24 ноября 2010 г.
Малашлăха шанчăклăн пăхакан пĕр ĕçпе кăна çырлахса ларманни, вăл тăтăшах шыравра пулни, хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕлĕхсене çул парсах пыни пуриншĕн те паллă. Тĕрлĕ енлĕ ĕçлесен çеç йĕпе-сапара та, шăрăхра та çухатусем курăмлах пулмĕç. Çакна çĕр ĕçченĕ аван пĕлет. Çавăнпа та вăл пусă çаврăнăшне тырă-пулăсăр пуçне çĕр улми, выльăх-кăшманĕ, пахча çимĕç, курăк туса илессине кĕртет.
– Пĕр енлĕ ĕç иккĕленÿлĕх çуратать. Çавăнпа та хресченĕн ĕлĕкхи йăлапа тĕрлĕ культурăсем туса илесси çине тимлĕх уйăрмалла. Çакна иртнĕ шăрăх çу кунĕсем те çирĕплетсе пачĕç. Тĕрлĕ культурăпа ĕçлесси тата çĕр ĕç технологине çирĕп пăхăнасси хресченшĕн тĕп аталану çулĕ пулмалла, – терĕ Куславкка районĕнчи купăста фестивальне тухса кайма пуçтарăннă чух «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи В. Кондратьев.
Сăмах май, «ВаСем» общество кăçал тырă-пулă туса илнипе пĕрлех 90 гектар çĕр улми лартнăччĕ. Пахча çимĕçе те иккĕмĕш вырăна хăварман хуçалăхра. 5 гектар купăста, 1 гектар хĕрлĕ кăшман, 3 гектар кишĕр ăнса пулни ертÿçĕ сăмахне çирĕплетни кăна.
Кунта пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тата килти хушма хуçалăхсенчи лару-тăрăва танлаштарни те хăйне евĕр ÿкерчĕк кăларса тăратать. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем кăçал 17 гектар (12 гектар «Свобода» хуçалăхра) купăста, 9 гектар хĕрлĕ кăшман («ВаСемсĕр» пуçне 3 гектар – «Свободăра», 5 гектар – «Геяра»), 3 гектар кишĕр туса илнĕ. Çав вăхăтрах асăннă культурăсене хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 14; 5; 1 гектар туса илнĕ. Килти хушма хуçалăхсенчи кăтарту вара (çав йĕркепех) 275; 55; 106 гектарпа танлашать.
Купăста фестивальне пирĕн енчен район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕпе А. Павловпа районти «Россельхозцентр» филиалĕн ертÿçи В. Морозов, «Ударник» хуçалăх директорĕ П. Давыдовпа хуçалăх делегацийĕ, «ВаСем» чикĕллĕ яваплăх обществин руководителĕ В. Кондратьев хутшăнни Муркашсем те пахча çимĕç еннелле çаврăнасса шантарать.
Пахча çимĕçпе ĕçлекенсемпе агрномсем, хуçалăхсен ертÿçисем çак ĕç вăрттăнлăхĕпе паллаштарнă пресс-конференцие те хутшăнчĕç.
А. БЕЛОВ.