Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх тĕллевĕсем паллă

22 декабря 2010 г.

Декабрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетсĕр 34-мĕш сессийĕ ĕçлерĕ. Унта ЧР Президенчĕ М.В. Игнатьев республика Патшалăх Канашне яракан çулленхи Çырăвĕпе паллаштарчĕ.

Пирĕн пурнăç çултан-çул улшăнса пырать. Ытларах чух лайăх еннелле. Çапах та татса памалли ыйтусем те сахал мар. Çавăнпах ĕнтĕ Президент кăçал, пĕлтĕр тунă çитĕнÿсем çинче нумаях чарăнса тăмарĕ, чи малтанах кăçалхи çул халăхшăн йывăр килнине палăртрĕ. Кусем вĕсем çанталăк шăрăх тăни, республикăри вăрмансенче пушарсем алхасни, экономика кризисĕ те витĕм кÿни. Çавна май çитес çулсенче çак инкексене хирĕç тăма хатĕр пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Президент хăйĕн Çырăвĕнче пĕтĕм сферăна тишкерсе хак пани тата ума çĕнĕ задачăсем лартни питĕ килĕшрĕ. Кунта çут çанталăка сыхлассин, граждансен экологи яваплăхне тата культурине ÿстерессин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртмалла. Ял хуçалăх отрасльне аталантарассипе, апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе татса памалли ыйтусем пур. Çĕр ĕçченĕшĕн çĕрпе тухăçлă усă курасси те пĕлтерĕшлĕ тĕллев шутланать.

Çамрăксене ытларах шанмалла тата вĕсене ĕненмелле тесе палăртни тĕрĕсех. Сăлтавсăр чăрмавсем пулмалла мар. Предприниматель ĕç-хĕлне пуçăнассин процедурине ансатлатни кирлĕ. Конкуренци пулмалла. Патшалăх тата муниципалитет заказне, вăл шутра социаллă пулăшу ĕçĕсен заказне конкурс никĕсĕ çинче йĕркелессине практикăламалла.

Республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕ федерацин Атăлçи округĕнче чи пысăккисенчен пĕри. Çавăнпа та ку енĕпе пирĕн ĕçлемелли чылай. Çак ыйтусене ума кăларчĕ Президент.

«Таса шыв» тĕллевлĕ программа малалла та пурнăçланса пырасса шантарчĕ Михаил Васильевич. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн çивĕч ыйтăвĕсем çинче те чарăнчĕ. Бюджет укçи-тенкипе усă курасси уçăмлă та тухăçлă пулмалли пирки хытах асăрхаттарса каларĕ.

«Чăваш Ен вăйĕ унăн çыннисенче, наци сывлăхĕ вара ачасем çине мĕнле пăхнинчен килет»,– терĕ Президент. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, çемье çирĕплĕхне ÿстересси, спортпа туслă пуласси çинче чарăнчĕ. Сывлăха ачаранах упрама кирлине палăртрĕ. Республикăра ача сачĕсем çитменнин ыйтăвне татса парас пулать, ашшĕ-амăшĕ чĕрĕ çинчех ачасем тăлăх ÿсни те йĕркеллĕ пулăм мар.

Республикăн Вĕрентÿ министерствине, çавăн пекех муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен шкулчченхи вĕренĕве юрăхлă тăвас енĕпе пурнăçлакан ĕç-хĕл тухăçлăхне комплекслă хак парассине йĕркелеме хушрĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче палăртнă нумай шухăш-тĕллевсем патшалăх пуçлăхĕ Д. Медведев Федераци Пухăвне янă Çырура палăртнă задачăсемпе пĕр килеççĕ. Апла пулсан Чăваш Республики хăватлă Раççейпе пĕрле малалла аталанса пырасси куç кĕрет.

«Эпир çынсен пурнăçне лайăхрах, республикăна вара илемлĕрех тăвас тетпĕр. Ку енĕпе манăн нимĕнле иккĕленÿ те çук, пачах урăхла, сирĕнпе пĕрле çакна тума пултарассине пĕлсе тăратăп, шанăç, кăмăл çирĕплĕхĕ тата ăс пур чухне çитĕнÿ килетех»,– терĕ Президентăмăр.

Çĕнĕ çула çĕнĕ шухăш-ĕмĕтпе, çĕнĕ вăй-хăватпа, тĕллевсемпе кĕретпĕр. Хамăр енчен вара çак Çырура палăртнă тĕллевсем пурнăçа кĕччĕр тесе пирĕнтен кашниех пĕтĕм вăй-хала парса тăрăшма тивĕç.

В. ДАНИЛОВ,

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика