Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн яваплă

24 ноября 2010 г.

РФ Конституцийĕпе Çемье кодексĕ ачан çемьере пурăнмалли тата воспитани илмелли правине çирĕплетеççĕ. Çул çитмен ачана пăхса пурăнассишĕн, воспитани парассишĕн ашшĕ-амăшĕ ответлă пулса тăрать.

Çемье судлашса арканнă чухне суд ача ашшĕпе е амăшĕпе юлассине, вĕсенчен хăшĕ тата мĕн чухлĕ алимент тÿлесе тăрассине палăртать. Çемье кодексĕпе килĕшÿллĕн унăн виçи çул çитмен пĕр ачашăн ĕç укçин е ытти тĕрлĕ тупăшăн тăватă пайĕнчен пĕр пайĕ, икĕ ачашăн виçĕ пайĕнчен пĕр пайĕ, виçĕ е ытларах ача пулсан çурри чухлĕ. Енсен пурлăх тата çемье тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвне шута илсе суд укçа шыраса илессин виçине чакарма та, ÿстерме те пултарать. Йĕркеллĕ яланлăх ĕç вырăнĕ пулмасан вара алимент виçине конкретлă суммăпа та палăртма пултараççĕ.

Хăш-пĕр чухне алимент шыраса илессипе суд тунă йышăнăва ответлисем шута хумаççĕ. Кун пеккисем хăйсен ачисене пăхса тăрассинчен пăрăнаççĕ, хăйсен официаллă ĕç вырăнĕ, ĕç укçи виçи пирки сведенисене пытараççĕ. Çакă çул çитмен ачасен сывлăх, пур енлĕн аталанассин прависене пăсни пулса тăрать.

Çавна та каласа хăварасшăн. Алимент тÿлессинчен пăрăнакансене РФ Уголовнăй кодексăн 157-мĕш статйипе уголовнăй майпа айăплама пăхнă. Кун пек преступленишĕн 120 сехетрен тытăнса 180 сехет таран обязательнăй ĕçсене явăçтарма, пĕр çулталăк таран юсанмалли ĕçсене хутшăнтарма е тата виçĕ уйăх таран арестлеме пултараççĕ.

Иртнĕ çул районти миравай судьясем алимент тÿлессинчен пăрăнакансем тĕлĕшпе ĕçсем пăхса тухса 15 çын пирки тĕрлĕ енлĕ айăплав палăртнăччĕ. Кăçал вара 10 уйăх хушшинче 14 гражданин тĕлĕшпе айăплав мерисем йышăнмалла пулчĕ.

Акă Муркаш районĕнчи Ш. гражданина суд исполнитель приставĕ алимент тÿлеменшĕн уголовнăй майпа айăплама пултарни пирки пĕр хут кăна мар асăрхаттарнă. Анчах та вăл хăйĕн çул çитмен Анастасия хĕрне пăхса пурăнма алимент тÿлеме васкаман. Парăм вара 46742 тенкĕне çитнĕ. Хăй çапах ĕçе вырнаçасси пирки те, ĕçпе тивĕçтерекен центра учета тăрасси пирки те шутламан. Çапла вара асăннă гражданина Муркаш районĕнчи 2-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйин приговорĕпе 120 сехет чухлĕ обязательнăй ĕçсене хутшăнтармалла тунă.

Çынна уголовнăй майпа айăплани, çавăн пекех суд йышăнăвĕпе ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарни те алимент тÿлессинчен хăтармасть. Çитменнине Çемье кодексĕнче палăртнă тăрăх алимент тÿлессипе парăм пулса кайсан иртсе кайнă кашни куншăн тÿлесе татман пĕтĕм суммăн çур проценчĕ чухлĕ ытларах шыраса илме пăхнă. 2010 çулта кун пек гражданла ĕçсене район прокурорĕ тăратнă исксем тăрăх 4 пăхса тухрăмăр.

Акă 2-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи пăхса тухнă тепĕр ĕç. Ф. гражданина хăйĕн çул çитмен Екатерина хĕрĕ тĕлĕшпе ашшĕ-амăш прависенчен хăтарнă пулнă. Алимент укçине чылай вăхăт тÿлемен. Парăм 120016 тенкĕне çитсе кайнă. Хăй вара ниçта та тĕпленсе ĕçлемен, ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăман, ĕç укçи илнине е ытти тупăш пуррине кăтартакан документсем тăратман. Вăхăтра тÿлемен суммăшăн миравай судья 2010 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Ф. гражданинран çул çитмен Екатерина хĕрне пăхса пурăннăшăн ачасен çуртне 220982 тенкĕ шыраса пачĕ.

Çитĕнекен ăруран пирĕн Раççей патшалăхĕн пуласлăхĕ килет. Хальхи обществăра вара çул çитменнисене патшалăх енчен, пĕтĕм обществăран, чи малтанах тата хăйсен ашшĕ-амăшĕнчен тивĕçлĕ пулăшупа хÿтлĕх питех те кирлĕ.

Е. НИКИТИНА,

районти 2-мĕш

номерлĕ суд участокĕн миравай судйи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика