08 декабря 2010 г.
6-7 çулхи ачан тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе илнĕ укçа тата улталаса, вăрласа алла кĕнĕ укçа хушшинчи уйрăмлăх пысăккине лайăх пĕлмелле. Вăрласа тунă укçашăн ачасене те, аслисене те явап тыттарнине чухламалла. Ĕçлесе илнĕ укçапа тĕрĕс усă курсан нимрен хăрамасăр, пурнăçа тивĕçлĕн, лăпкăн пурăнса ирттересси пирки те ăнлану пулмалла.
Ачасем тата укçа. Çак ыйту ачасене воспитани парассинче пысăк вырăн йышăнать. Хăш вăхăтран пуçласа ачасене укçапа паллаштармалла-ха; Сăмахран, ача сачĕсенче эпир, воспитательсем, икĕ-виçĕ çулхи шăпăрлансене укçа мĕншĕн кирлине ăнлантарма тытăнатпăр. Паллах, вăйăсем урлă. Лавккара укçа парса теттесем, канфет туянма май пуррине кăтартса паратпăр. Ачасем çак вăйăсене интересленсе хутшăнаççĕ. Каярах вăйăсенче укçан пĕр-пĕр калăпăшĕпе мĕн туянма май пуррине шутлатпăр. Лавккаран апат-çимĕç туянса тĕрлĕ апат хатĕрлеме, строительство материалĕсем туянса çурт хăпартма май пуррине те ачасем вăйă урлă курса ăнланаççĕ.
Çапла вара ашшĕ-амăшĕн те ачана икĕ çул тултарнă хыççăн лавккана хăйсемпе пĕрле илсе тавар мĕнле туяннине кăтартмалла. Анчах та ачана лавкка мĕн иккенне, унта мĕн тума кайнине, апат-çимĕç е урăх япалана мĕнле тĕллевпе туяннине каламалла. Укçа мĕн чухлĕ тавар илме çитнине те ăнлантарма манмалла мар. Каярах вара, тăватă çулсенче ача ашшĕ-амăш пăхса тăнипе çемье валли канфет та туянма пултарать.
Укçана япала туянма кăна мар, ытти тĕллевпе те усă курнине пĕлмелле ачан. Акă пĕр-пĕр аттракционта эсир ачăра ярăнма ирĕк паратăр. Ярăннăшăн укçа тÿленине ача куртăр. Çак лару-тăрурах ачан суйлама пĕлессине те аталантармалла. Укçана вăл мĕнле тĕллевпе усă курасшăн: машинăпа ярăнса е карусельпе; Иккĕшĕн валли те укçа çитмест-çке-ха. Апла пулсан ашшĕ-амăшĕ укçана мĕнле ĕçлесе илни, укçа нихăçан та çăмăллăн килменни ачашăн ăнланмалла пултăр. Укçан виçи пурри те.
Ачасемпе укçа пирки калаçмалла мар тесе нумайăшĕ тĕрĕс мар шутлать. Ачасем хăйсен пурнăçĕнче малашне укçапа мĕнле усă курасси те ача чухнехи ăнлавсемпе тачă çыхăнса тăрать. Укçа ĕçлесе илменнисем ăна шутласа тăмасăрах пĕтереççĕ. Çăмăл укçа çăмăллăн пĕтет тесе ахаль каламан. Ĕçлесе илекенсем вара укçана пухма та пултараççĕ, унпа тĕрĕс усă кураççĕ.
Акă А. Макаренко педагог та укçана питĕ вăйлă воспитатель тесе палăртнă. Ку тĕрĕс. Укçа ачасенче тĕрĕслĕх, ырă кăмăл, çывăх çынсене пулăшассине, харпăр хăйне мĕнрен те пулин чарассине, укçапа тĕрĕс усă курассине аталантарма пулăшать.
О. ПЕТРОВА,
«Солнышко» ача сачĕн
воспитателĕ.