Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яла – парăм пуçтарма

15 декабря 2010 г.

Рекламăри «налук тÿле те лăпкă çывăр» тени пурнăçра чăн килет. Çакна налук службин сотрудникĕсемпе суд приставĕсем тăтăш йĕркелекен рейдсем те çирĕплетсе параççĕ. Акă иртнĕ кунсенче вĕсем транспорт, çĕр налукĕ, уйрăм çынсен пурлăх çине хуракан тата тупăшран илекен налука тÿлессипе парăмсем пуррисем патне çитсе килчĕç.

Ку хутĕнче «çул çÿрев» çак маршрутпа иртрĕ: Муркаш – Мăн Токшик – Шарпаш – Чуманкасси – Отарккă – Муркаш. Рейд вăхăтĕнче налук инспекторĕпе суд приставĕ никамшăн та пĕлмен-илтмен çын пулмарĕ. Апла çынсем налуксене вăхăтра тÿлемеллине пĕлеççĕ. Укçа çукки çине тайăнса налук тÿлеме май çук тесе кунсерен пени хушăнса пынине вара шута илмеççĕ.

Акă Мăн Токшикра пурăнакан А. гражданинăн та налук парăмĕ пурччĕ. Анчах та Мускавра вахта мелĕпе ĕçлекене килĕнче курма пулмарĕ. Апла пени вăл таврăниччен татах ÿсет-ха. Ял урамĕнче тĕл пулнă ватă кинемейсем вара ăна та, ытти парăмçăсене те вĕсем патĕнче ятарлă «хăнасем» пулнине тата повесткăсем парса хăварнине пĕлтерме шантарчĕç.

«Мускаврисем» ытти ялсенче те пулчĕç: вĕсен пÿрчĕсене çăра сыхлатчĕ. Яла таврăннă вăхăтра налук инспекцине кĕрсе тухма хăйсем тĕллĕн вăхăт тупайраççĕ-ши ĕнтĕ вĕсем; Иккĕлентерет. Мĕншĕн тесен хăшĕсем прописка тăрăх «пурăнакан» вырăна темиçе çул хушши килмен. Вĕсен пуçĕнче налук шухăш çук ĕнтĕ.

Транспорт налукĕ тÿлесси хăй пĕр пысăк ыйту. Шарпашра та вăл куç умне тухрĕ. Пĕр кил хуçи 2007–2008 çулсенче мотоциклшăн налук тÿлемен. Мотоцикл çук, апла налук та пулмалла мар. Анчах та «çук» мотоцикла учетран вăхăтра кăлармалла. Транспортăн патшалăх регистраци номерне тата ытти документсене такам урлă мар, кашнин хăйĕн Шупашкара илсе кайсан çеç ĕçе вĕçлени курăнать. Халĕ вара суд приставĕн телевизора çырма (опись) тиврĕ. Налук вунă кун хушшинче тÿлемесен телевизорăн ку килтен «каймалла пулать».

Рейд вăхăтĕнче лайăх самант та пулчĕ. Ĕç пурнăçлакансене куракансем хăйсен парăмсем пурри-çуккипе интересленчĕç. «Паян-ыран кайса тÿлетпĕр» текенсене рейда тухнă сотрудниксем пурне те тÿлев квитанцийĕсем çырса парсах хăварчĕç.

Муркаш пасарĕнче сутă тăвакан тата ытти уйрăм предпринимательсен парăмĕсем пĕчĕкех мар. Çулталăк вĕçленнине кура вĕсем çак кунсенчех налук тÿлеме шантарчĕç. Тÿлекенсем те пулчĕç. Пĕри, хăй каланă тăрăх шăпах налук тÿлеме кайма хатĕрленнĕскер, вунă пин тенкĕ ытла енчĕкĕнчен кăларса хучĕ. Юлашки пайне çĕнĕ çула хăвармассине çирĕппĕнех каларĕ.

Паян пирĕнтен кашниех хăйĕн налук парăмĕ пуррипе çуккине çăмăллăнах пĕлме пултарать. Паллах ял тăрăхĕн администрацийĕнче е районти налук службин инспекцийĕнче ыйтма пулать. Кунпа пĕрлех Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕнче «Личный кабинет налогоплательщика» сервиспа та (wwwĕr21ĕnalogĕru) усă курма май пур. Налук вăхăтра тÿлесе тăманнисен вара Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕн 75 статйипе килĕшÿллĕн иртсе кайнă кашни куншăн пени тÿлеме тивет.

Суд приставĕсем урлă пыракан ĕçсене суд урлă татса пама тивет. Судшăн вара патшалăх пошлинине те тÿлемелле. Хушма тăкаксем кирлех-ши; Парăмсене вăхăтра татни укçана та перекетлеме май парать. Апла налук е штраф тÿлессипе иккĕленÿ пулсан Муркашри Мир урамĕн 5 çуртĕнче вырнаçнă суд приставĕсен службине кĕрсе тухма ÿркенмелле мар. Хыççăн лăпкăн çывăрма та пулать.

Д. НИКОЛАЕВ,

налук службин инспекторĕ,

Е. АНИСОВА,

суд приставĕ,

Н. НИКОЛАЕВА,

райхаçат сотрудникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика