01 декабря 2010 г.
Ĕнер, чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче, «Сывлăх» ФСК-ра Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă анлă пуху пулса иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А.Иванов пухăннисене район ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, тивĕçлисене Тав çырăвĕ парса чысларĕ.
Çавăн пекех инвалидсене паракан çăмăллăхсем пирки анлă калаçу пулса иртрĕ. Вĕсем пирки РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Е.М. Александрова, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н.П. Петрова тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов тухса калаçрĕ.
Кунтах ал ĕç конкурсне йĕркеленĕ, спорт вăййисенче те питĕ маттур пулчĕç пухăннисем.
Çак кун пур çĕрте те инвалидсене халалласа йĕркеленĕ мероприятисем, калаçусем пулса иртеççĕ. Çакă вара инвалидсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Паянхи куна пирĕн районта 2355 инвалид пурăнать, вăл шутра пĕрремĕш ушкăнрисем – 429, иккĕмĕш ушкăнра вара 883 çын шутланать, виççĕмĕш ушкăнра – 909 инвалид, инвалид ачасем 134-ăн. Тинкеререх пăхсан вара вĕсен хисепĕ пĕчĕкех те мар, шăписем кашнин хăйне май. Эпĕ Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин вырăнти организацийĕн ертÿçи пулнă май чылайăшĕ патне çитсе куртăм, хăшĕсен вара шăписем чăн та питĕ йывăр. Тĕрлĕ синкерлĕхе пула ал-урасăр юлнисем, ачасем тĕрлĕ чире кайса шкула каяйманнисем те пур.
Пирĕн общество членĕсем питĕ активлă çынсем, пурнăçа тăватă стена хушшинче кичеммĕн ирттермеççĕ. Вĕсем район тата ун тулашĕнчи тĕрлĕ мероприятисене тăтăшах хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Акă республика шайĕнчи «Инвалид çемйи – наци пуянлăхĕ» социаллă программăна хутшăнса Пушкаревсен çемйи малтисен ретне тухрĕ. Çавăн пекех спортăн тĕрлĕ енĕпе туслă пирĕн çынсем, тăтăшах малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ, хăйсене тĕрлĕ енлĕ аталантарса пыраççĕ.
Эпир хамăр туслă коллективпа тĕрлĕ вырăнсене экскурсие çитсе курма майсем тупатпăр. Чăвашăн мухтавлă ывăлĕ А.Г.Николаев çуралса ÿснĕ тăрăхра пулса куртăмăр. Çулла вара эпир Каршлăх тăрăхне те çитсе килтĕмĕр. Унти мăнастирте тата интернатра пулса куртăмăр. Тĕрĕссипе вара эпир сывлăх хавшаккине пăхмасăрах чылай ĕçе хутшăнатпăр, алă усса лармастпăр. Пирĕн район организацийĕн опычĕпе ытти районсенчи организацисем те паллашаççĕ. Акă пулă тытас ăмăртăва та ирттерсе пăхрăмăр, çакă пирĕн ĕçри çĕнĕлĕх пулчĕ.
Пире кулленхи ĕçре вара район администрацийĕн, социаллă хÿтлĕх пайĕн, Раççейри Пенси фончĕн ĕçченĕсем пулăшса пыраççĕ. Пирĕн обществăлла организаци тĕл пулусем тăвать, ял тăрăхĕсенчи пуçламăш организацисен ертÿçисене пухса тĕрлĕ калаçу ирттерет. Калаçмалли, сÿтсе явмалли питĕ нумай пирĕн. Тĕл пулусене районти яваплă ĕçченсене чĕнетпĕр. Вĕсем пире тĕрлĕ çăмăллăхсем, саккунсем пирки ăнлантарса параççĕ. Хăш чухне вара пирĕнпе ăшшăн калаçни те чĕре сиплĕхĕ пекех туйăнать. Çапла вара мероприятие укçа-тен-кĕсĕр те ирттерме çук. Кун пек чухне Муркаш райповĕн, Муркашри сĕт-çу завочĕн, Муркашри коммуналлă хуçалăхăн, «Росгосстрах» Чăваш Республикинчи филиалĕн Муркашри страхлакан пайĕн, Муркашри пасар тата «Визит» суту-илÿ лавккин ертÿçисем пире ăнланаççĕ тата пулăшса пыраççĕ. Çавăнпа та манăн вĕсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Çавăн пекех Александр Нестерович Кузнецова та ырăпа асăнатăп. Ĕçĕрсем сирĕн яланах ăнса пыччăр.
Эпĕ вара сăмахăма вĕçленĕ май сире пурне те çирĕп сывлăх сунатăп. Сывлăх пирĕн чи хаклă тупра вĕт.
А. НИКОЛАЕВА,
пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин вырăнти организацийĕн ертÿçи.