Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявсем инкексĕр иртчĕр тесе

22 декабря 2010 г.

Иртнĕ эрне кун террорпа кĕрешекен, чрезвычайлă лару-тăру пулассинчен асăрхаттаракан тата ăна пĕтерекен, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен, район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине пăсассинчен асăрхаттаракан комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Çакăн сăлтавĕ те паллă: Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарса килеççĕ.

– Вĕсем пĕр кăлтăксăр йĕркеллĕ иртсе каймалла, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ларура.

Районти çул çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче террорла актсенчен сыхланас тесе мĕн туса ирттернине пăхса тухнă май районти вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене туса пыракан И.А. Ершова çакна палăртрĕ, садик территорийĕсенче пур çĕрте те çап-çутă, инкек-мĕн пулас пулсан пĕлтермелли сигнализаци, милицие чĕнмелли кнопкăсем, автоматикăлла майпа ĕçлекен пушар сигнализацине пур çĕрте те вырнаçтарнă. Кăнтăрла садиксене шалтан питĕреççĕ. Пыра-киле ача сачĕн алăкĕсене тимĕртен тума, домофон тата видеосăнав оборудованийĕ вырнаçтарас ĕмĕт пур. Террорла актсенчен сыхланмалли мероприятисен йĕркелÿ докуменчĕсем те пур çĕрте те йĕркеллĕ. Ку енĕпе ĕçлекен яваплă çынна вăхăтра палăртмаллине, çавăн пекех ача сачĕсем патне пыракан çулсем яланах уçă пулмаллине палăртрĕç ларура. Çулсем уçă пулмалла тенĕрен, пур предприятипе организаци, учреждени, çурт патне çулсем яланах уçă пулмалла. Уявсем вăхăтĕнче çеç мар, кулленех.

Террорла актсенчен сыхланас енĕпе Мăн Сĕнтĕрти ваттисен çуртĕнче те пур ĕçе те саккунпа килĕшÿллĕн туса пыраççĕ. «Социаллă пулăшу паракан центр» ертÿçи О.В. Иванова палăртнă тăрăх кунта камсем килсе çÿренине дежурнăй пулакан социаллă ĕçченсем пăхса тăраççĕ. Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче çак ĕçе вăйлатмаллине палăртса хăварчĕç. Çÿлерех асăннă хăрушсăрлăх мерисене кунта та вырнаçтарнă.

Районта Çĕнĕ çул уявĕсемпе Христос çуралнин праçник кунĕсене хатĕрленес ĕçсем малалла пыра-ççĕ районта. Çав шутран хăрушсăрлăх мерисене йышăнас енĕпе ирттерекен ĕçсем те. Ларура çак ыйтăва уйрăммăн пăхса тухнă май районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕ В.А. Григорьев районта пурăнакан ют çĕршыв çыннисем (хальлĕхе вĕсем 7) миграци законодательствине пăхăннине палăртрĕ.

Шкулсемпе ача сачĕсенчен çурринче пулса, хăрушсăрлăх енĕпе лару-тăру мĕнле шайра пулнине тĕрĕсленĕ. Декабрĕн 20-25-мĕшĕсенче культура учрежденийĕсенче иртет çак тĕрĕслев. Христос çуралнин кунĕ умĕн кĕлĕсем ирттериччен районти 10 чиркĕве те хăрушсăрлăх енчен тĕпчеме палăртаççĕ районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем. Уявсем вăхăтĕнче вăл иртекен вырăнсенче милици нарячĕ пулать. Çак эрнере вара çакнашкал тĕрĕслев пасарсемпе лесничествăсенче те иртет. Çакна чăрăшсене саккуна пăсса касса сутасран асăрхаттарас тĕллевпе ирттереççĕ.

Кунта çакна каласа хăвармалла. Пиротехника хатĕрĕсене туяннă чух районта пурăнакансен çакна асра тытмалла. Китайра туса кăларнă пиротехника хатĕрĕсем час хыпса илес хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та вĕсене туянни хамăра хамăр хăрушлăха кĕртсе ÿкернипе пĕрех. Çакăн çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов палăртсах каларĕ ларура. Декабрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа районти йĕрке хуралçисем вăйлатнă режимпа ĕçлеççĕ.

Госпожнадзор уйрăмĕн ертÿçи И.Н. Смирнов культура учрежденийĕсен умĕнче электричество çути пулмаллине палăртрĕ. Хальлĕхе вара вăл пур çĕрте те çук-ха. Çĕнĕ çул уявĕсене культура учрежденийĕсенче декабрĕн 31-мĕшĕччен ирттерни вырăнлă пулмалла текен шухăшпа ларура пурте килĕшрĕç. Уявсем вăхăтĕнче пĕтĕм яваплăх хăйсем çинче пулмаллине пĕр самантлăха та манмалла мар вĕсен ертÿçисен.

Çакă вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисене те пырса тивет. Елка вăхăтĕнче шкулсемпе ача сачĕсене ют çынсем кĕрессинчен сыхланмаллине йĕркелемелле: контрольпе пропуск режимĕ тĕп вырăнта пулмалла.

Ларура çавăн пекех ял тăрăхĕсенче профилактика кунне ирттерес ыйтăва пăхса тухрĕç. Ăна кашни кĕçнерни кун ирттерме йышăнса хăварчĕç. Ун вăхăтĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн, район администрацийĕн тата республика шайĕнчи структурăсен представителĕсем графикпа килĕ-шÿллĕн ял тăрăхĕсенчи йывăр çемьесенче пулаççĕ, ирĕкрен хăтарнă вырăнсенчен таврăннисемпе тĕл пулаççĕ, культура учрежденийĕсенче, шкулсенче пулаççĕ тата ытти те. Ку таранчченхи опыт çакна кăтартса парать: çак мероприятин эффективлăхĕ пысăк. Вăл малалла та пулĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕпе те уйрăммăн тĕплĕ калаçу пулчĕ ларура.

– Пирĕн пурин те кирек епле лару-тăрăва та хатĕр пулмалла. Чрезвычайлă лару-тăру сиксе ан тухтăр тесе пур мерăсене те йышăнмалла. Апла пулсан пурин те яваплăха туйса пурнăçламалла хамăр тивĕçе. Çĕнĕ çул уявĕсем те хамăр пăхса хăварнă плантан пăрăнса каймасăр иртмелле, - терĕ Юрий Александрович. Çакă вăл уявсем йĕркеллĕ иртесси хамăртан килнине пĕлтерет. Уявсем кăна мар, кулленхи пурнăç йĕркеллĕ пуласси те хамăртанах килет. Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика