Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун вăл пуриншĕн те пĕрре

04 декабря 2010 г.

Паянхи кăларăма район прокурорĕн çумĕ, юстици советникĕ Юрий Мефодьевич СЕМЕНОВ ертсе пырать.

Тĕллевлĕ усă курман

Юлашки çулсенче Раççей Федерацийĕ килти хушма хуçалăха аталантарассипе те пысăк ĕç туса ирттерет. Çичĕ çул каялла «Килти хушма хуçалăх çинчен» федераллă саккун ĕçлеме пуçлани те çавнах çирĕплетет. Банксем килти хушма хуçалăха аталантарма пĕчĕк процентлă кредитсем пани те çак ĕçе анлăрах çул пама пулăшрĕ теес килет. Анчах пĕлес килет, кредитсем илнĕ çĕрте пурте саккуна пăхăнаççĕ-и;

А. ХАРИТОНОВ.

Вулавçă ыйтăвĕ çине тÿрех çапла хурав парас килет: район прокуратури çынсемпе влаç органĕсем çак ĕçре саккуна пăхăнассине контроллесех тăрать. А. Харитонов ыйтнă пек кунта ултав çулĕ çине тăрса патшалăх органĕсене пăрпа лартса ярас текенсем те тупăнаççĕ. Паян пĕр тĕслĕхпе кăна паллаштаратăп-ха.

2007 çулхи нарăс уйăхĕнче Хопкĕпер ялĕнче пурăнакан П. Федоров «АПКна аталантарасси» приоритетлă наци проекчĕпе усă курса килте «выльăх-чĕрлĕх сарайĕ тума тата пĕчĕк габаритлă техника туянма» «Россельхозбанк» уçă акционерлă обществăран 300 пин тенкĕ çăмăллатнă кредит илет. Анчах «çĕнĕ хуçа» çак укçа-тенкĕпе урăх тĕллевпе усă курнă. Çав вăхăтрах вăл банка кредитпа тĕллевлĕ усă курни пирки суя документсем тăратнă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн килти хушма хуçалăха патшалăх пулăшăвĕпе аталантарма шутланă арçын асăннă тапхăрта арматура, оцинковка тимĕр шăвăç, керамзитпа бетон блокĕсем, цемент, гравмасса, вак чул, пăтасемпе пралуксем тата рубероидпа швеллер, хăмасем, бруссем, пура, кантăкпа фанера, сетка-рабица, пăрăхсем туяннă тесе суя чексем тăратнă.

Çÿлерех илсе кăтартнă майпа П. Федоров 2007 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçăнса 2010 çулхи кăрлач уйăхĕччен асăннă программăпа патшалăх процент ставкисене саплаштарнине шута илсе Раççей Федерацийĕн бюджетне 67632 тенкĕлĕх «çÿхетнĕ». Вăл шутран федераллă бюджета – 64250 тенкĕ, Чăваш Республикин бюджетне – 3382 тенкĕ.

Кирек епле йĕркесĕрлĕх те вăхăт иртнĕ май çиеле тухатех. Ку хутĕнче те лару-тăру çапла çаврăнса килнĕ. Асăннă «тăрăшулăх» пирки уголовнăй ĕç пуçартăмăр.

П. Федоров пурăннă тата ĕç вырăнĕсенче хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Çакна тата вăл хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннине, çемьере çул çитмен ача пуррине шута илсе суд ăна 3500 тенкĕ административлă майпа айăпласах воспитани пама май пуррине шута илчĕ.

Т. Салдыркина миравай судья Раççей Федерацийĕн Уголовлă-процессуаллă Кодексĕн 316,303, 304, 307-310, 250 статйисемпе килĕшÿллĕн Павел Михайлович Федорова Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 159-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче пăхнă преступление тунă тесе йышăнчĕ. Çапла вара суд прокурор ыйтнине тивĕçтерсе П. Федорова кÿнĕ тăкака патшалăха тавăрса пама приговор кăларчĕ.

Кунашкал тĕслĕхсем пирĕн практикăра хальлĕхе тĕл пулаççĕ-ха, анчах вĕсен хуçисен кашни суя ĕçшĕнех саккун умĕнче ответ тытма тивесси çинчен манас марччĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе саккунлă усă курни çеç икĕ еншĕн те усăллă пулăм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика