Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гранта кам тивĕçет;

15 декабря 2010 г.

Малашлăха пăхса, çĕннине алла илсе ĕçлес шухăшлисем валли патшалăх тĕллевлĕ пулăшу уйăрать. Çавна май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн хăйсен ĕçне тытăнма хатĕрленекен пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсен ятарлă бизнес-план хатĕрлемелле. Çак йĕркепе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе эпĕ район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçипе Э.И. СИМАКОВĂПА калаçрăм.

– Эльвира Иосифовна, патшалăхăн ку тĕлĕшри пулăшăвне кам тата мĕнле тĕллевпе тивĕçме пултарать.

– Патшалăхăн ку пулăшăвне хăйсен ĕçне тытăнма хатĕрленекен пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем тивĕçме пултараççĕ. Вĕсем валли патшалăх ятарлă грант уйăрать. Çак ĕç 2006 çултанпа пырать. Ку енĕпе вара çулсеренех ятарлă конкурс ирттеретпĕр. Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн гранта тивĕçес тесен вара чи малтан налук органĕнче регистрциленмелле. Анчах та регистрациленнĕ тапхăр пулăшăва тивĕçес вăхăт тĕлне пĕр çулталăкран иртмелле мар.

– Конкурса хутшăнма мĕнле документсем хатĕрлемелле-ха;

– Чи малтанах хăйсен ĕçне тытăнма хатĕрленекенсен вăл е ку енĕпе тупăш илме пултараканăн пĕр-пĕр çĕнĕлĕх тупмалла. Эсир пуçăнас ĕç сирĕншĕн те, районшăн та пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Сирĕн ĕç валли мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кайма пултарнине шутламалла, бизнес-план хатĕрлемелле. Тĕрĕс хатĕрленĕ бизнес-плана Чăваш Республикин Экономикăпа суту-илÿ министерствинчи конкурс комиссийĕ пăхса тухать. Хăш чухне вара ку ĕçе районти ĕçлĕ комиссие те шанаççĕ. Комиссире пăхса тухма пĕр бизнес-план кăна хатĕрлеме юрать. Документсем çителĕксĕр пулсан комисси бизнес-плана пăхса тухмасть, ун пирки çичĕ кун хушшинче çырса пĕлтереççĕ. Тĕрĕс те тулли бизнес-плансене 15 кун хушшинче пăхса тухаççĕ. Бизнес-плансене баллсемпе хаклаççĕ, 4-5 балл пухнисем патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ. Çитес çул çакăн йышши бизнес-плансене февраль уйăхĕнче пăхса тухма палăртнă.

– Ĕçе пуçăнма тивĕçнĕ бизнес-плана вăя кĕртме патшалăх мĕн чухлĕ

укçа-тенкĕ уйăрать-ха;

– Ку тĕлĕшпе уйăракан грант калăпăшĕ 300 пинтен пысăк пулаймасть. Анчах та бизнес-планра пăхса хунă вунă процент чухлĕ ĕçе пурнăçланине (мĕн чухлĕ тăкакланнине) çирĕплетекен документ кирлĕ.

– Çак укçа-тенкĕне хăш шайри бюджетсенчен уйăраççĕ;

– Бизнес-плана ăнăçлă хÿтĕленисене федераллă тата республика шайĕнчен саплаштараççĕ.

– Çапах та хăйсен ĕçне тытăнма хатĕрленекен пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем тĕрлĕ шайра пулма пултараççĕ: налук парăмĕ пысăк, панкрута тухас тапхăр е тата ытти кăлтăксем.

– Кун пек чухне вĕсене конкурса хутшăнтармаççĕ.

– Эльвира Иосифовна, тен гранта тивĕçнисен хăш-пĕр ячĕсене асăнса хăваратăр;

– Паллах патшалăх пулăшăвне тивĕçес текенсен кашнин хăйĕн тĕллевĕ, пуçарулăхĕ тата пултаруллăхĕ. Акă кăçал хур-кăвакал ÿстерес ĕçе аталантарас тĕлĕшпе С.В.Григорьев 4,7 балл пухма пултарчĕ, ăратлă сурăх ĕрчетес ĕçе пуçарма А.М.Константинов 4,5 балл пухрĕ. Çавăн пекех А.Г.Яковлев тата А.В.Федорова хăйсен ĕçĕсене аталантарма патшалăх пулăшăвне тивĕçме пултарчĕç. Вĕсем бизнес-плансене ăнăçлă хÿтĕлесе 50-250 пин тенкĕ грантсене тивĕçрĕç.

Р. ИЛЛАРИОНОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика