Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ишеми чирĕ асăрханма ыйтать

01 декабря 2010 г.

«Сывлăх пулсан ытти пулать», – тетпĕр-ха та, анчах пурнăçра час-часах сăмахпа ĕç пĕр килменни сывлăх хавшани патне илсе çитерет. Тĕнчере çулсеренех чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе 17 миллиона яхăн çын пурнăçран уйрăлать. Çакăн чухлĕ çын сывă пурăннă тата ĕçленĕ пулсан çĕр-шыв экономики татах мĕн чухлĕ хăватлăрах пулнă пулĕччĕ. Кăна эпир çапла шутлатпăр, анчах Раççейре кашни çул чĕре чирĕпе аптăракан 19-20 миллион çынна больницăра ятарлă шута илеççĕ. Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем хушшинче чи анлă сарăлни вăл – чĕрен ишеми чирĕ. Пирĕн паянхи тĕпелти калаçу шăпах çавăн пирки.

Чĕрен ишеми чирĕ, стенокарди аталаннă тапхăрта чĕре артерийĕн стенкисене чейникри «накипь» евĕр атеросклероз бляшкисем лараççĕ. Çавна май чĕрен юн тымарĕсем пĕрĕннĕрен чĕре мускулĕсем юнсăрланнипе чĕре тĕпĕнче тата кăкăр шăмми айĕнче хытă ыратма пуçлать. Пирус туртакансен, самăр çынсен, сахăр диабечĕпе аптăракансен, юнра холестерин шайĕ пысăк виçеллисен, юн пусăмĕ пысăккисен, сахал хускалакансен чĕрен ишеми чирĕпе чирлес хăрушлăх уйрăмах пысăк.

Çыннăн чĕре ыратнине туйсанах ĕçлеме, пирус туртма пăрахмалла. Хăвăртрах ларса канмалла, лăпкăн сывлама тăрăшмалла. 3-5 минут иртсен те ыратни лăпланмасан чĕлхе айне нитроглицерин е нитросорбит хумалла. Чĕре тĕлĕнче ыратни 20-30 минута тăсăлсан хăвăртрах тухтăра чĕнмелле, мĕншĕн тесен миокард инфаркчĕ пуçланма пултарать.

Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе чирлес мар тесен тăтăшах хул-çурăм хусканăвĕсем тумалла, пирус туртма пăрахмалла, тĕрĕс апатланассине кун йĕркине кĕртмелле. Çул çÿренĕ чух е ытти çĕрте лайăх кăмăлпа çÿремелле. Талăкра 8-10 сехет çывăрмалла.

Апатланни те пĕлтерĕшлĕ. Яланах çуллă, пăрăçлă, тăварлă апат çини самăртнисĕр пуçне юн тымарĕсен пиçĕлĕхне те пăсать. Çапла вара юн чупасси пăсăлать.

Артерисенче холестерин чăмаккисем ан пулччăр тесен выльăх çăвне çиессине чакармалла: çуллă мар аш, пĕçернĕ е пăшăхланă апат, ытларах пахча çимĕç çимелле. Çакна шута хурса килти хушма хуçалăх аталанăвне йĕркелеме тăрăшмалла.

Юн пусăмĕ пысăк пулсан кофе, çăра чей, эрех-сăра ĕçессине чакармалла е пачах ĕçмелле мар. Çулталăкра пĕр хут та пулин ЭКГ тумалла. Мĕн пуррипе савăнса-киленсе пурăнмалла. Телейлĕ те савăнăçлă çынсем чĕре чирĕпе сайра-хутра кăна чирлеççĕ.

И. КОРОЛЬКОВА,

районти тĕп больницăн терапи уйрăмĕн ертÿçи, кардиолог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика