Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Манăçмаççĕ çав хăрушă кунсем»

15 декабря 2010 г.

Пĕр йăнăш кăна, пĕчĕк и вăл е пысăк - çыннăн чунне ĕмĕрлĕхех амантса хăварать, ĕмĕр тăршшĕпех чĕрене ыраттарать. Çыннăн сывлăхĕнче те çакă хăйĕн ырă мар йĕрне хăварать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-50-мĕш çулĕсенче политика репрессине пула миçе миллион çын хĕн курчĕ, вĕсен мĕн чуль çывăх çыннăн ĕмĕчĕ-пурнăçĕ хуçăлчĕ пулĕ. 1937-1938 çулсенче кăна НКВД органĕсем 1,58 млн. çынна арестленĕ, вĕсенчен 682 пин çынна персе вĕлернĕ. Чăваш Республикинче кăна халăхăн тĕрлĕ сийĕнчи 15 пин пултаруллă çын репресси вутне лекнĕ. Вĕсенчен 604-шĕн ячĕ республикăра кăларнă 2 томлă Асăну кĕнекине кĕнĕ.

Политика репрессине пула инкек тÿснисене патшалăх таса ячĕсене тавăрса панăранпа 20 çул çитет пулин те ун чухнехи самана ахрăмĕ паян та çынсен чунне канăç паманни иртнĕ кĕçнерни кун саккуна пăсса политика репрессине пула инкек тÿснисен Чăваш Республикинчи Ассоциацийĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕнче те яр! уççăнах курăнчĕ. Сăмах май каласан асăннă уйрăм 2007 çулта йĕркеленнĕччĕ. Унта 16-ăн кĕнĕ. Пĕтĕмпе вара паян районта политика репрессине пула инкек тÿснисем 53 çын. Асăннă уйрăмăн председателĕ Н.П. Клементьев çак таранччен тунă ĕçсем çинче чарăннă май çакна палăртрĕ. Çулсеренех районта политика репрессине пула инкек тÿснисен кунĕ умĕн çавра сĕтелсем йĕркелеççĕ. Кăçалтан пуçласа Ассоциацин районти уйрăмĕнче тăракансене юбилей ячĕпе саламласси те ырă йăлана кĕчĕ. Çавăн пекех вĕсене санатори-курорта ярса сывлăхне çирĕплетме майсем туса параççĕ. Кăçал кăна унта 3 çын кайса канчĕ, пĕлтĕрпе виçĕм çул – пĕрер çын.

– Патшалăх пире чăннипех те пулăшать. Çитес çулхи январь уйăхĕнчен пире паракан пенси виçи те хăпарать. Анчах çакна эпĕ çителĕксĕр тесе шутлатăп. Паян Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене патшалăх çурт-йĕр условийĕсене татса пама пулăшать. Ку тĕрĕс япала. Пирĕншĕн çакăн пек пулăшу ытлашши марччĕ. Аслă вăрçăра пирĕн çине нимĕçсем тапăнчĕç, пире вара, репрессин инкекне тÿснисене, хамăр çĕр-шыврах хамăр çынсемех нимсĕр тăратса хăварчĕç. Пирĕн атте Омск вăрманĕнчех вилчĕ. Хăйне валли шăтăкне те хăйнех чавтарнă ăна. Аннен ачисемпе ял тăрăх каймалла пулса тухнă. Хуйха пула ир çĕре кĕчĕ. Ытла та хăрушă, шутласан. Çавăнпа та эпир хамăра икĕ пенсине те илме тивĕçлĕ тесе шутлатăп. Тен пыра-киле пулĕ вăл. Патшалăха вара паян паракан пулăшусемшĕн те тав, – терĕ Çатракассинче пурăнакан В.А. Никитина хăйне санаторине янăшăн тав сăмахне каланă май.

Çатракассинче пурăнакан Т.Т. Донсковăн та çав хăрушă çулсем паян та асĕнчех:

– Пире ним çимеллисĕр, тăхăнмаллисĕр, выртса çывăрмалли вырăнсăр тăратса хăварнă. Ку çеç те мар, çурта та туртса илчĕç, – 4 çултах пурнăçăн тертне тÿснĕскерĕн паян та ыратать чĕри. – Эпир пурпĕрех çынна тухрăмăр. Çемьере мантан аслисем çав тери пулăшрĕç пĕр-пĕрне.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю.А. Ивановăн сăмахĕ вара залра ларакан кашни çыннăн чунне пырса тиврĕ:

– Ача чух курман ăшша, ун чух пĕлмен лăпкăлăха сирĕн халь курмалла пултăр. Мĕн кăна тÿссе ирттермерĕр, апла пулин те çынлăха, ырă кăмăла çухатмарăр. Тавах сире çакăншăн, – терĕ Юрий Александрович.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ пыра-киле политика репрессине пула инкек тÿснисене асăнса пуç таймалли вырăн тăвас шухăш пуррине те палăртрĕ. Вăл пуçтарăннисене районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Çавăнпа пĕрлех вăхăта сая ямасăр татса памалли ыйтусене те палăртрĕ. Репрессине пула инкек тÿснисене - район пурнăçĕнче активлă пулнисене хăйĕн ятĕнчен Тав çырăвĕсем пачĕ.

Конференцинче çавăн пекех Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Н.П. Петрова, «Раççейри пенсионерсен союзĕн» Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пирĕн районти уполномоченнăйĕ В.С. Краснов тухса калаçрĕç. Конференцинче тухса калаçакансен сĕнĕвĕсемпе репрессие пула инкек тÿснисен Чăваш Ассоциацине тухма йышăнса хăварчĕç.

Çавăн пекех конференцие асăннă Ассоциацин пирĕн районти уйрăмĕн правленине, председательне суйларĕç. Пуçтарăннисем председательне Николай Петровичах хăварчĕç. Н.П. Клементьевпа А.Ф. Федорова политика репрессине пула инкек тÿснисен Чăваш Ассоциацийĕн 3-мĕш съездне кайма делегата суйларĕç. Юлашкинчен Муркашри Культура çурчĕ çумĕнчи «Илем» ансамбль илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

Л.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика