20 ноября 2010 г.
Çемьесенче хирĕçÿ-çапăçу тухать-и, эрех юхтарса сутаççĕ-и, юнашар хваттерсенче пурăнакансене лăпкă пурăнма чăрмантараççĕ-и, обществăлла лăпкăлăха пăтратаççĕ-и – çаксемпе пуринпе те ĕçлеме тивет участковăйсен. Апла ĕçĕ çăмăл тесе калаймăн. Участковăйăн темĕн те пĕлмелле. Тĕп вырăнта вара – халăха чи çывăх сотрудник пулмалли.
Участковăйсен тĕп ĕçĕсенчен пĕри – преступленисене асăрхаттарасси, вĕсене уçса парасси. Кăçалхи 10 уйăхра пурĕ тупса палăртнă 279 преступленирен 87-шне участковăйсен вăйĕпе уçса панă. Йĕркене пăснă тĕслĕхсен хисепĕ Муркаш (64), Москакасси (35), Ярапайкасси (24), Çатракасси (25), Шетмĕпуç (16), Уйкас Янасал (4) тата Юнкă (8) ял тăрăхĕсенче пĕлтĕрхинчен ÿснĕ.
Участковăйсен çак тапхăрта пурĕ 98 хутчен çемьесенчи хирĕçÿсене тухма тивнĕ. Йĕркене пăсакансенчен ытларахăшĕ ĕçсĕррисем, малтан та йĕрке пăснисем тата ÿсĕр çынсем.
Участковăйсен йĕркене пăсакансене административлă яваплăх пурри çинчен аса илтерсех тăма тивет. 10 уйăхра – 1447 административлă протокол. Ытларахăшĕ – обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çÿренĕшĕн, вак-тĕвек хулиганла ĕçшĕн, обществăлла вырăнта алкоголь продукцине ĕçнĕшĕн.
Паянхи кун шалти ĕçсен пайĕн участковăй уполномоченнăйĕсен уйрăмĕнче пурĕ 13 сотрудник тăрăшать. Çапла вара кашни ял тăрăхне пĕршер участковăй çитменни тÿрех курăнать ĕнтĕ. Хăш-пĕр сотрудниксем çине икĕ ял тăрăхĕ тиенет. Анчах та çакă саккунпа килĕшсе тăрать. Участковăйсем пăхăнса ĕçлекен тĕп хушура пĕр участковăйăн 3500 çын таран пурăнакан территорие пăхса тăмаллине çирĕплетнĕ. Сăмахран, Йÿçкассипе Шетмĕпуç ял тăрăхĕсенче иккĕшĕнче пĕрле çын шучĕ çапла пулнăран унта пĕр участковăй ĕçлет.
Çак çăмăл мар ĕçе пурнăçлакансем хушшинче Оринин ял тăрăхĕн участковăйĕ А. Прокопьев, Юнкă ял тăрăхĕн участковăйĕ Н. Кудряшов, Москакасси ял тăрăхĕпе ĕçлекен А. Николаев тата Çатракасси ял тăрăхĕпе ĕçлекен В. Бирюков ячĕсемпе ырă сăмах каламалла. Ĕçе тивĕçлипе пурнăçлас тесе вĕсем нумай тăрăшаççĕ.
Халăх хушшинче участковăйсене, милицие пĕтĕмĕшле пулăшса пыракансем пурри те пысăк пулăшу кÿрет. Сотрудниксем вĕсем пĕлтерекен информаципе çула тухни, вырăна вăхăтра çитни преступленисене уçса пама та пулăшать. Çавăнпа участковăйсем те халăхпа ытларах калаçса, хăйсен участокĕсенче пулмаллине ăнланса вăй хураççĕ.
И. ПЕТРОВ,
районти шалти ĕçсен пайĕн участковăй уполномоченнăйсен уйрăмĕн ертÿçи.