Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тăхлачă чăхсем туянтарчĕ те...»

20 ноября 2010 г.

Ĕç юратакан çын валли нимĕнле кризис та çук. Çакна пĕтĕм тĕнчери экономика кризисне ăнăçлăрах тÿссе ирттернĕ ял çыннисен тĕслĕхĕнчен те курма пулать. Ял хуçалăхĕ çак йывăрлăхсене хатĕртерех пулни куç умне тухнине çĕр-шыв ертÿçисем пĕрре мар палăртрĕç.

...Муркашра пурăнакан Татьяна Ивановна Юмжаковăна районти çынсем райпо тытăмĕнче нумай çул ăнăçлă вăй хунă тăрăх аван пĕлеççĕ. Мăн Сĕнтĕрте 20 çул ĕçленĕ, Муркаш райповĕнче 19 çул апатлану ĕçне ертсе пынă.

Паян Т.Юмжакова пахчинче 17 улмуççи, 3 груша, виçĕ сорт крыжовник, тăватă сорт хурлăхан, 3-4 тĕрлĕ слива тата виçĕ сортлă чие йывăççи, кашкăр çырли (жимолость). Кунпа пĕрлех ĕçрен хăраман хĕрарăм кĕрĕвĕн хуçалăхĕнче мăнукĕсем пулăшнипе чăхсемпе кроликсем ĕрчетессине те производство шайне кăларнă. Çăмлă ураллă, тĕк киккириклĕ чăхсем – хăйне евĕр илем.

– Мĕнле ĕлкĕретĕр-ха пур ĕçре те; – кăсăкланатăп ĕç ветеранĕнчен.

– Алă усмасан йăлтах вăхăтра ĕлкĕрме пулать. Акă çу пуçламăшĕнче викторирен те 2 эрне маларах пулакан кашкăр çырлине мăнуксем хапăлласа çинине куратăп та хам ĕç сая кайманнипе савăнатăп. Çуркунне тăхлачă туянтарнă чăхсене килĕштертĕм те усрасах терĕм. Хам ĕрчетекен чăхсене вара мăнуксем те апатлантарма хирĕç пулманни вĕсем ĕçе юратса ÿсесси пирки калать. Хăшĕ камшăн сиенлĕ; Ман шутпа нихăшĕ те, никамшăн та. Ял çыннисене килте ÿстернĕ чăхсем туянтаратăп та вĕсен тав сăмахне илтсен татах тухăçлăрах ĕçлессĕм килет. Çĕнĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ. Çапла вара ватлăх çине алă сулма çеç тивет, – терĕ Кирилл ятлă мăнукĕпе хăйсем ÿстернĕ чăхсене алла илсе кăтартнă май Татьяна Ивановна.

Унăн сăмахĕнчен 6 çулхи Ваня та ача садне кайман чух килти хушма хуçалăхра аппаланма хирĕç мар-мĕн.

... Хура кĕрхи пахчари çаралнă улмуççисем çине пăхса урама тухрăм. Кил хушшинче вара çăмлă ураллă чăхсем Кирилл сапса панă тырăна сăхма пуçларĕç.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика