22 декабря 2010 г.
Иккĕ çеç те мар. Иштерекре пурăнакан К. кăçал килĕнче савăт-сапа, ытти хатĕр-хĕтĕр сахаллине туйса илнĕ тейĕн. Март уйăхĕнчен пуçласа пахчари йăрансем çинче çум курăкĕ тапса тухичченех çак ыйтăва татса парас тесе тимленĕ.
Хăйĕн пĕрремĕш «сунарне» вăл мартăн 22-мĕшĕнче тухать. «Пищевик» коллективлă сад пĕрлешĕвне çитсе унти пĕр дача çуртĕнчен алюминирен тунă икĕ çатма тата 50 литр кĕрекен шыв ямалли савăт вăрласа тухать. Тепĕр каçхине вара çак арçын «Бодрость» пĕрлешĕве çитет. Кунти пĕр дача лаптăкĕнчи çăлăн параппанĕпе пĕрле 8 метр тăршшĕ тимĕр трос, цинк витре те Иштереке шыв ăсма «каяççĕ».
Пĕр уйăх каннă хыççăн К. велосипедсем çине куçать. Пĕрне хăй пурăнакан ялтах, теприне юнашар ялтан «тупать».
Май уйăхĕнче вара хĕллехи саппассем пĕтсен арçын хырăм выçнине туйма пуçлать. Таврари тĕрлĕ ялсене çитсе мĕн кăна вăрламасть пуль: çăкăр, чăх какайĕ, шурă эрех, пирус, кивĕ телевизор, пысăк хунар, макарон изделийĕсем тата ытти нумай-нумай çимĕçпе вак-тĕвек хатĕр-хĕтĕр.
Çынсене кÿнĕ тăкак пĕчĕк мар – пĕтĕмĕшле 7 пин тенкĕ ытла. Çакна суд ларăвĕнче К. пĕр хирĕçлемесĕрех йышăнать. Айăплавпа та килĕшет. Айăплава пурнăçа кĕртме ĕçе судра тишкермесĕрех йышăнма ыйтса та çырать вăл.
Хăй пурăнакан вырăнта ăна эрех-сăрапа иртĕхекен çын тесе палăртаççĕ. Обществăлла йĕркене пăсни те пулнă. Судпа психиатри тишкерĕвĕ арçын тĕрлĕ чир-чĕрпе чирлине пĕлтерет.
Сакăр хут «сунара» тухнăшăн суд К.-на 2 çул та 3 уйăхлăх ирĕкрен хăтарма йышăнать. Ун çине штраф хуман, унăн ирĕкне те чакармаççĕ. Çак наказание условлă майпа пурнăçлама 2 çул тĕрĕслев срокĕ парса çирĕплетет. Çапла вара «сунарçăн» пурăнакан вырăнтан тивĕçлĕ органсене пĕлтермесĕр куçма юрамасть, ĕç тăвакан уголовлă инспекцие те тăтăшах регистрациленме çÿремелле...
Ултавлă ĕçсем, тĕрлĕ преступленисем тăвакан çынсем районта сахал мар. Акă кăçалхи 11 уйăхра çеç пирĕн следовательсем 162 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсенчен 90-шне вĕçленĕ. Айăплав пĕтĕмлетĕвĕпе суда 87 ĕç панă. Çак ĕçсем тăрăх пурĕ 89 çын йĕркене пăсни паллă. Ку тапхăрта пурĕ 3 уголовлă ĕçе чарса лартнă.
К. ПЕТРОВ,
районти шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи следстви уйрăмĕн пуçлăхĕ.