Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чипер çын тăвасшăн çунать чĕререн

27 ноября 2010 г.

Юлашки çулсенче Раççейре Амăшĕсен кунне ирттерни эпир пурсăмăр та аннесем еннелле çаврăнни пирки калать. Вĕсене хумхантараканни, пăшăрхантараканни вара çук мар. Анчах амăш чĕри йăлтах чăтать. Ачисем çеç таса сывă ÿссе çĕр-шыва, халăха юрăхлă пулччăр. Кашни амăшĕшĕн пĕлтерĕшлĕ çак шухăшсем Ярапай ял тăрăхĕнчи Шурчара пурăнакан Светлана Меркурьевна Черкесована та тăтăшах канăç памаççĕ. Иртнĕ кунсенче çак маттур хĕрарăмпа килĕнче тĕл пулса калаçрăм.

– Ачасем пăхнине эпĕ паттăрлăх тесе шутламастăп. Çут çанталăкĕ хĕрарăма ача амăшĕ пулма хушнă. Мана вара çак çăмăл мар çул çинче мăшăрăм Валерий Михайлович пулăшсах пырать. Хамăрăн икĕ ачапа пĕрлех усрава илнĕ 4 ачана воспитани парас ĕçре пур ыйтăва та эпир пĕрле пулса татса паратпăр, – терĕ эпĕ мĕн çăмăлпа хăйсем патне çитнине пĕлсен Светлана Меркурьевна. Светланăн амăш туйăмĕ ку çемьере ялта та чи пысăкки тесен никам та хирĕçлемĕ. Анчах йăлтах йĕркипе...

Пурнăçри тĕрлĕ кăлтăксене пула 3 çул çурă каялла Валерăн пиччĕшĕн килĕнчи килĕшÿсĕр ĕçе пула 4 ача тăлăха тăрса юлать. Амăшĕ текех çук пулсан та, ашшĕ пур-ха Настьăпа Кристинăн тата Севăпа Вовăн... Анчах вăл тĕрмере ларать. 2007 çулхи инкек хыççăн вун тăваттăри Настя Света инкĕшĕнчен хăйсене ача çуртне ярса тăвансăр хăварассинчен çăлма ыйтни Светлана Меркурьевна чĕрине çĕçĕпе каснăнах пулнă. Епле-ха капла; Ахаль те инкек тÿснĕскерсене татах йывăрлăх умне тăратмалла-и; Ял çыннисем те, «Герой» хуçалăх председателĕ Р. Тимофеев та ачасене хăйсем патĕнче хăварма ыйтнине чăваш хĕрарăмĕ ăнланать. Ăнланать те мăшăрĕпе пĕр сăмах тупса 4 ачана усрава илет.

Çăмăл пулнă тетĕр-и ăна çак утăма тума; Анчах ачасен тăванлăх туйăмне çухатас марри тĕп вырăнта пулнă. Тăрук инкекрен хăранă тĕттĕмрен шикленнипе аптăрани, кĕçĕннисен туберкулез палăрăмĕ пулни хăратман Валерăпа Светăна. Кăмăллăхпа сăпайлăха малти вырăна кăларса тата врачсем панă сĕнÿсене пурнăçласа каçхи тĕттĕмрен хăранă ачасен çак «чирне» çулталăк хушшинче ирттереççĕ вĕсем. Санаторисемпе больницăсенче тăтăш сиплев курсĕсем ирттерни туберкулезран сываласси патне илсе пыни те Света ачасене амăш туйăмне панине кăтартать.

– 2003 çулта çуралнă Вова ун чух Шупашкарти пĕр больницăра черетлĕ сиплевреччĕ. Пĕррехинче мăшăрпа иксĕмĕр ăна курма кайрăмăр та тухтăрсем ăна эпир килнине пĕлтерсен Вова ман патăма «анне!» тесе чупса пырса ыталаса тытсан чăтаймарăм, куççуль юхтарсах макăрса ятăм. Паян эпир вĕсене нихăшне те хамăр ачасенчен уйăрмастпăр, – тет Шурчари «Юмах» ача садĕнче воспитательте вăй хуракан С. Черкесова.

Иртнĕ çул Светăпа Валера Черкесовсем усрава илнĕ виçĕ ачине чиркÿре ят хуртарнă, вĕсен сывлăхне пăхса тăрассине мала кăларнă. Севăна çитес уйăхра ят хуртарасси те çемьен паянхи планĕнче. Асли – Настя – паян Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ лицейре вĕренет. Ыттисем – ялти шкулта.

Усрава илнĕ ачасен тăван кил-çуртне те Черкесовсем хăйсенни пекех пăхса тирпейлесе тăраççĕ. Вĕсен ĕни те паян В. Черкесов хуçалăхĕнче. Ачасен сывлăхĕ татах çирĕплентĕр тесе вĕсене ĕне сĕчĕсĕр пуçне иртнĕ çултанпа качака сĕчĕпе тивĕçтерме Черкесовсем качака та туяннă. Паян вĕсен килти хушма хуçалăхĕнче 2 ĕне, 2 качака, пĕр сурăхпа путек тата така пурри ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех ачасемшĕн те ĕçе хăнăхмалли çулсем.

Черкесовсем паян пĕр çемьепе ĕçлеççĕ, кана-ççĕ, вĕренеççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ. Йăлтах пĕрле, йăлтах амăшĕ пулăшнипе. Çавăнпа та хăйсен ачисене лайăх воспитани панăшăн район администрацийĕнчен 2009 çулта Тав çырăвне тивĕçнĕ Светлана Меркурьевнана ачисем амăш кунĕпе саламланишĕн савăнмалли кăна юлать.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика