11 декабря 2010 г.
Палăртма кăмăллă самант. Чăвашла ыйту чылай пулнăран президент тăван чĕлхепех хуравларĕ. Вырăсла куçарма хистекенсем те пулмарĕç. Президент хăй çамрăк чух хулари транспортра чăвашла калаçма именес туртăм пулнине аса илчĕ. Паян вара эпир хамăр республика ертÿçипе те ирĕккĕнех тăван чĕлхепе хутшăнатпăр.
– Аппарат йĕркеленĕ, влаç вакуумĕ пулман,– терĕ президент калаçу пуçламăшĕнче. Малашне вара влаç органĕсенче халăхшăн ĕçлекенсем çеç юлассине пĕлтерчĕ. Çынсене итлеме пĕлменнисемпе, вĕсен ыйтăвĕсене татса паманнисемпе президент пĕр шелсĕр сыв пуллашма хатĕр.
Тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант. Президент республикăри тăнăçлăха пысăка хурса хаклать. Çавна май вăл пур партисемпе те, юхăмсемпе те килĕштерсе ĕçлеме хатĕр. Çапла тăвать те. Сăмах май, журналистсем çине те витĕм кÿрес кăмăл çуккине пĕлтерчĕ президент.
Обществăлла палата йĕркелеме палăртни те ăнсăртран мар. Обществăлла палата халăх шухăшне палăртакан институт пулмалла. Вăл влаçа критиклеме те, конструктивлă сĕнÿсем пама та пултарать.
Критика, президент шухăшĕпе, аталанма хистет.
Çÿлерех палăртрăм, президент нумай ыйтăва хуравларĕ. Малалла вара районта пурăнакансене, ял çыннисене тÿрремĕн пырса тивекен хуравсем çинче çеç чарăнăпăр.
Коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлесси ÿсет. Ку энергоресурссен хакĕ тĕнче шайне кармашнипе çыхăннă. Чарма çук. Республикăра хваттерсенче пурăнакансен виççĕмĕш пайĕ тăкаксене саплаштарма бюджетран субсиди илет. Çак укçа-тенкĕне çитес çулхи бюджетра та пăхса хăварнă. Апла пĕчĕк тупăшлă çемьесем пулăшусăр юлмĕç.
Çак сферăна килнĕ управляющи компанисем пирки те сăмах пулчĕ. Вĕсен устав капиталĕ хальхи пек 10 пин тенкĕ мар, 3, 4, 5 миллион тенкĕрен кая мар пулмаллине каларĕ президент. Ответлăха туйманнисен рынокран кайма тивĕ.
Килти хушма хуçалăха пулăшасси пирки. Республикăра ял хуçалăх продукцийĕн 60 – 65 процентне килти хушма хуçалăхсем панине шута илсен эпир çапла тума тивĕçлĕ терĕ президент. Шăрăх çанталăка пула тăкак курнă пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене патшалăх пулăшрĕ. Анчах вăл уйрăм хуçалăхсем валли мар. Çав хушăрах ял çыннисене вăрлăх, ăратлă выльăх туянма, ĕнесене пĕтĕлентерме бюджетран пулăшу параççĕ. (Кун пирки эпир райхаçатра декабрĕн 4-мĕшĕнчи номерте çырнăччĕ – автор.)
Кашни тăваттăмĕш çемье килти хушма хуçалăха аталантарма кредит илчĕ. Кредитпа усă курнăшăн тивекен процент виçине патшалăх саплаштарать. Ку та пулăшу. Апла пулин те президент кашни выльăх пуçне паракан пулăшăва пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрле уйрăм хуçалăхсене те памалла тесе шутлать.
Виççĕмĕш тата хыççăнхи ачасемшĕн тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрса парасси. Ку ыйтупа правительствăра калаçу пулнине палăртрĕ президент. Унăн шухăшĕпе çĕр лаптăкне 10 – 15 соткăран кая уйăрмалла мар. Çемье пурнăçне туллин йĕркелеме вăл çителĕклĕ пулмалла. Вырăнти влаç органĕсене ку енĕпе ĕçлеме хушрĕ.
Президент республикăра тăвакан мĕн пур çурт-йĕрĕн 50 процентне ял çыннисем хăпартнине палăртрĕ. Ниме майĕпе ĕçленине ырларĕ.
– Ял çыннисене эпĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе пынишĕн тав сăмахĕ калатăп, – терĕ президент. Хăй те кашни вырсарни кунах яла çÿренине палăртрĕ. «Çĕр мана вăй-хăват парать», – терĕ вăл.
Яла таврăнакан çамрăксем пур. Вĕсем ытларах пулччăр тесен производствăна çĕнĕлле йĕркелемелле. Сенĕке, çавана пирĕн музее кайса хумалла, терĕ президент.
Шывпа тивĕçтересси çинчен. Ку ыйту кăçалхи шăрăх çу кунĕсем хыççăн татах çивĕчленчĕ. Президент каланă тăрăх Раççейре 2011 – 2012 çулсенче «Таса шыв» программа виçинче 9 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. «Пирĕн çак программăна активлă хутшăнмалла», – терĕ вăл.
Президент ялта шыв кĕртессипе вырăнти укçаллă çынсене те хăйсен тÿпине хывма ыйтрĕ. Ку ĕç пысăк тупăш параймасан та ял çыннисене пулăшни аван.
Вырăнти влаç ыйтăвне те хускатрĕç тĕл пулура. Мĕншĕн паян йăлари ыйтăва татса парас ĕçе те президентăн хутшăнма тивет;
«Президент Конституципе килĕшÿллĕн уйрăм çын правипе ирĕклĕхне хÿтĕлет. Çавăнпа та эпĕ аякран пăхса тăма пултараймастăп. Манăн хутшăнма тивет пулсан вырăнти влаç хăй тивĕçне пурнăçламасть. Эпĕ кун пек чухне малашне те аякран пăхса тăмăп», – терĕ президент.
«Вырăнти влаç самоуправлени виçинче ĕçлемелле. Халĕ эпир саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаçсене уйăртăмăр. Район пуçлăхĕпе администраци пуçлăхĕн килĕштерсе ĕçлемелле. Тĕрĕслĕх хăш енчине эпир пĕлсех тăрăпăр. Эпир ку ыйтăва куçран вĕçертместпĕр. Çак çынсемшĕн депутатсен вырăнти Пухăвĕсем те сасăланă. Вĕсем çинче те ответлăх пур.
Çынсен влаçран çирĕпрех ыйтма вĕренмелле», – терĕ президент хăйĕн шухăшне пĕтĕмлетсе.
Юлашкинчен президент массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене тав турĕ. «Сирĕн ĕç кăткăслăхне ăнланатăп, малашне те сирĕнпе ĕçлеме хатĕр», – терĕ вăл.
А. ИВАНОВ.