Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш тивĕç – шанăçа тÿрре кăларасси

15 декабря 2010 г.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен иртнĕ суйлавĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулма унччен кунта ĕçлемен çĕнĕрен суйланă 6 çынран пĕри – Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Николаевич Матросов. Унпа тĕл пулнă май эпĕ чи малтанах ял çыннисен пурнăçĕ, татса памалли ыйтусем пирки сăмах хускатрăм.

– Алексей Николаевич, малтанах хаçат вулакансене хăвăр пирки кăштах каласа парсамăр;

– Çураласса эпĕ районти Çĕньял Оринин ялĕнче çуралнă. Анчах та мĕн ачаранпах Москакассинче пурăннă, кунтах шкул çулĕсем те иртнĕ. 2005 çулта Шупашкарти строительство тата хула хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтертĕм. Унтанпа тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, юлашки вăхăтра предприниматель ĕçне те кÿлĕнме тиврĕ. Çемьеллĕ, мăшăрпа пĕр ача пăхса ÿстеретпĕр.

– Çакна ыйтса пĕлес кăмăл пур. Сирĕн ял тăрăхĕпе пуçлăха суйланма кандидатура тăратнисем 5 çын пулнăччĕ. Конкуренци тени пулман мар. Унччен ял тăрăхне ертсе пынă М.М. Пушкин суйлавра 244 сасă пухнă пулсан, сирĕншĕн 328 çын е суйлавçăсен 33,27 проценчĕ сасă панă. Апла пулсан суйлавçăсем сирĕн çине пысăк шанăç хураççĕ;

– Малтанах май килнипе усă курса ял çыннисене, суйлавçăсене мана çакăн пек чыс тунăшăн, ял тăрăхне ертсе пыма шаннăшăн пысăк тав сăмахĕ каланă пулăттăм. Ăнланатăп: пысăк чыс – пысăк ответлăх. Кунта хăвăн пирки кăна шутламалла мар. Шанăçа тÿрре кăларас тесе çине тăрас пулать. Ыйтусем вара паян ял çынни умĕнче пĕчĕк мар тата сахал мар. Çапах та пĕрле ĕçлесе пырсан вĕсенчен ытларахăшне чиперех татса пама май çитерĕпĕр тесе шутлатăп.

– Сирĕн ял тăрăхĕн территорийĕнче 16 ял шутланать. Сахалах мар. Апла пулсан умри ĕçсем те ытлă-çитлех пулĕ. Мĕншĕн тесен ытларах чухне территори мĕн чухлĕ пысăкрах, ыйтăвĕсем те çавăн чухлĕ калăпăшлăрах вĕт-ха;

– Ку чăнах çапла. Пĕтĕмĕшле илес пулсан пур ялсенче те тенĕ пекех газ пур, ытларах ялсем патне çулсем сарса çитернĕ. Хальхи вăхăтра çĕнĕ урамсене электрификацилессипе çине тăрса ĕçлетпĕр. Ку ĕçсем Ситуккасси, Эхветкасси, Калмăккасси ялĕсенче пыраççĕ. Уйкас Хачăк, Мăрсакасси ялĕсем тĕлĕшпе те çывăх вăхăтрах ку ыйтăва татса памалла пулать.

Ял çыннине канăç паман яланхи ыйту вăл – шывпа тивĕçтересси. Чылай çĕрте нумай çул каялла хурса хăварнă шыв пăрăхĕсем юрăхсăра тухаççĕ. Вĕсене юсаса сахал мар тăкакланма тивет. Нумай çĕрте пăрăхсене пачах çĕнĕрен хурса хăварма тивет. Акă Калмăккасси, Рыккакасси ялĕсенче шывпа тивĕçтерессине йĕркелеме проектсем хатĕрлетпĕр ĕнтĕ. Шыв уçламалли башньăсене техника инвентаризацийĕн бюровĕ урлă хамăр çине куçарасшăн. Кунпа пĕрлех ялсенче çăлсем чавассине те йĕркеленĕ. Çак ĕçрен ял çыннисем те айккинче тăрса юлмаççĕ. Мĕншĕн тесен çакă вăл пĕтĕмпех хăйсемшĕн пулнине чылайăшĕ тĕрĕс ăнланать. Ял тăрăхĕ вара çăл пурисем валли тимĕр-бетон ункăсемпе тивĕçтерме майсем шырать.

– Юлашки вăхăтра ялсенче пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ те çивĕч тăрать. Колхоз-совхозсем саланса пĕтнĕ май чылай çĕрте пушар хуралĕн машинисене тытса тăракан та юлмарĕ. Е вĕсем пачах та çук, е вĕсене салатса пĕтернĕ. Сирĕн патра ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех;

– Ыйту чăнах та çăмăллисен шутĕнче мар. Апла пулин те ку ыйтăва пĕрле татса пама май пур тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен пушар хăрушсăрлăхĕ никама та айккинче тăратса хăварма пултараймасть. Акă «Передовик» хуçалăхăн пушар сÿнтермелли ятарлă автомашина пур. Ăна юсаса йĕркене кĕртме пулатех. Ăна тытса тăма каякан тăкаксене «Передовик» хуçалăхпа пĕрле саплаштарăпăр.

Пĕвесем кирлĕ шайра пулни те пушар хăрушсăрлăхĕпех çыхăннă. Вĕсене межевать туса хамăр баланс çине илмелле пулать. Кайран юсав ĕçĕсем туса ирттермеллисем пур. Çак ыйтусемпех депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн ларăвне те ирттернĕччĕ. Территорисене тирпей-илем кĕртессипе те сăмах пычĕ унта. Вырăнти депутатсем, старостăсем ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕç. Вĕсем пурте пурнăçа кĕртме май пуррисемех.

– Малашне ялсенчен йăла каяшне полигона турттарассине епле йĕркелесси пирки те пĕлес килет.

– Ку ĕçе эпир хамăр патра тытăннă та ĕнтĕ. Хĕллехи вăхăтра çÿп-çап нумаях пухăнмасть. Çавăнпа та хальлĕхе ун çине ытлашши пысăк тимлĕх уйăрмарăмăр. Çуркунне ку ĕçе пуçăнма тивет. Вăрттăнлăх мар, çак ĕçсене туса ирттерме малашне ял çыннисенчен укçа пуçтарма тивесси те ытлашши инçе малашлăхра мар.

– Укçа-тенкĕ пирки сăмах пуçартăмăр пулсан ял тăрăхĕн çитес çулхи бюджечĕ çинче те чарăнса тăратăр пулĕ. Темĕнле ырă ĕç те чи малтан унпа çыхăннă вĕт-ха;

– Малтанах çавна палăртса хăварнă пулăттăм. Çапла, укçа-тенкĕсĕр май çук. Апла пулин те хăш-пĕр ĕçсене пĕтĕм халăхпа, ниме мелĕпе те туса ирттерме май пур. Ял тăрăхĕн 2011 çулхи бюджетне вара эпир депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче декабрĕн 9-мĕшĕнче йышăнтăмăр. Тупăшсемпе те вăл, тăкаксем енĕпе те 3 миллион та 514,3 пин тенкĕпе танлашать. Çапла, çак суммăна çителĕклĕ теме çук. Укçа пухмалли ытти мелсене те шырама тивет. Культура учрежденийĕсенче массăллă тÿлевлĕ мероприятисем ирттерессине çирĕп йăлана кĕртмелле, вырăнти бюджета пуянлатма май паракан пур шайри налуксем пухăнассине те çирĕп тĕрĕслесе тăмалла, аренда мелĕпе те усă курмалли майсем пур. Ытларах тата, палăртрăм ĕнтĕ, пĕрлехи вăй, ăнланулăх çине шанма тивет. Хамăр пурнăçа лайăхрах тăвасси ытларах хамăртан килет.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика