Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте çĕнтерÿçĕсен ретĕнче

01 декабря 2010 г.

Çамрăксене спортпа туслаштарни аслă ăрури çынсем малашлăха пăхниех пулать. Çакна Муркашри физкультурăпа спорт комплексĕнчи бокс секцийĕнче спорт ăсталăхне туптакан çамрăксемпе вĕсен тренерĕсем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Куллен майлах тренировкăсем тата час-час иртекен ăмăртусем – пуçланă ĕçсен ÿсĕмĕсем. Чÿк уйăхĕн 19–21-мĕшĕсенче Чул хула облаçĕнчи Кстово хулинче боксра спорт ăсталăхне илме пуçланă çамрăксен облаç кубокĕшĕн уçă турнир иртрĕ. Унта пирĕн районти С. Черкашин аслă тренерпа «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕн бокс инструкторĕ М. Николаев ертсе пыракан бокс секцине çÿрекен тĕрлĕ ялсенчи 6 çамрăк хутшăнчĕ. Ăнăçлă ăмăртса Муркаш ен ятне спорт фронтĕнче тепĕр картлашка çÿлелле çĕклерĕç.

– Ял ачисем çавнашкал ÿсĕмсем тунинчен тĕлĕ-нетпĕр тата вĕсемшĕн савăнатпăр. Кунпа пĕрлех вĕсен спортри çулĕ вăрăм пуласса шанатпăр, – терĕ ачасен черетлĕ тренировки вăхăтĕнче «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Куликов.

Çамрăксене вĕсем суйласа илнĕ çул çинче ăсталăх туптама пулăшакансен вара хăйсен вĕренекенĕсем тăвакан кăтартусемпе савăнма сăлтавĕ пур.

Асăннă ăмăртăва хутшăннă 6 арçын ачаран Н. Скворцовпа (60 кг) Д. Ржанов (38 кг) 2-мĕш вырăнсене тивĕçнисĕр пуçне ыттисем – Н. Пигасов (28 кг), И. Налимов (30 кг), Д. Грачев (32 кг), С. Кожевников (48 кг) – пĕрремĕш вырăнсене тухрĕç. Стас Кожевникова 1995–1996 çулсенче çуралнисем хушшинче чи маттур боксер тесе йышăнни те Муркашри бокс шкулĕ аталану çулĕпе пынине çирĕплетет.

Чи нумай призер хатĕрленĕшĕн пирĕн командăн аслă тренерĕ С. Черкашин ăмăрту йĕркелÿçисен Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Пирĕн районăн пĕрлештернĕ команди чÿк уйăхĕн 25–26-мĕшĕсенче Çармăс Республикин турнирне хутшăннă. Атăлçи тăрăхĕнчи тĕрлĕ хуласенчен пынă 150 боксер хушшинче Чăваш Ен ятне хÿтĕленĕ пирĕн командăра 8 боксер пулнă. Пĕрлештернĕ команда тенĕрен. Юлашки çулсенче бокс кĕрешĕвне Муркашри, Калайкассинчи, Чуманкассинчи, Орининти вăтам шкулсенче пĕлÿ пухакансем активлă хутшăнаççĕ. Ку хутĕнче те ăмăтруран О. Сютруковпа С. Черкашин (кĕçĕнни) тренерсем ертсе пынă пирĕн команда çитĕнÿсемпе таврăнчĕ. Хастар кĕрешÿре Д. Грачев (Калайкасси шкулĕ), И. Налимов (Муркаш), Р. Николаев (Калайкасси), Д. Ржанов (Чуманкасси) 1-мĕш вырăнсем, С. Пугачев (Муркаш), А. Кожевников (Оринин), Г. Балканов (Калайкасси) 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика