Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уççăнлăх малти вырăна тухать

24 ноября 2010 г.

Малашне правосуди уççăнлăхĕ кашниншĕнех меллĕ пулса тăма тивĕçлĕ. Граждансен суд ĕçĕн правилисемпе кăна мар, йышăнакан суд акчĕсен содержанийĕпе те, ĕçсене пăхса тухасси епле пынипе те паллашма май пур.

2010 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса «Интернет» сечĕн Раççей Федерацийĕн патшалăх автоматизаци системин «Правосудие» интернет-порталĕнче пур судсен официаллă сайчĕсенче суд акчĕсен тексчĕсене вырнаçтараççĕ. Кун пирки 2008 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче йышăннă 262-ФЗ " «Об обеспечении доступа к информации о деятельности судов общей юрисдикции в Российской Федерации» Федераллă саккунра каланă.

Суд акчĕсем вĕсем – гражданла, уголовнăй тата административлă ĕçсене пăхса тухнă чухне суд компетенцийĕпе йышăннă приговорсем, определенисем, постановленисем, йышăнусем. Интернет-сайтра ку е вăл ĕç тĕлĕшпе саккунлă вăя кĕнĕ суд акчĕсене, вĕсенчи уйрăм сыпăксене вырнаçтаратпăр. Пичетличчен кашни суд актнех компьютер тĕлĕшĕнчен тĕплĕн тишкерсе хак паратпăр. Кунта çак мелсене палăртса хăварни вырăнлă:

– суйласа илесси. Суд приговорĕсен, определенийĕсен, постановленийĕсен тата йышăнăвĕсен пĕтĕмĕшле тексчĕсенчен пурте пĕлмелли мар информацие (патшалăх, коммерци тата професси вăрттăнлăхĕ, харпăр хăйĕнпе çыхăннă информаци) кăтартмалла марри;

– деперсонификаци е текстран суд процесĕн участникĕсен харпăр хăй даннăйĕсене кăларса пăрахни;

– автоматика мелĕпе Раççей Федерацийĕн «Правосудие» патшалăх автоматизаци системин режимĕпе усă курса информаци вырнаçтарасси.

Ĕçсем епле иртсе пынин информацийĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку е вăл ĕç пирки, суд ларăвĕсем хăш кун тата хăш вăхăтра пулни, суд ларăвне хутшăнакан енсем, суд ларăвĕ ăçта иртесси, ĕçе пăхса тухакан судья пирки пĕтĕмпех пĕлме пулать.

Муркаш район судĕнче 2010 çулта пăхса тухнă ĕçсем тĕлĕшпе йышăннă суд акчĕсен тексчĕсемпе «Судебные акты» пайра, ĕçсем епле пыни пирки «Судебное делопроизводство» пайра пĕлме пулать. Çавна валли Муркаш район сучĕн официаллă интернет-сайтне кĕмелле çеç. Адресĕ, http,ŸŸmorgaushskyĕchvĕsudrfĕruĕ

Хушма информаци илес тесен специалистсем патне 62-0-72 е 62-0-73 телефонсемпе шăнкăравламалла.

В. ИВАНОВ,

Муркаш район сучĕн администраторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика