22 декабря 2010 г.
Районти пушар хăрушсăрлăхне тишкерсен иртнĕ çулсенче вут-кăвар алхаснă инкексем сахалланни палăрчĕ пулсан та, ирĕке кайнă вут-çулăмра çав-çавах çынсен пурнăçĕ татăлни пушар хăрушсăрлăхĕ яланах çÿллĕ шайра пулнине çирĕплетсех тăрать. Кăçал паянхи куна район территорийĕнче вут-кăвар алхаснă инкексем пĕлтĕрхи шайрах (35 пушар) юлчĕç. Пĕлтĕр те, кăçал та миллионшар тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнипе пĕрлех пĕршер çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнинчен Муркашсем тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тăвасса шанатпăр. Çакна çеç калатăп, ытларах инкек хыçĕнче эрех-сăра тата унпа туслашнă май тимлĕхе çухатни тăрать. Умра пĕтĕм халăх пĕрле уявлакан Çĕнĕ çул уявĕсем. Кунта та эрех-сăрасăр пулас çукки иккĕлентермест. Апла пулсан пĕрлехи асăрханулăха пурин те ÿстермелле.
Çĕнĕ çула кĕтсе илессине халăх пысăк уяв вырăннех йышăнать. Ку тĕлĕшпе коллективсенче çĕнĕлĕх-сем кĕртеççĕ, елка илемне ÿстерме чылайăшĕ электричество çутипе, çуртасемпе, пиротехника изделийĕсемпе усă курать. Халĕ каланине шута илсе шăпах çак тапхăр пушар тухаслăх тĕлĕшпе пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Иртнĕ çул Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче районта 3 пушар пулнăччĕ. Çак инкексем кăçал ан пулччăр тата Çĕнĕ çул уявĕсене «хĕрлĕ автан» ан тĕксĕмлеттĕр тесе кашнийĕнех пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине маларахах асăрхаттаратпăр. Çав тĕллевпе:
– елкăсем ирттерме коллективсенче хальтерех ответлă çынсене çирĕплетмелле;
– яваплă çынсен патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе ятарлă инструктаж тухмалла, вĕсен çавнах вырăнсенче Çĕнĕ çул уявне ирттерме хутшăнакансемпе пурнăçламалла;
– елка ирттериччен пÿлĕмсене тĕплĕн тишкерсе тухмалла, пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем çителĕклĕ пулас тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕх уйăрмалла;
– елка вăхăчĕ пирки вырăнти пушар хуралне маларах пĕлтермелле;
– елкăна пушар хуралĕн ирĕкĕсĕр вырнаçтарма юрамасть;
– елка ирттермелли пÿлĕмĕн обязательнăй йĕркепе урама тухма икĕ алăк пулмалла;
– елкăна алăксем патне вырнаçтарас çук, унпа стена тата мачча хушши пĕр метртан кая мар пулмалла;
– елкăна илемлетме хăвăрт хыпса илекен теттесемпе, ватăпа, бенгали çуртисемпе усă курма юрамасть;
– елкăна заводра хатĕрленĕ электрогирляндăсемпе çеç илемлетмелле.
Яваплă çынсен уяв вăхăтĕнче асăрханулăха самантлăха та хăй еккипе яма юрамасть. Ответлăх пирки манмалла мар. Электрогирляндăсем çинче пĕчĕк кăлтăк асăрхасанах электричествăна пĕр тăхтамасăр сÿнтермелле. Елка çинче çулăм курăнсассăн аслисен елкăна çийĕнчех çĕре ÿкермелле те хăвăрт сÿнтерме мерăсем йышăнмалла. Искусствăлла елкăна шывпа сÿнтерни тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен çуннă чух синтетика ирĕлет, шыв лексен вĕресе кайса шыв юххипе айккинелле сарăлма, хушма хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Кун пек чухне огнетушитель – чи вырăнли. Çавăнпа та елкăна хатĕрленекенсен ăна ВДПОн районти уйрăмĕнче маларах çителĕклĕ туянса хумалла.
И. СМИРНОВ,
районти пушар надзор
уйрăмĕн пуçлăхĕ.