20 ноября 2010 г.
Ноябрĕн 17-мĕшĕнче районта ирттернĕ пĕрлехи информаци кунĕнче «РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи суд экспертизин лабораторийĕ» патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Л.П. Морозов, район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.В. Петров Шетмĕпуç ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă производствăпа социаллă пурнăç, вĕрентÿ, сывлăха сыхлас ĕç объекчĕсене çитсе кунта вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, коллективсемпе тĕл пулса çынсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравларĕç.
Хальхи вăхăтра ял çыннине мĕн кирли пирки ыйтсан вĕсем мĕнле хурав парасси никама та иккĕлентермест пулĕ. Вĕсене шута илме пĕр алăри пÿрнесем те çителĕклĕ. Чи малтанах шыв, çул, электричество, газ пулччăр. Лару-тăру ытти енпе япăхах мар темелле пулсан та, шыв ыйтăвĕ ял тăрăхĕнче çивĕччисен шутĕнче. Ĕç коллективĕсенче пулнă май та çакă сисĕнет.
Ял тăрăхĕсен бюджечĕ хальхи вăхăтра епле хĕсĕккине лайăх пĕлетпĕр. Уйрăмах шыв уçлакан башньăсене тытса-пăхса тăрасси тăкаклă. Вĕсем вара территорире 6. Вăхăт-вăхăт кашнинех юсама, юрăхсăра тухакан насуссене улăштарма тивет. Пĕр насусне улăштарма хальхи вăхăтра 20 пин тенкĕне яхăн ларать пулсан, сахалах мар тăкакланма лекет. Мĕншĕн тесен вĕсем тăтăшах юрăхсăра тухаççĕ. Çитменнине çĕр айне хурса хăварнă пăрăхсем те ытти чылай çĕрти пекех кивелсе çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсене çĕнĕрен хурасси пирки мар, шăтса кайнисене сапласси, ваннисене юсасси кăна юлать. Башньăсене пăхса тăрассине пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ те хăйĕн çине илесшĕнех мар пулас. Пĕр енчен кивĕ япаларан усси сахал, тепĕр енчен тата ял тăрăхĕн территорийĕ те район центрĕнчен инçетререхре.
Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне районта республика кунне уçнă чухне хута янăччĕ. Ним те калаймăн, йĕркеллĕ, таса, тирпейлĕ, çĕнĕ оборудованипе чылай тивĕçтернĕ. Специалистсене ĕçлеме, чирлисене сывалма пур условисем те пур. Шел, кунта та çитменлĕхсĕр мар. УАЗ автомашина тахçанах кивелсе çитнĕ ĕнтĕ, çĕрĕшсе шăтса пĕтнĕ. Çĕнĕ техника вара тăхтаса тăмасăрах кирлĕ.
Кунти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче вăй хуракансене хăçан çĕнĕ çурта куçасси шухăшлаттарать. Йывăç çурт чăнах та кивелсе çитнĕ ĕнтĕ, ăна юсанинчен те усси сахал. Кунта Интернетпа çыхăнма май паракан техника вырнаçтарнă пулин те çуртне халĕ те кăмакара вутă хутса ăшăтса пурăннине çĕрпе пĕлĕт хушшинчи уйрăмлăхпа танлаштармалла пулĕ. Кунсăр пуçне тата ялти интеллигенци, уйрăмах учительсем(!) хаçат-журнал сахал çырăнса илнипе çыхăну ĕçченĕсем кăмăлсăр.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ача садне çÿрекенсем валли те вырăн тупăннă. Условисем япăх мар. 12 учитель вăй хурать. Шкул ÿсĕмĕнчисем 108 ача пĕлÿ илет кунта. Çитес çул шкул çурчĕн лаптак çине улăштарса çĕнĕрен тума палăртаççĕ. Унсăрăн кашни çул тенĕ пекех юсав ĕçĕсем туса ирттернинчен усси сахал.
Пĕтĕмлетсе çавна каласшăн. Пĕтĕмпех аван е пĕтĕмпех япăх ниçта та пулма пултараймасть. Япăххин те лайăх енсем, ырă тĕслĕхсем тупăнаççех, лайăххин те çитменлĕхсемсĕр мар. Çавăнпа та çитменлĕхсене пĕтерсе пырса ырри-аванни патне туртăнма мехел çитересчĕ. Ун чухне утмалли çул та тумхахсăртарах пулĕ, çитменлĕхсем те чакса пырĕç. Ку вара – пĕрлехи ĕç.
В. ШАПОШНИКОВ.