Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх

27 ноября 2010 г.

Кăçал вун иккĕмĕш çул ĕнтĕ Раççейре Ача амăшĕн кунне уявлаççĕ. Ку ăнлав вара питĕ анлă, ун пирки вĕçсĕр-хĕрсĕр çырма-калаçма пулать. Çавна май эпĕ Оринин ял тăрăхĕнчи Лантăш ялĕнчи хисепе тивĕçнĕ хĕрарăмпа, пилĕк ача амăшĕпе, сăмахларăм.

Елена Флегонтовна Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн ачаллах кил-çурт таврашĕнче аппаланма юратнă, тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхе кăмăлланă. Шкул тенкелĕпе сыв пуллашнă хыççăн çирĕме çывхаракан хĕр пĕр тăхтаса тăмасăр ял хуçалăх институтне пĕлÿ пухма çул тытнă. Ленăн пуçарулăхне аслисем кăмăлланă кăна. Ашшĕ вара уйрăмах хытă хĕпĕртенĕ, ара вăл хăй те çĕр ĕçченĕ – агроном пулнă-çке. Ара кун-çула ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнишĕн савăнмалла кăна вĕт. Пултаруллă студентка вĕренÿре, обществăлла ĕçсенче малтисен ретĕнче пырать, ыттисемшĕн вара ырă тĕслĕх пулса тăрать. Вĕренĕве хĕрлĕ дипломпа вĕçлет.

Çав вĕренÿ заведенийĕнчех пĕлÿ пухнă Оринин ял тăрăхĕнчи Лантăш ялĕн каччипе Владимир Никитинпа çемье çавăрать. Иккĕшĕ те тăван хуçалăхра ĕçе пикенеççĕ. Анчах та пĕр вырăнта лăпланса ларма хăнăхман хĕрарăм пĕлĕве малалла ÿстерме шутлать, аспирантурăна çăмăллăнах вĕренме кĕрет.

Телейлĕ çемьере йыш хушăнать, пĕчĕк Герман кун çути курать. Ун хыççăн вара Юра, Наташа çут тĕнчене килеççĕ. Вĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, пурнăç çулĕ çине тăнă. Аслă ывăлĕ Раççей банкĕн Чăваш уйрăмĕн Муркашри хушма офисĕн ертÿçинче вăй хурать. Наташа хĕрĕ те Шупашкар хулинче банк системинчех тăрăшать. Иккĕмĕш ывăлĕ проектпа конструктор бюровĕнче ĕçлет. Çемьери тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш ачасем – йĕкĕрешсем. Вĕсем халĕ шкула çÿреççĕ, пушă вăхăтра вара кăрккасемпе кроликсене пăхаççĕ. Çемье телейне ача-пăчара куракан ашшĕ-амăшĕ икĕ мăнукĕшĕн асатте-асанне, кукаçипе кукамай пулма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Йышлă та туслă çемье пĕр харăссăн тухса кирек епле ĕçе те çĕнтерме пултарать: е çĕр улми кăлармалла, е утă типĕтсе кĕртмелле. Çĕр лаптăкĕ вара вĕсен ĕçлемелĕх çитет.

– Енчен те ача-пăча тĕрĕс-тĕкел ÿссе аталанать тата çемье тĕрекĕ – савнă мăшăр – мана хисеплет, ăнланать пулсан хама телейлĕ тесе шутлатăп эпĕ. Çапах та Турри мана ку таранччен телейлĕ шăпа кăна парнеленĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, сывă ашшĕ-амăшĕ пур çинчех пепкисене ача çурчĕсене хăвараççĕ, эрех-пирус серепине лексе ырă шанăç кÿрекен ачисенчен «пăрăнаççĕ». Куншăн вара чун питĕ ыратать. Çапах та паянхи çăмăл мар пăтрашăнчăк тапхăрта та ача амăшĕсем хăйсен Турă умĕнчи сăваплă тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçласса шанас килет, – тет пилĕк ача амăшĕ.

Елена Флегонтовна çирĕм çул выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хунă. Хăй ĕç ĕмĕрĕнче вара çаврăнăçуллă хĕрарăм мĕнле кăна обществăлла ĕçсене пурнăçламан-ши: ял старости, хĕрарăмсен канашĕн, профком ертÿçи тата ыттисем те. Тивĕçлĕ канăва тухни икĕ çул ĕнтĕ. Çапах та чунĕпе çамрăк хĕрарăм яланах юратнă ĕçĕнче. Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен обществин вырăнти организацийĕнче вăй хурать. Елена Флегонтовна ĕçре те, ял-йышра та, çемьере те уйрăмах çамрăк амăшĕсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Р. ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика