Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăпка юрри юрлама вăхăт пулман...

01 декабря 2010 г.

Çатракасси ял тăрăхне кĕрекен Çĕньял Хуракассинче пурăнакан 74 çулпа пыракан Валя кинемей юр çунине пăхмасăрах урама тухрĕ. Инçетре мар вырнаçнă тăван килте пурăнакан Лидия аппăшĕпе тата ун патĕнче тĕпленнĕ аслă ывăлĕн çемйипе тĕл пулса калаçмасăр Валентина Димитриевнăн чунĕ чăтмасть çав. Юрĕ вара çурĕ те çурĕ...

– Ку юр ирĕлсе кайĕ-ха, – хăй тĕллĕн калаçса илчĕ асанне ĕçпе кушăрханă аллисемпе тÿперен вĕçсе анакан юр пĕрчисене тытса.

Нихăçан та ĕçрен пăрăнман тата хăшĕсем пек çăмăл ĕçшĕн хыпкаланса çÿремен çав вăл. Пĕтĕм пурнăçне ял хуçалăхне халалланă, хăй вăй-халне çеç шаннă. «Свобода» хуçалăхра механизаторта ĕç ĕмĕрне ирттернĕ мăшăрĕпе (Николай Леонтьевич вăхăтсăр çĕре кĕчĕ) туслăн çавăрнă кил-çуртра икĕ ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ хĕрарăм паян пĕчченех пурăнать. Кил картишне тухсан ĕне пурри, чăх-чĕпсемпе кăвакалсем сас пани, пÿртре апат çиме ларсан вара Лиска кушак çума ларса ачашланни ватă хĕрарăмăн паянхи пурнăçĕн уйрăлми енĕсем. Хушăран ачисемпе мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем килсе пÿрт ăш-чиккине тултарни вара – кинемейĕн чи пысăк телейĕ!

ĔÇ МАЛТА ТĂНĂ

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çуралнă çĕршер-пиншер ача пекех Лидипе Валя та ашшĕ хÿттине курсах ÿсеймен çав. Димитрий Андреевич Андреев колхоз тимĕрçи пулнăран тата хăйĕн ĕçне юратнăран кĕçĕн хĕрне – Вальăна – хут çине Кузнецова хушаматпа çыртарать. Лидин вара – Димитриева (шкулта Андреева, колхозра Кузнецова пулнă). Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан Çĕньял Хуракассинчи «Пионер» колхозăн тимĕрçи малтанхисемпе пĕрлех фронта тухса каять. Таврăнаймасть унтан вăл, вăрçă çулăмĕнче хыпарсăр çухалать.

– Атте çырнă çырусене анне чĕрçи çине лартса хăйă çутипе йăмăкпа иксĕмĕре куççуль витĕр час-часах вуласа пани паян та куç умĕнче. Атте çырусен кĕтессисене ялан икĕ ача ÿкеретчĕ те «сире тытса ыталăттăмччĕ» тесе çыратчĕ. Çак сăмахсемпе çав ÿкерчĕксем паян та куç умĕнчен каймаççĕ. Анчах, питĕ шел, пурнăç çавăрмакĕнче вĕсем упранса юлаймарĕç, – тет ĕçре сывлăх пирки шутламасăр тимлесе çамрăклах 1-мĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнă Лидия кинемей.

Вĕсен шкулта вĕренме те вăхăчĕ пулман. Лидия 4 çул вĕреннĕ те пурнăçне пĕтĕмпех çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Унран 2 çул кĕçĕнрех Валя та 4 класс хыççăн шкула кайман...

– Ĕçлемесĕр хырăм тутă пулаймасть, пÿрт те ăшăнмасть. Çапла вара вăрмантан михĕпе вутă йăтаттăмăр, аннене ĕнепе сурăхсем, чăх-чĕппе хур-кăвакал пăхма пулăшаттăмăр. Анне пĕчĕк витрепе аппапа иксĕмĕре черетпе Муркаш пасарне çăмарта сутма яни, укçине пĕр пус юлмиччен налуксем тÿлеме аннене пани нихăçан та асран каяс çук. Пĕррехинче налук вăхăтра тÿлеменнипе агентсем эпир хирте чух килтен сурăх çавăтса тухса кайма тăнă. Кÿршĕсем пĕлтернипе, тăвансем пулăшнипе сурăха та сыхласа хăвартăмăр, налукне те парăма кĕрсе тÿлесе татрăмăр, – куççульне шăлса аса илчĕ Валентина Димитриевна.

Ĕç е вĕренÿ; Çак суйлавра 7 класс пĕтернĕ хĕрĕн пĕрремĕшĕ тĕп вырăна тухать. Çапла вара Валя уй-хир бригадинче тăрăшма пуçлать. Кĕçех ял хыçĕнчи сурăх ферминче ĕç вырăнĕ тупăннипе хĕр унта вырнаçать, 6 çул кунта вăй хурать.

ÇЕМЬЕ

– Çемье епле тата хăçан çавăртăр-ха; – тесе ыйтсан Валя кинемей хуравĕ ансат пулчĕ.

– Хамран 2 çул кĕçĕнрех пулнă мăшăрăм мана 1-мĕш класа кайнă чухнех куç хывни пирки калатчĕ. Хăйсем чухăн пулнине тата эпĕ аслине кура вăл ÿссе каччă пуличченех кун пирки сăмах тапратма шикленнĕ иккен. Вăт çапла вăл пурнăç. Эпĕ сурăх ферминче вăй хунă чух Коля колхоз тракторĕпе ĕçлетчĕ. 1963 çул пуçламăшĕнче хамăр килĕшÿпе çемье çавăртăмăр. Пĕчĕк тăм пÿрте качча килтĕм те тÿрех малашлăх планĕсем йĕркелеме тытăнтăмăр. Хамăр ĕçленĕ укçа-тенкĕпех пура туянтăмăр, Йăлăма кайса иксĕмĕрех алă пăчăкипе 20 кубла метр хăмалăх йывăç касрăмăр. Мăшăр тракторпа ĕçленĕрен хăма çуртарма хĕрарăм пуççăн хам кайрăм. Тĕллевлĕ ĕçлесе 3 çултан хамăра ятăн пÿрт лартрăмăр. Унчченхи тăм пÿртрен вара, паянхи пек астăватăп, пĕрре кăмака хутмалăх вутă тухрĕ, – пулчĕ тертне-нушине пайтах курма тивнĕ пулсан та çынлăха çухатман хĕрарăмăн хуравĕ.

«Свобода» хуçалăхра уй-хир бригадинче ĕçлесех «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ В. Васильева паян та ывăлĕсемпе хĕрĕн, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсен пурнăçĕпе интересленсех тăрать, вăй çитнĕ чухлĕ пулăшма тăрăшать.

СИВВЕ-ĂШША ТИРКЕМЕН

Авăн уйăхĕнче 75 çул тултарнă Лидия кинемейĕн пурнăçне те пыл та çу тесе хаклаймăн.

– Шкултан таврăнсан пĕчĕкскерсем аннене пулăшмалла йĕтем çине кĕлте йăтма чупаттăмăр. Ăшша пиçсен сивĕ шыв ĕçеттĕмĕр. Ывăнса çитсен çĕр çине выртсах çывăраттăмăр – сывлăх пирки шутлама вăхăт пулман. Çапла вара 10 çултах урасăр пулса лартăм. Анчах çулсем иртнĕ май чир пур тесе сивве-ăшша тиркесе халăхпа тăрса ĕçлессинчен юлман. Ыттисемпе танах тырă выраттăм, кантăр хутса урасем йĕп-йĕпе пуличчен ăна шывран кăларса типĕтнĕ çĕрте ĕçлеттĕм, – аса илÿ çăмхине салтрĕ кинемей.

– Ун чух диван çине выртасси пирки ĕмĕтленмен те. Краççын лампа çутипе пир тĕртеттĕмĕр, алса-чăлха çыхаттăмăр. Пÿртрех пăрусемпе путексем хĕл каçатчĕç. Тимĕр кăмакине те асăрханса çавăнтах хутаттăмăр. Тĕлĕк пек пулсан та – çаплах пулнă çав. Паян вара час-часах 2 çемье пĕр килте пурăнаймастпăр, – иртнине паянхипе танлаштарма тăрăшать калаçăва хутшăнса Валя кинемей. – Ачасем пăхса ларма тÿр килмен пире. Вĕсене минтерсем хушшине лартса хăвараттăмăр та колхоз ĕçне васкаттăмăр. Пирĕнпе вăл вăхăтра колхозра грузчикре вăй хунă амăшĕсем паян хамăр ялта Анна Якимова, Зоя Николаева, Нина Ксенофонтова пурăнаççĕ. Сывлăх пултăрччĕ вĕсене малалли çулсенче.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăнхи вăхăтра та çынсене епле йывăр пулнине Лидия Димитриевнăн çак сăмахĕсем çирĕплетеççĕ:

– Пĕррехинче анне ыйтнипе колхозра 3 килограмм ыраш çырса пачĕç те ăна авăртма армана кайрăм. Çынсем армана урапапа пыраççĕ, эпĕ – пĕчĕк хутаçпа. Малтанхи пек йывăрлăхсем иртнишĕн тавах Тура! Эпир тÿснĕ йывăрлăхсемшĕн çамрăксем телейлĕрех пурăнма тивĕç.

Аслисен шанчăкне тÿрре кăларасси вара пирĕн шăпа тесе аннесемпе сыв пуллашрăм.

А. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика