Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăххи – вакцина

08 декабря 2010 г.

Хĕллехи çанталăк ашшĕ-амăшĕнчен пысăк тимлĕх ыйтать. Ачасене шăнса пăсăласран, гриппа чирлесрен асăрхасах тăмалла. Пĕчĕккисен вара иммунитечĕ те аталанса çитеймен-ха. Ача сачĕсенче, шкулта, хăнара, уçăлма тухнă вăхăтра ача организмĕ çĕнĕрен те çĕнĕ бактерисемпе, вируссемпе тĕл пулать, вĕсене нумай чух çĕнтереймест те.

Гриппа çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те чирлеме пулать. Кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра вара ăна сарăлма пулăшакан хушма енсем нумай. Ачасем мĕнле чирсемпе аптăранине тишкерсен вĕсенчен 70 процентне яхăн респираторлă инфекци чирĕсем йышăнни паллă.

Грипа асăрхаттарассин чи лайăх мелĕ паянхи кун вакцинаци шутланать. Уйрăмах ача сачĕсене çÿрекенсене, шкулта вĕренекен ачасене, студентсене прививка тума сĕнеççĕ. Вĕсем хушшинче гриппа чирлесси, çак чир вăй илесси анлă сарăлнă. Çар çыннисен, йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен сфера ĕçченĕсен, медицина ĕçченĕсен те вакцинацие хутшăнмалла.

Вакцинаци – чире асăрхаттармалли вăйлă та витĕмлĕ мел. Вăл грипран кăна мар, шăнса пăсăлнин ытти чирĕсенчен те асăрхаттарать. Грипп вирусне ытларах ачасем сараççĕ. Апла вĕсене прививка туни аслисене те чирлесрен сыхлать. Прививкăна кашни çул тумалла. Хальхи эффективлă вакцинăсем çулсерен улшăнса пыраççĕ, вĕсем харăсах грипăн 3 тĕрлĕ вирусĕнчен сыхлаççĕ. Çавăнпа та прививка туни сентябрь – март уйăхĕсенче организма чирлесрен сыхлать. Хальхи вакцинăсенче чĕрĕ вирус çук, çавăнпах прививка тунă хыççăн çын чирлемест. Вакцинăсенче консервантсем те çук. Апла вĕсем организмшăн хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ.

Грипп йывăра кайма пултарнине те манмалла мар, уйрăмах шкул çулне çитмен ачасен (6 уйăхрисенчен малалла). Час-часах шăнса пăсăлакансен, 60 çултан иртнисен тата соматика чирĕсемпе аптăракансен те грипран сыхланмалла.

Ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен вăй хурса ĕçлени, тĕрĕс те лайăх апатланни, витаминсем тата иммунитета пĕр пек лайăх шайра тытса тăма пулăшакан препаратсем йышăнни, организма тĕреклетни тата ытти те чиртен сыхлать. Грипран сыхланас тесен унпа чирлеме пуçланă çынсемпе хутшăнмалла мар. Алăсене час-часах супăньпе çумалла. Сывă пурнăç йĕрки тытмалла. Вăл шутра – çителĕклĕ çывăрни те, тĕрĕс апатланни те, хусканусем тĕлĕшпе активлă пулни те. Хăвăрта чир паллисене сисрĕр пулсан урама тухма, ĕçе е вĕренме кайма тăхтаса тăрăр. Килте юлма тăрăшăр, çийĕнчех сипленме тытăнăр.

И. ВОЛКОВА,

ача-пăча неврологĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика