Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлÿ çăл куçĕ 125 çул тапса тăрать

20 ноября 2010 г.

Нискассинчи вăтам шкул паян хăйĕн сумлă юбилейне паллă тăвать. Тарăн пĕлÿллĕ те анлă тавра курăмлă, тÿрĕ чунлă та çирĕп кăмăллă педагогсем вăй хураççĕ кунта.

Ĕмĕр каялла Нискасси тăрăхĕнче хут пĕлекен те сайра пулнă. Хресченсен ачисене çутта кăларас ĕмĕчĕ пысăкки «тĕттĕм-лĕхе» çĕнтернĕ.

1885 çулхи нарăс уйăхĕнче Дмитрий Черкассов священник пулăшнипе Нискассисем Егор Андреев килĕнче шкул уçнă. Ăна уçма ялти кашни хуçалăхран 15-шер пус пухнă, патшалăх 75 тенкĕ укçа уйăрса панă. Шкула тытса тăма вара çулталăкра 139 тенкĕ кирлĕ тесе çирĕплетнĕ (ку сведенисем Йошкар-Ола архивĕнче сыхланса юлнă).

Шкула учительте ĕçлеме Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире вĕреннĕ Василий Егорович Пайманов килнĕ. 1870-1880 çулсенче сакăр арçын ачапа пĕр хĕр ача вĕреннĕ.

1906 çулта хальхи шкул вырăнĕнче 2 класлă училище çуртне тунă. Ăна валли земство укçи 2000 тенкĕ таран кайнă. Кунта Тимофей Егорович Егоров ĕçленĕ. Вăл Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче вĕреннĕ пулнă. Çапла вара юнашар ялсенчи ачасем те шкула çÿреме пуçланă. Шкула хутса ăшăтма вутă пулман пирки ачасем кашниех килĕсенчен пĕршер пуленкке вутă илсе килнĕ.

Çулсем иртнĕçемĕн çак шкулта Чĕмпĕрте пĕлÿ пухнă Матрена Петровна Ухова (Петрова), çар офицерĕ пулнă Александр Васильевич Васильев (Анаткас Турай çынни) Маргарита Николаевна мăшăрĕпе пĕрле ĕçленĕ.

1932–1933 вĕренÿ çулĕнче пуçламăш шкултан хресчен çамрăкĕсен шкулне, каярах тулли мар вăтам шкул туса хунă. 1947 çулта ачасем вăтам шкулта вĕренме тытăнаççĕ.

Шкула А.В. Васильев директор хăй виличченех ертсе пынă. Унăн ячĕ шкулпа кунти халăх пурнăçĕнче питĕ пысăк пулнă. Вăл пуçарнипе тата ертсе пынипе шкулăн виçĕ çуртне хăпартнă.

Малтан тулли мар, кайран вăтам шкулта пысăк ят-сумлă вĕрентекенсем ĕçленĕ: Т. Мышкин, В. Ятмасов, Я. Трофимов, О. Матвеева, С. Федорова, Ф. Яранский, Т. Прохорова тата ыттисем.

Ку шкултан вара медицина наукисен докторĕ Н. Остроносова, медицина наукисен кандидачĕсем И. Сарилова, Э. Бушуева-Расторгуева, республикăра тухса тăракан «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ А. Соловьев, тĕрлĕ наука докторĕсем Е. Арчиков, С. Матвеев, В. Филиппов, çĕр-шыва хÿтĕлекен паллă офицерсем тата нумай-нумай паллă çын вĕренсе тухнă.

1947 çултанпа Нискассинчи вăтам шкултан пурĕ 2036 çамрăк вĕренсе тухнă, 63 кăларăм пулнă.

Нискассинчи вăтам шкул паян ĕмĕрĕпе пыракан йăла-йĕркесене тытса пырать кăна мар, вăхăт ыйтнă пек çĕнĕ утăмсем те тăвать. Паянхи кун шкул директорĕнче А.А. Калинкина тăрăшать. Вăл ертсе пынипе юлашки çулсенче шкул чылай çитĕнÿ турĕ. Шкул коллективĕ тĕрлĕ проектсене хутшăнса 2006 çулта район администрацийĕн Грантне, 2007 çулта вара Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Грантне çĕнсе илчĕ. Пĕр миллион тенкĕ шкула çĕнĕлле аталантарма чылай пулăшрĕ.

В. ВАСИЛЬЕВА, Т. ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика