Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕпе усă курмалла

04 декабря 2010 г.

Чăваш Республикин «О республиканском бюджете Чувашской Республики на 2009 год и на плановый период 2010 и 2011 годов» Саккунĕпе килĕшÿллĕн агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансене, вăл шутра уйрăм хушма хуçалăхра тăрăшакансене те, патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу уйăрать, вĕсем тĕлĕшпе тĕрлĕ пилотлă программăсем йĕркелет.

Акă уйрăм хушма хуçалăхра ĕрчетме ăратлă мăйракаллă шултра çамрăк выльăх туянма, хуçалăхри ĕнесене ăратлă вăкăр вăрлăхĕпе пĕтĕлентерме, оригинал, элитăллă тата ытти хăш-пĕр тĕрлĕ вăрлăхсем туянма патшалăх ятарлă субсиди уйăрать. Çак çăмăллăхсемпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе эпĕ Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп эксперт специалистне О. МАКАРОВĂНА хаçат редакцине калаçăва чĕнтĕм.

– Ольга Витальевна, хушма хуçалăхра пысăкрах тупăш илес, çавна май харпăр хăй ĕнине ăратлипе ылмаштарас шухăшлисен мĕн тумалла-ха;

– Паллă ĕнтĕ, ăратлă выльăхран çеç пысăк тупăш илме пулать. Çĕнĕ ăратлă выльăхсемпе ĕçленин усси те пысăкрах. Ял çыннин ытларах пайĕн тупăш çăл куçĕ вара выльăх-чĕрлĕхре. Акă сĕт хакĕ те ÿссех пырать. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ăратне çĕнетес текенсен хамăр районти «Ударник», «Свобода», «Оринино» тата Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхсене каймалла. Ку хуçалăхсенчен ăратлă çамрăк выльăх туянма пулать.

– Ăратлă выльăх туянса тăкакланă укçа-тенкĕне патшалăх шучĕпе мĕнле майпа саплаштарма пулать-ха тата ăна валли мĕнле документсем хатĕрлемелле;

– Çÿлерех асăннă хуçалăхсенчен ăратлă выльăх туяннине çирĕплетекен документ пулмалла. Ăна туянакансене çав хуçалăхсенче парĕç. Субсидие вара пĕр килограмм чĕрĕ виçешĕн 50 тенкĕ тÿлеççĕ. Кредит учрежденийĕнче хăвăр ятпа счет уçмалла.

– Уйрăм хушма хуçалăхри ĕнесене ăратлă вăкăр вăрлăхĕпе пĕтĕлентернĕшĕн субсиди илес йĕрке тата мĕнлерех;

– Ку енĕпе субсидие тивĕçес тесен ятарласа палăртнă Юнкă, Муркаш, Ильинка тата Çатракасси ветеринари участокĕсенче ĕнесене ăратлă вăкăр вăрлăхĕпе пĕтĕлентерме май пур. Субсиди илес шута ытти хуçалăхсенче пĕтĕлентернисем кĕмеççĕ. Çапла вара вăрлăх хакĕн 70 процентне субсидилеççĕ. Е çакă 140 тенкĕпе танлашать. Ăна валли çакăн пек документсем хатĕрлемелле: субсиди илме ыйтса тата банк учрежденийĕнче уçнă счет номерне кăтартса çырнă заявлени, ветеринари участокĕнчен илнĕ справка ("1-вет-фин).

– Ял хуçалăх культурисен пахалăхлă вăрлăхне ăçта туянмалла тата хăш культурăсене субсидилеççĕ;

– Оригиналлă, элитăллă, пĕрремĕш шайри гибридлă, пĕрремĕш тата иккĕмĕш репродукциллĕ вăрлăхсемшĕн патшалăх субсиди уйăрать. Патшалăх тĕш тырă вăрлăхĕсене кăна мар, çĕр улми тата нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене те субсидилет. Пысăк пахалăхлă вăрлăхсене районти «Ударник», «Герой», Ильич ячĕпе хисепленекен тата В.В. Бархаткин фермер хуçалăхĕсенче туянма пулать. Çавăн пекех вăрлăх енĕпе ятарлă лицензи илнĕ ытти хуçалăхсенче те туянма ирĕк пур. Çÿлерех асăннă ятарлă хуçалăхсене пурне те Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ.

– Вăрлăхсемшĕн субсиди илес пулсан çĕр докуменчĕсем кирлĕ-и;

– Çапла, сирĕн алăра хăвăр çĕр лаптăкне регистрациленĕ документ е çĕр акчĕ пулмаллах.

– Ку тĕлĕшри субсидие тивĕçес тесен мĕнле документсем хатĕрлемелле;

– Акма туяннă вăрлăхсемшĕн субсиди илес пулсан килĕшÿ хучĕ, счет-фактура, накладной, квитанци хатĕрлемелле.

– Субсидие тивĕçес текенсен хатĕр документсене ăçта тăратмалла-ха;

– Документсене район администрацийĕн çуртĕнчи 204 пÿлĕме, Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ патне тăратмалла.

– Субсидие хăш шайри бюджетсенчен саплаштараççĕ;

– Ку тĕлĕшри укçа-тенкĕн саплаштарăвне федераллă тата республика бюджечĕсенчен уйăраççĕ.

– Хушма хуçалăхра тăрăшакансемшĕн, çапла майпа тупăша ÿстерес шухăшлисемшĕн патшалăх пысăк пулăшу уйăрни, паллах, питĕ вырăнлă, енчен те унпа тĕрĕс усă курас пулсан. Анчах та субсиди укçи-тенкипе е туяннă вăрлăхпа тата выльăх-чĕрлĕхпе тепĕр майлă услам тăвакансем те пулма пултараççĕ пулĕ;

– Ку ĕçе эпир тата çак енĕпе яваплă ытти ĕçченсем çирĕп контроллесе тăратпăр. Çавăнпа та документсене тĕрĕс хатĕрлемелле. Енчен те ку тĕлĕшпе ултав-суя çиеле тухрĕ пулсан сирĕн çак укçана каялла тавăрса памалла пулать. Харпăр хăй ирĕкĕпе тавăрса памасан суд приставĕсем шыраса иле-ççĕ. Çавăнпа та пулăшупа тĕрĕс усă курмалла.

Р. ИЛЛАРИОНОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика