Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Васкавлă пулăшу кам парать;

24 ноября 2010 г.

Васкавлă пулăшу уйрăмĕсем октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕнĕлле ĕçлеме тытăннă тенĕ сăмах илтрĕм. Çĕнĕлĕхĕсем мĕнлисем-ши; Пирĕн районти васкавлă пулăшу уйрăмĕсем те çĕнĕлле ĕçлеççĕ-ши;

Н. АЛЕКСАНДРОВА.

Ку ыйту çине хурав шыраса эпир районти тĕп больницăн тĕп врачĕпе В.Г. ДАНИЛОВПА тĕл пултăмăр. Унăн хуравĕпе сире паллаштаратпăр:

– Чăн та больницăсенчи васкавлă пулăшу уйрăмĕсем кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнченпе çĕнĕлле майпа ĕçлесси çинчен пурте илтме пултарнă. Анчах та пациента васкавлă пулăшу бригади илсе килсен малтанхи вăхăтри пулăшăва та çак уйрăмрах парасси пирĕн пек больницăсенче ĕçе кĕмест. Çĕнĕлле ĕçлесси питĕ пысăк больницăсене çеç пырса тивет. Вĕсенче стационарлă сипленмелли 500 койка таран пулмалла. Тен Шупашкарта васкавлă медицина пулăшăвĕн больници çапла майпа ĕçлеме пуçлĕ те малашне. Хальлĕхе унта та ку ыйтупа ĕçлеççĕ кăна-ха.

Пирĕн районти васкавлă пулăшу уйрăмĕсем малтан çирĕплетнĕ йĕркенех пăхăнса ĕçлеççĕ. Çĕрлехи вăхăтра васкавлă пулăшу бригади чирлĕ çынна илсе килсен малаллахи сиплев мĕнле пулассине дежурнăй врач татса парать. Больницăра талăкĕпех хирург тата реаниматолог врач дежурствăра. Кăнтăрлахи вăхăтра вара больницăсенче пур тĕрлĕ специалист та вырăнтах. Васкавлă пулăшу бригади ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăма илсе пырсан яланах гинеколог врача чĕнсе илетпĕр.

Муркашра васкавлă пулăшу уйрăмĕн икĕ бригади талăкĕпех ĕçлет. Кунта диспетчер, фельдшер тата водитель яланах сыхă. Мăн Сĕнтĕрте фельдшерпа водительтен тăракан пĕр бригада кашни талăкрах çула тухма хатĕр.

Н. НИКОЛАЕВА ыйтса пĕлнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика