27 ноября 2010 г.
Ялта пурăнмалли çурт тăвасси яваплă та пысăк калăпăшлă ĕç. Ăна пуçăниччен кил хуçин çĕр участокне тĕплĕ суйласа илмелле, пулас пÿртĕн тата унти пÿлĕмсен виçисене лайăххăн палăртмалла. Пÿрт патне шыв, газ, электричество çитерессине пăхса хумалла. Çаксемпе пĕрлех пулас пÿртĕн архитектури пирки те пĕр шухăш патне пырса тухмалла. Эсир-çке хăвăрăн пÿртĕр ăшă пултăр тесе çеç тăрăшмастăр, ăна ял илемĕ тăвассишĕн те тимлетĕр. Апла пулсан хуçалăх таврашĕнчи ытти хуралтăсене те пĕр стильпе юсаса çĕнетмелле е çĕнĕрен тумалла. Пÿрт тунă чух маларах шутласа хуманнипе пулнă кирек мĕнле йăнăш та каярахпа ĕç результачĕпе туллин савăнма памасть... Хĕл кунĕсенче çитес çулхи строительство ĕçĕсем пирки шутлакансене вăл е ку йăнăшран пăрăнса иртме «Интехс» чикĕллĕ яваплăхлă общество паракан сĕнÿсене шута илме сĕнетпĕр.
– Мĕне шута илмелле-ха пулас пÿрт валли вырăн суйланă чух;
– Чи пĕлтерĕшли – вырăнĕ сире килĕшни. Кунпа пĕрлех кÿршĕсем камсем пулни те пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен сирĕн вĕсемпе кайран нумай çул пĕрле пурăнма тивет. Пÿрт-çуртпа хуçалăх кĕлечĕсем валли çĕр лаптăкĕн пĕрре вуннăмăш пайне уйăрни лайăх. Çурт-йĕр таврашĕнче улма-çырла йывăççисемпе йăрансем валли, чечек ÿстермелли вырăнсем пулсан аван. Кил таврашне çулталăкĕпех чăрмавсăр кĕрсе тухма çул-йĕр пулни, унта çитме обществăлла транспорт çÿрени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эсир пурăнма суйласа илнĕ вырăн патĕнчен газ пăрăхĕ иртни, юнашарах электричество линийĕ тата централизациленĕ шыв пăрăхĕ пулни пурнăç условийĕсене йĕркелеме пулăшаççĕ.
Енчен те çĕр айĕнчи шыв 2 метртан çÿлерех пулсан çурт-йĕр тунă чух фундамента çирĕплетме хушма ĕçсем пурнăçлама тивет. Нÿхрепе тата сакайне шыв кĕни пирки кÿршĕсенчен ыйтса пĕлме ан манăр.
Тÿрем çĕрте пÿрт çĕклеме аван, паллах, анчах сăртлăрах вырăнта та пулас çурт-йĕрĕн дизайнне илемлĕ тума пулать.
– Çурт-йĕр çавăрма пăхнă çĕр участокĕ тĕлĕшпе мĕнле документсем кирлĕ;
– Çĕр участокĕ харпăрлăхра пулнине тата ун тĕлĕшпе БТИ паспорчĕ пуррине нимĕн те çитмест. Енчен те эсир çĕр участокĕ çеç туянатăр пулсан, ун çинче пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма ирĕк пуррипе-çуккипе интересленĕр. Эсир кăмăлланă лаптăк тĕлĕшпе чарусем пуррипе-çуккине пĕлни те ытлашши пулас çук: сирĕн лаптăк электропередача линийĕсен, газ магистралĕсемпе нефть пăрăхĕсен сыхлав лаптăкĕсене ан лектĕр. Сирĕн лаптăкпа çĕр айĕн иртекен çыхăну кабелĕсем иртнипе иртменнине пĕлни те пурăна-киле сирĕншĕнех вырăнлă пулĕ.
Эсир пурăнмалли пÿрт-çурт çавăрма пăхнă вырăн экологи тĕлĕшĕнчен таса пулни пысăк вырăнта. Çавăнпа та хăвăр суйланă вырăн пысăк автомагистральсенчен инçетре тăни, çывăхра пĕве е кÿлĕ пурри малти вырăна тухать. Пĕве-тавраш пулни пушар хăрушсăрлăхне чакарать. Енчен те инçетрех мар вăрманпа улăх-çаран пулсан – çырла-кăмпана çÿреме, килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме меллĕ пулĕ.
– Енчен те эпир суйланă лаптăк çинче мĕнле те пулин çурт пур пулсан;
– Ку лайăх кăна. Анчах малтанах вĕсен тĕреклĕхĕпе кăсăкланăр: кирпĕч çуртсен стенисем çурăлман-и, фундаменчĕсем йĕркеллех-и, йывăç çуртсем пулсан – çĕрĕксем çук-и; Иккĕмĕшĕнчен – мĕн пурри сире тивĕçтерет-и: киввине çĕмĕрсе çĕннине тума яланах чи йывăрри.
Килти хушма хуçалăхăн çĕр лаптăкĕ тăваткал пулни тата унăн мал енĕ урама, çул çине тухни питĕ вырăнлă. Çĕр лаптăкĕн сарлакăшĕ çурт-йĕре саккунсене пăхăнса тума май патăр.
Çурт-йĕре тул енчен газонпа тата чечексемпе илемлетни, выльăхсене кĕрсе тухма урăх хапха пулни – паян çурт-йĕр çавăракансем ытларах кăмăллакан йĕрке.
Çĕнĕ çурт-йĕр çавăрнă чух сиксе тухакан вун-вун ыйтупа хĕл кунĕсенчех тĕрĕс йышăну тума пулать. Çакна валли эпир сире кашни кунах хамăр патăмăрта йышăнатпăр.
А. БЕЛОВ
интересленнĕ.