Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма

11 декабря 2010 г.

Ялта пурăнакансен, ĕçлекенсен хăтлă çурт-йĕр çавăрасси яланах пысăк ыйту пулнă. Ку паян тата та курăмлăрах. Строительство материалĕсем хаклă, ĕç укçине вара пухса пыма çăмăл мар. Çавăнпа та хальхи вăхăтра ялта пурăнакан çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсен (35 çул тултариччен) çурт-йĕр çавăрас е туянас ĕçре патшалăх тĕрлĕ программăсене пурнăçа кĕртсе пулăшу панине манмалла мар. Унпа усă курма тăрăшмалла çамрăксен.

Кăçалхи çул та маларах пурнăçа кĕрсе пынă тĕллевлĕ программăсем хăйсен ĕçне татман. Акă «2012 çулччен яла социаллă аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн ялти çамрăк специалистсене тата çамрăк çемьесене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва каялла тавăрса памалла мар субсиди панипе татса параççĕ.

Патшалăх пулăшăвĕпе усă курма шутланă тата ăна илес тесе тăрăшнă районти пилĕк çамрăк специалист, ялта пурăнакан пилĕк гражданин кĕçнерни кун, декабрĕн 9-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Ю.А. Ивановран алла свидетельствăсем илчĕ. Тепĕр майлă каласан, çак кунтан вĕсем федераллă тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултараççĕ.

Район администрацийĕн капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин тата В.А. Аникина специалист уйăрса панă пулăшупа тĕрĕс усă курса кайран çак «парăма» патшалăха пахалăхлă ĕçпе тавăрса пама çамрăксене вăй-хал сунса саламларĕç.

Свидетельствăсенче кăтартнă тăрăх 5 çамрăк специалистăн счечĕсем çине федераллă бюджетран пурĕ 1458,89 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 486,29 пин тенкĕ куçмалла. Ялта пурăнакан граждансен счечĕсем çине вара федераллă бюджетран пурĕ 1682,88 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 280,47 пин тенкĕ куçараççĕ. Çак кунсенчех вĕсене вырăнти бюджетран та укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ.

Аса илтеретпĕр, çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшассипе республика программи те ĕçлет. Ăна 2015 çулччен палăртса хунă.

«2012 çулччен яла социаллă аталантарасси» программăра вара хушăмсем пур. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнчи 226 " постановленийĕпе килĕшÿллĕн çак программăпа çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черете тăнисенчен малтанах ял хуçалăх сферинче ĕçлекенсене пулăшу пама тивĕç.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика