Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çамрăксене шанмалла!»

18 декабря 2010 г.

Республика ертÿçи М. Игнатьев декабрĕн 14-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашне тата Чăваш ен халăхĕ патне Çырупа тухрĕ. Хальхи ÿсĕмсене, проблемăсене хак панипе пĕрлех вăл умри пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çинче те чарăнчĕ.

«Политикăн тĕп çул-йĕрĕсем общество тата кашни уйрăм çын ырлăхне витĕм кÿрекен уçăлăх, уçăмлăх, кĕретлĕх тата тÿрĕлĕх пулса пыраççĕ»,– палăртнă Çырура.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх пурнăçăн пур сферинче те – экономикăран тытăнса культура таранах – çын факторĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Кунпа пĕрлех вăл çамрăк новаторсен вырăнне уйрăммăн палăртать. Президент шухăшĕпе «предприятисемпе организацисенче теветкеллĕ утăм тума, хăйсен ыттисенчен уйрăлса тăракан меслечĕсене сĕнме хатĕр çамрăк профессионалсем мĕн чухлĕ ытларах ĕçлеççĕ, вĕсем вăй хуракан çул-йĕр çавăн чухлĕ ăнăçлăрах та тухăçлăрах пулать. Çакна пурнăçăн кирек хăш сфери – техника, экономика, социаллă пурнăç тата бюджет – пирки те калама пулать.

«Çамрăксене ытларах шанмалла тата вĕсене ĕненмелле тесе шухăшлатăп!» - тет Президент.

Чăваш Ен ертÿçи республикăра пурăнакансен ăс-хакăл сывлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Çемье хаклăлăхĕн мелĕсене сыхласа хăвармаллине тата пропагандăламаллине, ача амăшĕсемпе ачасем тĕлĕшпе ытларах тимлĕх кирлине палăртрĕ.

«Чăваш Ен вăйĕ унăн çыннисенче, наци сывлăхĕ вара эпир ачасем çине мĕнле пăхнинчен килет. Ку питĕ ансат та тарăн шухăш. Патшалăх пуçлăхĕ Дмитрий Анатольевич Медведев Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Çырăва тĕпе хурса республикăра ачалăха пулăшас тата хÿтĕлес енĕпе тытса пыракан патшалăх политикине малалла та пурнăçлассине кăна мар, вăйлатассине палăртса хăваратăп»,– терĕ Михаил Игнатьев.

Паян эпир Президент Çырăвĕ пирки вулакансен шухăшĕсене пичетлетпĕр. Ыттисене те анлă калаçăва чĕнетпĕр, çак пысăк пĕлтерĕшлĕ документ пирки хăвăрăн шухăш-кăмăлăра пĕлтерме ыйтатпăр.

Л.Ю. ТАРАСОВА, район администрацийĕн йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ:

– Президент вырăнти пурнăçа меллĕрех те лайăхрах тăвасси ытларах хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисенчен, вĕсем пур ĕçе мĕнле йĕркелеме пултарнинчен, халăхпа ĕçлеме пĕлнинчен килнине тĕрĕ-сех палăртать. «Паян пултаруллă та лайăх хатĕрленсе çитнĕ ертÿçĕсем кăна муниципалитет пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тухăçлă йĕркелеме пултараççĕ»,– терĕ вăл.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне ирттернĕренпе икĕ уйăх иртрĕ ĕнтĕ. Район, ял тăрăхĕ шайĕнчи депутатсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене суйларăмăр. Вĕсем ял пурнăçне аталантарма пысăк вăй пулса тăраççĕ. Ку енĕпе çанă тавăрса ĕçе кÿлĕнме вăхăт. Суйлав умĕн шантарнисене тÿрре кăларма тăрăшас пулать. Кунпа пĕрлех суйлавçăсен, ял çыннисен те айккине пăрăнса юлассин позицине йышăнмалла мар. Пурте пĕрле пулсан, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен кăна ялти пурнăçа ырă еннелле улăштарма май пур тесе шутлатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика