Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейлĕ амăш – телейсĕр арăм

27 ноября 2010 г.

Ульккапа Ваçлей пĕр-пĕрне килĕштерсе, савса çемье çавăрчĕç. Пурăна киле тĕп килтен уйрăлса тухса çĕнĕ çурт та хăпартрĕç вĕсем. Ульккан тăванĕсем чылай пулăшрĕç çамрăк çемьене. Вĕсен ырă кăмăлĕпе ĕçченлĕхне кура Ваçлей те мăшăрĕн аппăш-пиччĕшĕсем пирки ăшă сăмах çеç калатчĕ.

Ачасем пĕрин хыççăн тепри кун çути курчĕç çемьере. Ĕçчен арăм ачисене те тимлĕх çителĕклĕ уйăрчĕ, килти ĕçсене те тума ĕлкĕретчĕ. Упăшка та арăмĕн хастарлăхне хăнăхрĕ пулас, хуçалăхри ĕçе хутшăнма пăрахрĕ...

Апла-и, капла-и, тăватă хĕр пăхса ÿстерчĕç ашшĕпе амăшĕ. Ачисем шкула кайма пуçласан вăхăчĕ те часрах чупнăн туйăнать çав. Шкул хыççăн пĕлÿ илнĕ вăхăт та сисĕнмест. Укçа-тенкĕ çитер кăна.

Каярах вара хĕрсем килтен вĕçсе тухса кайса та пĕтрĕç. Хĕрсен пурнăçĕ çапла-çке: ашшĕ-амăшĕн килĕнче нумай пурăнмаççĕ. Кашниех хăйĕн мăшăрне тупрĕ. Пурте çемьеллĕ пулчĕç.

Ульккапа Ваçлей хушшинче вара темĕнле хура кушак чупса иртрĕ тейĕн. Кашни кун хирĕçÿ, харкашу. Ку маларах пуçланнă-ха вĕсем хушшинче: упăшка айккине кайма тытăннине сиснĕ хĕрарăм чунĕ. Мăшăр хушшинчи килĕштерÿ, ăнлану путлансах пынă.

Улькка ĕçрен таврăнсан (талăкшарăн ĕçленĕ вăл) çи-пуç улăштарнине курсан та тарăхма пуçланă арçын. «Çи-пуçа пĕтĕмпех улăштармалла кам патĕнчен килтĕн-ха;» – тесе кĕвĕçсе арăмне пĕр канăç та паман вăл, хĕненĕ те. Хăй ют хĕрарăм ытамĕнче кушак аçи пек мăрлаттарса выртни пуçĕнчен тухман, куçĕ умĕнчен кайман ĕнтĕ унăн. Арăмне те çавăн йышшиех тесе шутланă çылăхлăскер. Канмалли кунсенче килте чухне пурнăçĕ пĕртте лăпкă иртмен Ульккан. Упăшкин «ырă» сăмахĕсене итлесе лариччен тесе хĕрарăм тепĕр ĕç те тупать. Укçийĕ пурпĕр кирлĕ.

Ваçлей вара кашнинчех ним çук çинче арăмĕпе хирĕçÿ пуçлать. Юрама пĕлмест пулать Улькка ăна. Çын сăмахĕсем хитререх те витĕмлĕрех, çуллă та пылак иккен.

Юлашки пилĕк çул тамăкри пекех иртет чăтăмлă хĕрарăмшăн. Çитменнине тата халĕ Ваçлей хуçалăхри пĕр япалана та тыттармасть арăмне. Ĕне сума та юрамасть хĕрарăмăн. Пĕтĕмпех Ваçлейĕн. Арăмĕн тăванĕсем те «эрехпе иртĕхсе пурăнаççĕ кăна» мĕн. Арăмĕ те «ĕçекенскер» пулса тăнă: хăнана килнĕ çынсемпе пĕрле сĕтел хушшинче пĕр черкке пушатса ĕçмен-туртман упăшкине «тарăхтарать иккен».

Акă кивĕ мунчана тем чул каласан та юсаса çĕнетме килĕшмерĕ арçын: кĕрĕвĕсем пулăшрĕç хĕрарăма. Вăл ун чухне те хăйĕн машинипе тухса вĕçтернĕ кăна. Паллă ĕнтĕ ăçта кайни. Хăй те пытарма шутламан. Хăйĕн «иккĕмĕш çуррийĕпе» кĕсье телефонĕпе те уççăнах калаçнă. Ятне-шывне кăна мар, килĕшнĕ хĕрарăм ăçта ĕçлени-пурăннине те пĕтĕмпех арăмне пĕлтернĕ вăл. Ачи-пăчи киле пухăнсан та вĕчĕрхенсе çÿрет çеç шеремет... Халĕ кĕрĕвĕсене хунькассине ура ярса пусма та хушман. Хĕрĕсем хăнана килсен те ашшĕ курман чухне çеç амăшне пулăшма пултараççĕ.

Пахчари ĕçсене Ульккан упăшки килте мар чухне тума тивет. Пĕрре çапла кĕркунне ыхра лартса хăварас тесе Улькка пахчара тăрмашатчĕ. Упăшки вара çав вăхăтра шăпах киле таврăнчĕ. Каллех хирĕçÿ-харкашу. Улькка упăшкин куçĕ умĕнчен каяс тесе кĕлетпе мунча хушшипе тухса пÿрте кĕрес тесе шутларĕ. Пулмарĕ шутлани: вăйлă арçын, мăлатук тытнăскер, хĕрарăма тĕксе ячĕ. Ÿкрĕ Улькка. Çирĕп тытакан алăсенчен пурпĕр вĕçерĕнсе пÿрте чупса кĕчĕ. Упăшки те хыççăнах çитсе тăчĕ. Диван çине тĕксе ячĕ арăмне. Вĕлерессипе хăратса мăлатукпа çапасшăн пулчĕ. Анчах çапăçнă хушăра мăлатукĕ хăйне лекрĕ çав...

Çак хирĕçÿ хыççăн Ульккана судпа айăпларĕç: ултă уйăхлăх условлă майпа. Никама та нимĕнле майпа та хăй айăплă маррине çирĕплетсе пама май пулмарĕ унăн. Çапла çынсем умĕнче Улькка «судимăй, бандитка» пулса тăчĕ.

Хăйĕн вара упăшкинчен мĕн чул «патак çиме» тивмен пулĕ. Çакна иккĕн çеç пĕтĕмпех пĕлеççĕ: Çÿлти Турă тата Улькка. Упăшкине уйрăлатпăр тесе калани те çĕр хутченех пулнă пулĕ. Кăлăхах. Уйрăлмасть те арçын, арăмне те пурăнма памасть. Хăй ĕмĕрĕнче кĕреçе-кĕрепле аври лартса курманскер арăмне çуркунне чăх чĕпписем хупмалли вырăн туса пама мар, хăмисене те тыттарман. Улькка вара вăл хăмасене хăй ĕçлесе илнĕ. Халĕ ĕнтĕ чĕп-кăвакалсене пусса пĕтернĕ Улькка: вĕсене сивĕре усрамалли вите çук çав унăн.

«Сана Турă илсе кайтăр, судимăй, сан çĕр çинче утса çÿремелле ан пултăр!» – тесе пăрмай Ульккана «хăй вырăнне» кăтартать Ваçлей. Пур-çук сăмахпа хĕрарăмăн чĕрине канлĕ тапма памасть пÿтсĕр. Хуларан килекен хĕрĕсене ăшă сĕт те ĕçтермест. Хĕрĕсем хăйсем амăшĕ валли сĕтпе хăйма илсе килеççĕ... Тăпăрчă, çăмарта – пĕтĕмпех укçалла илет Улькка.

Пусмăрçă килĕнче çĕр чăмăрĕн кăвапи евĕр тейĕн. Асапа чăтайми пулнă арăмĕ Ваçлее килĕштернĕ хĕрарăм патне кайса пурăнма тархасласах ыйтать. Лешĕ хирĕç: «Хăçан вилетĕн-ши;» – тесе шăлĕсене хăйрать çеç. Шел те, Ульккан хĕрĕсем патне кайса пурăнма майĕ çук çав. Пуртăпа çĕçĕ хушшинче пурăнать хĕрарăм. Темиçе çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те паян вăл вахта мелĕпе кайса ĕçлесе те килет: тÿлесе татман кредитсем пур-ха унăн.

Çак мăшăр хушшине кĕрсе вырнаçнă хĕрарăм хăй çамрăк мар пулин те айăпне туймасть, арçынна арăмĕ патне хăваламасть. Ăна упăшкипе мар, ют арçынпа лайăхрах иккен. Чашăк-тирĕк шăкăртатни, хытă тарăхнипе пĕр-пĕрне сивĕ сăмах калани арăмĕпе упăшки хушшинче пулать-çке-ха, айккинчипе мар... Чиперук вара хăй те ачасен амăшĕ. Ватлăх кунĕсене мĕнлерех ирттерес тет-ши вăл; Улькка вара пурнăç вĕçĕ паян-ши, ыран-ши тесе упăшкинчен хăранипе хăйĕн пÿлĕмĕн алăкне питĕрсе çывăрать... Çывăрнин те ячĕ кăна. Тăвăлса çитнĕ чĕри йĕрет, куççульпе тулнă куçĕ хупăнмасть...

Тĕрленчĕке пирĕн районти пĕр ялта пурăнакан çемье пурнăçĕнчен илсе çырнă. Ваçлей пек тирансем, Улькка пек тÿсĕмлисем татах та пур пулĕ-ха; Ватлăхра ят-сум мĕнне манса çемье хушшине кĕрекенсем те.

Н. АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика