08 декабря 2010 г.
Çакăн пек каларăшран пуçларăмăр эпир хамăр калаçăва Муркаш ентешĕпе тата Социализмла Ĕç Геройĕпе Евлалия Ивановна Васильевăпа. Тăван çĕр-шыв паттăрĕсен кунĕ ячĕпе хамăрăн мухтавлă ентеш пирки каласа пани эпир никама та манманни çинчен пĕлтерни пултăр. Çĕр-шыв хÿтĕлевĕнче, унăн экономика аталанăвĕнче палăрнă кашни ентеш валлиех район хаçачĕн страницисенче малашне те вырăн пулĕ.
– Евлалия Ивановна, эсир пирĕн ентеш пулни тата хăвăрăн ĕçри тăрăшулăхăрпа Социализмла Ĕç Геройĕн ятне тивĕçни пире савăнтарать, производствăра мал туртăмлăрах пулма хистет. Хăвăрăн кун-çула Муркаш тăрăхĕнчен пуçлани пирки каласа памăр-ши; – пулчĕ калаçăвăн ум сăмахĕ.
87 çулхи ентешĕмĕр Муркаш районĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата социаллă-экономика аталанăвĕпе кăсăкланни унăн патриотла туйăмĕ те пысăк пулнине çирĕплетсе пачĕ:
– Район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю. Ивановăн ĕçĕсем еплерех пыраççĕ, И. Тихонов агроном епле пурăнать, В. Вязов паян ăçта ĕçлет, П. Давыдов «Ударник» хуçалăха çавнашкалах ÿсĕмлĕ ертсе пырать-и, А. Анисимовăпа çыхăну тытатăр-и, О. Федорова сывлăхĕ мĕнле, К. Сретинские епле сыхласа хăвараймарăр, Юнкă тăрăхĕнче паян кам хуçа, районта çĕрсемпе туллин усă куратăр-и;
Хăйĕн пĕлĕшĕсене тав сăмахĕ калама хушса çак ыйтусемпе пĕрлех асаннен куçне вăй кĕчĕ, анчах вĕсенче хресчен пурнăçĕнчи татса паман ыйтусем çав-çавах канăçсăрлантарни сисĕнчĕ. Çапла, пур-ха паян та республикăра пурăнакан кашни хресчене хумхантаракан ыйтусем. Пурнăçне хресчен ĕçне халалланисен чунĕ вара çулсем иртнĕ май та ватăлмасть, ĕçтешĕсен ĕç тата пурнăçпа аталану опычĕпе пуянлансах пырать. Çавăнпа та Евлалия Ивановнăпа паллашма-пуплеме те мана пĕрремĕш минутсенченех кăмăллă пулчĕ.
1967 çулта Чăваш АССРĕн Героизмпа Ĕç Мухтавĕн кĕнекине кĕме тивĕç пулнă Чăваш АССРĕн тата РСФСРăн тава тивĕçлĕ агрономĕ çĕр ĕçне чунĕпе парăннипех Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденĕсене тивĕçнĕ. Ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Анчах çак ÿсĕм вăл пĕлĕтрен ÿкнĕ япала мар, ун патне çитмелли çул та такăр пулман. Анчах Муркаш хĕрĕ алă усман, йăлтах çĕнтернĕ, çĕнтернĕ те ырă ята тивĕçнĕ...
Евлалия Ивановна 1923 çулта Юнкă ялĕнче (ун чухне халĕ çак ялпа пĕрлешсе кайнă Ларкотта ялĕнче) учительсен çемйинче улттăмĕш ача çуралнă. Елизавета Петровнăпа Иван Васильевичăн 2 ачи пĕчĕклех вилнĕ пулсан та, нумай ачаллă çемьене пĕрре те çăмăл пулман. Çавăнпа та учительсем хатĕрлекен семинарисĕр пуçне 1917 çулхи революцичченех ашшĕ Хусанти тĕн семинарийĕнчен вĕренсе тухнă. Çапла вара ĕнерхи учитель ялта священник пулса тăнă.
Çĕнĕ пурнăç пуçлансан, Турра ĕненекенсене хăвалама тытăнсан, ĕнерхи учительсен çемйине те ялтан хăваласа кăларса яраççĕ. Калаçу çак вăхăт çине çитсен 87 çулхи кинемейĕн куçĕ шывланчĕ.
– Нумай çул ют хваттерсенче пурăнма тиврĕ. Пĕчĕк пÿлĕмсенче пурăннă чух аппапа пĕрле сĕтел айĕнче çывăрни, аттепе анне вара пире пур-пĕрех хутла вĕрентме тăрăшни, атте пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр Шупашкарти кирпĕч завочĕн бухгалтерийĕнче вăй хунине, эпĕ вара хама ятăн хваттере 40 çулта çеç вырнаçнине аса илме паян пĕрре те çăмăл мар, – куççульне шăлса илчĕ çурăм çине ăшă тутăр уртнă Евлалия Ивановна.
Ялта çуралса ÿснĕ хĕр шкул пĕтерсен ним шутласа тăмасăрах Шупашкарти ял хуçалăх институтне агронома вĕренме кĕрет. «Хресченсем хирте тырă вырнине пăхсан çĕрĕн çав лаптăкĕ çинченех ытларах тухăç илме май пурри, ял çыннисем йăлтах пĕлсе çитерейменни курăнатчĕ. Çĕр ĕçĕнчи вăрттăнлăхсене алла илесси ача чухнех çуралнă ĕмĕтчĕ», – терĕ ĕç ветеранĕ шкул хыççăн та пĕлÿ çулнех суйласа илнине палăртса.
Анчах аслă пĕлÿ илесси Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсемпе тÿр килсе тухать. Вунă класс пĕтернĕ яш-кĕрĕм çак куна паллă тума Атăл урлă кайсан, тепĕр кунне хулана таврăнсан, фашистла Германи вăрçă пуçарнине пĕлеççĕ. Пĕрле вĕреннĕ яш-кĕрĕм çийĕнчех фронта тухса каять те чылайăшĕ каялла таврăнаймасть. Студентсемшĕн те вăл çулсем пĕр тикĕс иртмен. Вĕсем лайăх вĕреннипе, çĕрле госпитальсенче хуралта тăнипе, больницăсемпе ача сачĕсем тата шкулсем валли Атăл урлă вутă хатĕрлеме çÿренипе Аслă Çĕнтерĕве туптанă. Евлалия Ивановна асĕнчен çав çулсенче лайăх вĕреннĕшĕн панă йывăç тĕплĕ ботинка асран каймасть. Парти райкомне кайсан хыçалти вырăнсене йышăнса çара урасене пукансем айне пытарни, ĕçленĕшĕн панă пăрçана минтер питне пуçтарса чăматанра упрани т. ыт. те – йăлтах хĕр пурнăçĕнче упранса юлнă ÿкерчĕксем.
Ял хуçалăх институтне ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Е. Васильева 4 çул СССР Госпланĕн Чăваш Республикинчи Уполномоченнăй аппаратĕнче агроном-контролер пулса ĕçлет. Кун хыççăн çĕр-шыв чĕннине çывăха илсе хăй ирĕкĕпе пирĕн ентеш Лапсарти вăрлăх хатĕрлекен ятарлă хуçалăха агроном пулса ĕçлеме каять.
Кунта 2 çул ĕçленĕ хыççăн хуçалăхсене пысăклатмалли тапхăр пуçлансан Евлалия Ивановнăна шăпа Елчĕк районĕнчи Ворошилов ячĕпе хисепленекен (кайран «Победа» хуçалăх) вăрлăх хатĕрлекен ятарлă хуçалăха илсе çитерет. Кунта ăна çĕр ĕçне ăста пĕлекен ĕçченпе В.В. Зайцевпа ĕçлеме тÿр килет. Колхоз вăл вăхăтра 20 кăтартупа тăтăшах Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх выставкинче палăрнă. Çуллен майлах 1-2-мĕш степеньлĕ дипломсем тата автомашинăсем преми илнĕ. Вăл çулсенче хуçалăх тырă-пулă, пахча çимĕç, кукуруза, çĕр улми, кантăр, тымар çимĕç туса илессипе ăнăçлă ĕçленĕ. Евлалия Ивановнăн хăйĕн ĕç опычĕпе пĕрре мар Ял хуçалăх наукисен академийĕнче, Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх ĕçченĕсен канашлăвĕнче, КПСС Тĕп комитетĕнче паллаштарма тивнĕ, ют çĕр-шыв делегацийĕсемпе тĕл пулнă. Çав çулсенче пирĕн ентеш 3 хутчен Н.С. Хрущевпа курса калаçнă. Çакнашкал кăтартуллă ĕçсемшĕн Е.И. Васильевăна 1960 çулта Социализмла Ĕç Геройĕ ятне параççĕ. 1963 çулта вĕсем мăшăрĕ вăхăтсăр уйрăлнă В. Зайцевпа çемье çавăраççĕ. Пурăна киле çичĕ ачаллă çемьене Вова хушăнать. Евлалия Ивановна кашниншĕнех амăшĕ пулнă, пурне те ура çине тăратассишĕн тимленĕ.
Пысăк чыса тивĕçнĕ ентеш Муркашра та пĕрре мар пулнă. Вăл «Знамя труда» колхоза 30 çул пĕр улшăнмасăр ертсе пынă, тăрăшуллă ĕçĕпе 1966 çулта Социализмла Ĕç Геройĕ ята тивĕçнĕ Евтихий Андреевич Андреевпа тĕл пулмасăр та вăхăт иртмен. Унтанпа нумай шыв юхнă пулсан та Евлалия Ивановна Евтихий Андреевича ырăпа кăна аса илет. «Хăй ĕçне чунĕпе парăннă чăн-чăн хресченччĕ вăл. Ял хуçалăхĕнчи кирек-хăш ыйтупа та тулли хурав парайратчĕ», – терĕ ун пирки.
Çĕр ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăракан специалиста пурăна киле ĕçлеме Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствине куçараççĕ.
– Манăн ĕç утăмĕсемпе производствăри ÿсĕмсем пĕччен ĕçленипе пулман. Çавăнпа та манăн хампа пĕрле пĕр вăхăтра ĕçленĕ, ял хуçалăх аталанăвне тÿпе хывнă пур специалиста та, хуçалăх ертÿçисене те, эпир пуçарнă ĕçсене пурнăçа кĕртнĕ пур ĕçченсене те чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Çын пурнăçĕ пĕтĕмпех çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Çавăнпа та пирĕн çĕр-аннемĕре чунтан юратмалла, унăн пулăхне ÿстерессишĕн пĕр çын пек ĕçлемелле. Çакă паян курăнсах каймасть-ха. Нумай çĕр çум курăкĕ айĕнче пушă выртать. Кăçалхи шăрăх çанталăк çĕр ĕç культурине пăхăнма кирлине тепĕр хут çирĕплетрĕ, манăçнă шăвармалли системăсене тавăрмаллине кун йĕркине кăларчĕ. Мĕншĕн-ха пĕрешкел условисенчех хăш-пĕр хуçалăхсем пысăк тухăç илме мехел çитерчĕç-ха; Шутламалли чылай. Çĕр çинче çĕр ĕçне юратса ĕçлемелле! Кунпа пĕрлех кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе те кая юлса пыма юрамасть. Хăй пурăнакан çĕр çинче чунне парса вăй хуракана шыраса тупасси – паянхи ертÿçĕсемпе специалистсен тĕп тивĕçĕ. Çапла манăн паянхи шухăшсем, – терĕ калаçăва вĕçлесе Муркашсене ырлăх-сывлăх сунса Социализмла Ĕç Геройĕ Евлалия Ивановна Васильева.
А. БЕЛОВ.