĕресене татах та çемçетмелле-ха. Çакăн пек ырă чун-чĕреллĕ ырă çынсем пирĕн районта, телее, сахал мар. Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче палăртнă пекех районта опекăпа попечительсен органĕ ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене çемьесене вырнаçтарас ыйтупа çине тăрса ĕçлет. Паянхи куна вăл е ку сăлтава пула ашшĕсĕр е амăшĕсĕр, е иккĕшĕсĕр те тăрса юлнă 73 ача 58 çемьере шăпа туртса илнĕ ашшĕ-амăш юратăвне тупрĕ. Тăвансен ачисене пăрахмарĕç тăванĕсем. Тепĕр 20 ачана вара пач ют çынсемех 15 çемьере ашшĕ-амăшĕн юратăвне парнелеççĕ.

Ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ачасене çемьесене вырнаçтарас ĕç епле пулса пырать; Çак ыйту тавра йĕркеленĕ калаçу пуçламăшĕнче районти вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн ачалăха сыхлас енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ И.С. Кабуркина хăйĕн сăмахне çапла пуçларĕ:

– Шăпах ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасен прависене хÿтĕлес тĕллевпе туса хунă та ĕнтĕ опекăпа попечительсто органĕсене. РФ субъекчĕн ĕç тăвакан влаç органĕсем опекăпа попечительство органĕ пулса тăраççĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем вара опекăпа попечительство сферинче патшалăх полномочийĕсене пурнăçласа пыраççĕ. Опекăпа попечителство органĕсен чи пĕрремĕш задачи – патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ ачасене вăхăтра тупса палăртасси, вĕсен интересĕсемпе прависене хÿтĕлесси.

Иккĕмĕшĕнчен, опекунсемпе попечительсен ĕçне пăхса-тĕрĕслесе тăмалла.

Виççĕмĕш задача - çав ачасен пурлăхне упраса хăварас тĕллевпе контроллесе тăмалла.

Тÿрех каламалла, опекунсемпе попечительсен ĕçĕ çав тери яваплă. Хăйсен хÿттине илнĕ ачасене çитерни-тăхăнтартнисĕр, вĕрентсе воспитани панисĕр пуçне çул çитмен çамрăксене тивĕçекен укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курни çинчен отчет тăратмалла опека органне. Отчетпа пĕрле укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнине çирĕплетме чексене те памалла. Çак ĕçе кашни çулах иртсе кайнă çулталăкшăн февралĕн 1-мĕшĕччен туса ирттермелле. Кун çинчен РФ Опекăпа попечительство çинчен калакан саккунăн 25-мĕш статйинче каланă.

Çул çитмен çамрăксене тивĕçекен укçа-тенкĕ тенĕрен кунта ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене патшалăх парса тăракан пенсисемпе пособисем, ашшĕ-амăшĕ ачана тÿлекен алиментсем кĕреççĕ. Ку вăл ачан ашшĕ-амăшне çав правасенчен хăтарнă пулсан. Çакăн пирки Ираида Семеновна çапла калать:

–Шăпа та кашни ачан тĕрлĕрен. Çавна курах вĕсене патшалăх паракан тÿлевсем те пĕр пек мар. Ачасенчен хăшĕсем социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă уйăхсерен ачашăн паракан пособие çеç тивĕçеççĕ, тата – ашшĕ-амăш паракан алимента. Тĕрĕссипе вара ачисене эрех черккипе е ирĕк пурнăçпа улăштарнă ашшĕ-амăшĕ алимент тÿлеме те шутламасть, – ассăн сывлать Ираида Семеновна.

– Енчен те ашшĕ е амăшĕ вилнĕ пулсан; – ыйтатăп эпĕ.

– Кун пек чухне вĕсен ачисене патшалăх пенси тата социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă пособи тÿлет. Çак пособи калăпăшĕ ача миçе çулта пулнинчен килет. 2 çула çитичченхи ÿсĕмре ăна 4876 тенкĕ, 2 çултан пуçласа 7 çулччен 5072 тенкĕ, 7 çултан пуçласа 18 çулччен 5570 тенкĕ парать.

Ачана çемьене пурăнма илекенсене вара (приемные семьи) патшалăх хăйсене уйăхсерен укçа парса хавхалантарать. Пĕр е икĕ тăлăх ачана пурăнма илсен ку сумма 3295 тенкĕпе, 3 е ытларах тăлăх ачана пурăнма илнĕшĕн 4680 тенкĕпе танлашать. Енчен те çемьене 6 тăлăх ачана е ытларах та пурăнма илсен мăшăрсене иккĕшне те уйăхсерен 4680-шар тенкĕ парса хавхалантарать патшалăх.

Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене тивĕçекен пенси шайĕ те тĕрлĕрен. Унăн калăпăшĕ ашшĕпе амăшĕнчен пĕри е иккĕшĕ те вилнипе çыхăннă. Ашшĕ те, амăшĕ те вилнĕ пулсан пенси пысăкрах.

Хамăр çуратнă ачан чун-чĕри патне тĕрĕс çул тупма та çăмăл мар тепĕр чух. Пурне те пĕр пек юратма пĕлме чун-чĕре илемĕ, пурнăç панă ăс та сахал мар кирлĕ. Халиччен урăх çемьере пурăннă ачашăн атте-анне пулса тăрсан яваплăх тата темиçе хут ÿсет. Пирĕн районти опекунсемпе ачасене çемьене пурăнма илнĕ ашшĕ-амăшĕсенче вара çав паха енсем çителĕклех. Маттуррисенчен те маттуррисене вара ятранах асăнмасăр иртни тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. Вĕсем пирки каланă чух И.С. Кабуркинан куçĕ çуталчĕ:

– Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкассинче пурăнакан В.М. Трофимова икĕ мăнукĕшĕн вăй-халне пĕрре те шеллемест. Çак икĕ ача малтан ун патне пурăнма куçиччен пĕчĕк çуртра пурăннă пулсан, Валентина Михайловна ачасен çуртне çĕнĕрен лартрĕ. Çав пысăк çĕнĕ çурта сĕтел-пукан илсе лартса хăт кĕртрĕ. Ăшăтса йĕркеллĕ шайра тытса тăрать вăл мăнукĕсем вали тунă çурта. Мунча, çуллахи кухня, ампар туса вĕсене пĕр çивитти айне лартрĕ. Чăннипех те вăл вĕсемшĕн, вĕсен пуласлăхĕшĕн тăрăшни куç умĕнчех.

Е тата Юнкăра пурăнакан Э.Л. Иштудовăна илер. Хăйĕн икĕ ача унăн, пĕртăванĕн тăлăха юлнă икĕ ачине амăш ăшшине парса ÿстерчĕ. Тата тепĕр ачине вара йăмăкĕ Ф.Л. Полтанская илсе ÿстерчĕ. Аппăшĕпе йăмăкĕ хăйсен пĕртăванĕн çак ачисем валли çурт лартса пачĕç. Чăннипех те çакăн пек пулма çыннăн ылтăн чун-чĕреллĕ пулмалла пулĕ.

Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлекен М.В. Колесниковăна тата мĕнле тав тумăн çав тери илемлĕ чун-чĕришĕн. Икĕ ачаллăскерне пĕртăванĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни харăсах 6 ачаллă пулса тăмалла турĕ. Опекăна илнĕ 4 ачаран иккĕшĕ шкултан вĕренсе тухса професси илме Шупашкара кайрĕç ĕнтĕ, тепĕр иккĕшĕ шкулта вĕренеççĕ. Пирĕнтен кашниех çакăн пек ответлăха илме пултараять-ши хăй çине. Тÿрех калама хĕн.

Чуманкассинче пурăнакан В.Г. Антонов ашшĕпе амăшне çул çинчи инкекре ĕмĕрлĕхех çухатнă чух 24 çулта кăначчĕ. Хăйĕн шăллĕпе йăмăкĕсене тăваттăшне те пăхса ÿстерессине хăй çине илме шикленсе тăмарĕ вăл. Тăваттăшне те аслă пĕлÿ пама, пурнăç çулĕ çине кăларма пултарчĕ. Çăмăл пулмарĕ пулĕ унăн мăшăрне Вера Леонидовнăна та. Çак çамрăк çемье йывăрлăх умĕнче çухалса каймасăр, пĕр-пĕрне ăнланса пархатарлă ырă ĕç тунине мĕнпе танлаштарма пулать-ши; Пурнăçĕ ăнсах пытăрччĕ вĕсен.

Мĕнле ырăпа асăнмăн-ха тата Катькас ял тăрăхĕнче пурăнакан В.М. Фроловăна. Хăйĕн ачисем çитĕннĕ ĕнтĕ унăн. Опекăна илнĕ икĕ ачине валли вăл хулара хваттер илчĕ. Вĕсен пуласлăхĕшĕн тăрăшни, чĕререн çунни пулмасть-и вара çакă; Çав ачасен пурлăхĕпе усă курмасть опекун.

Хаçат вулакансене çакăн çинчен те каласа хăварас килет: çÿлерех асăннă саккунăн 17-мĕш статйинче çакăн çинчен палăртсах каланă, опекунсемпе попечительсен хăйсен хÿттине илнĕ ачасен пурлăхĕпе хăйсен интересĕшĕн усă курма юрамасть. Хальлĕхе вара Вера Михайловнăн ăшшине туйса ÿсекен икĕ ачаран пĕри лицейра, тепри Шомик шкулĕнче вĕренет. Иккĕшĕн те уйрăмшар пÿлĕм, вĕсенче хăйсен сĕтел-пуканне вырнаçтарнă. Çакăн пек туслă çемьере ÿсни ачасемшĕн телеех ĕнтĕ.

Тăванлăх çыхăнăвĕ çук ачасене («ют ачасем», - тесе калама пĕрре те чĕлхе çаврăнмасть. Тата ют ачасем пулаççĕ-ши; – авт.) çемьене пурăнма илнĕ ашшĕ-амăшĕсене мĕнле тав сăмахĕ каламăн-ха. Вĕсем те опекунсем пекех пурăнма илнĕ тăлăх ачасене патшалăх паракан укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курнине документсемпе çирĕплетсе отчет параççĕ опекăпа попечительство органне. Пурте çав çемьесем тăрăшуллă та маттур. Районта чи пĕрремĕш çак утăма тăваканĕ Муркашра пурăнакан Л.Г. Захарова пулчĕ. Хăйĕн ачисене пурнăç çулĕ çине кăларнăскер, 2006 çулта пĕчĕк хĕр ачана амăш юратăвне парнелеме шутларĕ. Хĕр ача кăçал 1 класа кайрĕ.

Мăн Сĕнтĕрте хăйĕн 3 ачине çитĕнтернĕ Л.В. Петрова вара икĕ çемьере çуралнă 3 ачан амăшĕ те пулса тăчĕ. Аслисем пуçламăш класра вĕренеççĕ пулсан, кĕçĕнни – 4 çулта. Пĕтĕм пурнăç илемне вĕсенче курать Людмила Владимировна.

Çавăн пекех икшер тăлăх ачана çемье ăшши парнеленĕ Мăн Шашкарта пурăнакан В.Г. Корнеева, Мăн Сĕнтĕрти Н.И. Волковăна, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекен В.В. Красновăна тата ыттисене те çакăн пек пархатарлă ĕç тунăшăн çĕр çинчи мĕн пур ырлăха сунас килет.

Çакăн пек илемлĕ чун-чĕреллĕ маттур çынсем пур пулсан РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев Федераци Пухăвне янă Çырура, Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă тĕллевсем пурнăçланмаллах. Мĕншĕн тесен кирек епле ĕçе те чун-чĕререн тумалла. Йăлтах чун ăшшинчен пуçланать. Çакăн пек ырă çемьесенче пултаруллă та ырă çынсемех çитĕнеççĕ. Апла пулсан çамрăксенчех – пирĕн малашлăх.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика