Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Арçын ĕçĕ çеç тесе шутламастăп»

08 декабря 2010 г.

Черетлĕ суйлав кампанийĕ кĕрлесе иртсе кайрĕ. Октябрь уйăхĕнче депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсене, депутатсен ял тăрăхĕсен Пухăвĕсен депутачĕсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене суйларăмăр. Çавна каласа хăварасшăн. Ял тăрăхĕсен 16 пуçлăхĕнчен 6-шне «çĕнĕ» çынсене суйланă. Вĕсенчен пĕри – Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Георгиевна НИКИФОРОВА. Çавăнпа та унпа тĕл пулнă май суйлавçăсен шанăçне епле тивĕçме пултарни, çĕнĕ ĕçри шухăш-ĕмĕтсем, малашлăх тĕллевĕсем пирки ыйтса тĕпчемесĕр пултараймарăм.

– Паллă ĕнтĕ, 7 ялтан тăракан ял тăрăхне ертсе пырассине çăмăл ĕçех тесе калаймăн. Пур чухне вăл арçыншăн та çăмăл çĕклемех мар. Куллен тенĕ пекех халăхпа, çынсемпе хутшăнма тивет. Эсир вара... Апла пулин те сире çынсем шанаççĕ, эсир хăвăрăн тивĕçе ыттисенчен ăнăçлăрах пурнăçлассине ĕненеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ эсир ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланма хăйсен кандидатурисене тăратнă 3 кандидат хушшинче чи нумай сасă пухма пултарнă.

– Малтанах арçын ĕçĕ пирки чарăнса тăрам. Маншăн арçын тата хĕрарăм ĕçне уйăрасси нихăçан та пулман. Эпĕ виçĕ ачаллă çемьере ÿснĕ, мансăр пуçне татах икĕ пичче пулнă. Эпир вĕсемпе нихăçан та ку ĕçе эс ту, теприне эпĕ тăватăп тесе уйăрман. Ку çапла пулмалла та. Патшалăха ертсе пыракансем хушшинче те хĕрарăмсем сахал мар. Ял тăрăхĕн территорийĕнчи хамăр ыйтусене те пĕр çын вăйĕпе кăна мар, пĕтĕм ял çыннисемпе, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупнипе, алла-аллăн пулнипе татса памалла тесе шутлатăп.

– Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать теççĕ те... Сирĕн шутпа унччен мĕн туса çитереймен тата мĕнле ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрмалла пек туйăнать;

– Мĕн каламалла-ха. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕн территорийĕнчи кашни ял патнех асфальт çулсем сарса çитернĕ, кашни ялтах газ пур, кивелсе çитнĕ пулин те, хурса хăварнă шыв пăрăхĕсем ĕçлеççĕ, каçхи вăхăтра урамсене хунарсемпе çутатассине йĕркеленĕ.

Ку вăл мĕн пурри. Халĕ вара мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалли пирки. Чи малтанах ялсенчи урамсене асфальтласси пирки çине тăма тивет. Çĕнĕ урамсене электрификацилессипе çине тăрса ĕçлетпĕр. 5 урам валли проектсене хатĕрленĕ. Сосновкăри Зорин урамĕнче ку енĕпе ĕçсем пуçăннă та ĕнтĕ. Кунта çут çанталăк газĕ кĕртес ĕçсем те çывăх вăхăтрах вĕçленмелле.

– Кăçалхи çула илес пулсан ялсенче шыв ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч тăчĕ. Ку енĕпе мĕн калама пултаратăр;

– Хальлĕхе ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă шыв башнисем Ильич яч. хис. хуçалăх балансĕ çинче. Вăрттăнлăх мар, башньăсен насусĕм юрăхсăра тухсан укçа-тенкĕне ял çыннисенчен пухма, шăтса кайнă пăрăхсене пĕрлехи вăйпа юсама тивет. Апла пулин те çывăх вăхăтрах ку енĕпе те улшăнусем пулмалла тесе шутлатăп. Акă Юрпаш тата Уйкас Янасал ялĕсенче пурăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе проектсене хатĕрленĕ ĕнтĕ.

– Светлана Георгиевна, шывпах çыхăннă тепĕр ыйту вăл – ялсенче çăлсем чавасси, пĕвесене йĕркеллĕ пăхса тăрасси. Çакă пушар хăрушсăрлăхĕпе те çыхăнман мар.

– Май килнĕ таран пĕвесене тасатнă темелле. Сосновкăра пĕве çĕнĕрен чавнă. Çăлсем чавас ĕçсене те планлатпăр. Пушар хăрушсăрлăхĕ пирки калас пулсан çавна палăртмалла. Вырăнти Ильич яч. хис. хуçалăхăн пушар машини çук. Унччен пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе «Ударник» хуçалăхпа килĕшÿ тунăччĕ. Халĕ шыв уçламалли помпа туянас тетпĕр.

– Пĕр калаçурах пур ыйту пирки те сăмах пуçарма май çук. Çапах та хăвăр патра йăла каяшне çĕнĕ полигона илсе тухассине епле йĕркелени пирки те пĕлес килет.

– Ивановкăри ятарлă полигон кăçал ĕçлеме тытăнчĕ кăна. Унта каяш турттарса тухассине йĕркелессипе килĕшÿ тăвассипе ĕçлетпĕр. Анчах та çакă пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăннă. Акă çитес çул валли çак ĕçсене туса пыма пĕтĕмпе те 30 пин тенкĕ пăхса хунă. Ял тăрăхĕн бюджетне вара пуян тееймĕн. Тăкакламалли укçа-тенкĕ 2011 çул валли 2057 пин тенкĕпе кăна танлашать. Апла пулсан ял тăрăхĕн бюджечĕпе кăна ку тăкаксене саплаштарма май килменни паллă. Танлаштарма: пирĕн патран ятарлă автомашинăпа полигона пĕр рейс тума кăна 10 пин тенкĕрен кая лармасть. Çавăнпа та çакна валли ял çыннисенчен те укçа пухассине йĕркелеме тивесси паллă. Çав вăхăтрах ăçта килчĕ унта çÿп-çап тăкас йăлана та пăрахăçлас пулать. Айăплисенчен çирĕпрех ыйтма тивĕ. Хамăр тавралăх тирпейлĕхĕ вăл – пирĕн сăн-сăпат.

– Светлана Георгиевна, юлашкинчен мĕн калас кăмăлăр пур;

– Малтанах хамăн суйлавçăсене мана шаннăшăн тав сăмахĕ каланă пулăттăм. Татса памалли ыйтусем чăннипех те пĕчĕк мар. Вĕсем – пĕрлехи ыйтусем. Апла пулсан пĕрлехи вăйпа вĕсене епле пулсан та парăнтарăпăрах.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика