Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кун-çулăма эпĕ хурламастăп»

13 ноября 2010 г.

Пирĕн хушăмăрта сывлăх енчен тĕрĕс-тĕкел чухнех атте-анне парнеленĕ пурнăçа хаклама пĕлменнисем те пур. Çав хушăрах тĕрлĕ сăлтавсене пула йывăрлăха лекнисем кун-çула ытларах хаклаççĕ, пурнăçа илемлĕрех тума тăрăшаççĕ. Вĕсемпе хутшăннă май вĕсен чунĕсем, тавра курăмĕ пуян пулнине туятăн.

Çак кунсенче эпĕ Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче пурăнакан Анна Вячеславовна Столяровăпа курса калаçрăм. Тăватă стена хушшинче пуçа усса ларма хăнăхман хĕр тăтăшах çынсем хушшинче пулма, çапла майпа кичемлĕхпе пусăрăнчăклăх чатăрне сирме тăрăшать. Акă Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен обществин вырăнти организацине те вăл тăтăш килсе тăрать, кунти информаципе паллашать. Эпĕ пынă вăхăтра та çÿлерех асăннă организаци ертÿçи А.Д. Михайлова Аньăна кунта куллен килсе тăракан «Наша жизнь» журнала вуласа паратчĕ. Эпĕ вара вĕсене итлесе ларнă май хамăн сăмахăма ерипен пуçартăм, çирĕмри хĕр кун-çулĕпе интереслентĕм.

– Манăн улăхри чечексен илемĕпе киленесчĕ, унти сарă, кăвак лĕпĕшсене сăнасчĕ, чунăм каниччен кăвак тÿпенелле тинкересчĕ. Инçе-инçе вĕçекен тăрнасене пĕрерĕн-пĕрерĕн шутласчĕ те, анчах пултараймастăп-çке! Тен Турри çапла пÿрнĕ-ши; Çапах та пуçăма усмастăп-ха, малашлăхри çутă пайăркаллă шанчăкăма та çухатмастăп. Эпĕ те çут тĕнчене телей кайăкне хамăн аллăмсемпе тытмах килнĕ вĕт, – терĕ те тарăн шухăша путрĕ.

...Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Столяровсен çемйинче виççĕмĕш ача кун çути курать. Питĕ шел те, Аньăн шăпи урăхларах килсе тухать, хĕр ача çут тĕнчене килсенех унăн куçĕ курманнине палăртаççĕ. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăй тĕпренчĕкне тĕрĕс-тĕкел ÿстересшĕн-çке. Çут тĕнче парнеленĕ амăшĕ кунне-çĕрне пĕлмесĕр пĕчĕк Аньăпа тăрмашать, шурă халатлисенчен канаш-сĕнÿ ыйтать. Шел пулин те ырă улшăнăвах сисĕнеймест-ха. Пурнăç малаллах шăвать, пĕчĕкскер самай аталанать. Аслисен ĕçне туйса ал сĕмĕпе тĕрлĕ япала çыхма тĕлленет. Ку ĕç вара амăшĕ вĕрентсе хăварнă чи пысăк ĕç шутланать.

...Унтанпа вунă çул та иртнĕ. Кунне-çĕрне пĕлмен вашават хĕрарăм кил-çуртра тирпейлет, ĕçне те каять, пĕр вĕçĕм ачисемшĕн тăрăшать.

– Пĕр кун вара анне тĕрлĕрен тутлă çимĕç пĕçерчĕ. Çемьене сĕтел тавра пухма хатĕрлерĕ. Ара ман юратнă аннен паян çуралнă кунĕ-çке! Эпĕ аннене питĕ юрататăп, çавăнпа та вăл маншăн чи илемли. Çак кун вара вăл мана ытти кунхинчен темшĕн савăкрах туйăнчĕ. Анчах та ку илемлĕ сăн юлашки пулчĕ, темĕнле чĕнсен те, кăшкăрсан та урăх таврăнмарĕ! Тепĕр кунхине анне ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ,– çакăн пек сăнлать паянхи кун Аня иртнĕ вăхăта. Халĕ ĕнтĕ унăн тĕрекĕ – ашшĕ тата пиччĕшĕпе аппăшĕ.

Шкул çулне çитнĕ хĕр ача Шупашкар хулинчи куç япăх куракансен ятарлă шкулĕнче пĕлÿ пухать. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракан хĕр ачана вĕрентекенсем те, пĕрле вĕренекенсем те кăмăллаççĕ. Аня вĕренÿпе пĕрлех ытти пĕлĕве те алла илет. Куç курманнисен районти пĕрлешĕвĕнче учетра тăнă май кунта ĕçлекенсем Аньăна Волоколамск хулинче пĕрремĕш ушкăнри инвалидсем валли уçнă ятарлă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ пухма сĕнеççĕ. Кунта тĕрлĕ сăлтавсене пула йывăр лару-тăрăва лекнисене пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупма пулăшаççĕ, чылай ĕçе хăнăхтараççĕ.

– Пире валли çакăн пек вĕрентÿ курсĕсем йĕркеленишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Унсăр пуçне патшалăх тĕрлĕ пулăшу уйăрать, пирĕн кулленхи пурнăçа тĕрлĕ енлĕ йĕркелеме майсем туса парать. Çавăншăн манăн тивĕçлĕ шайри ĕçченсене тав сăмахĕ калас килет. Чи малтанах вара Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен обществин вырăнти организацийĕн ĕçченĕсене, хÿтлĕх пайĕнче тата пенси фондĕнче тăрăшакансене ырăпа асăнатăп.

Вăхăтпа туллин усă курма пĕлекен Аня пĕр вĕçĕм чун киленĕвĕ тупать. Шупашкар хулинчи Л.Н. Толстой ячĕпе хисепленекен ятарлă библиотекăран тĕрлĕ кĕнеке илсе вулать. Куç курманнисен организацийĕ парнеленĕ ятарлă тифломагнитофон та – хĕр ачан кулленхи тусĕ. Мĕн ачаран тĕрлĕ япала эрешлесе çыхма хăнăхнăскер тăтăшах ал ĕçĕпе ларать, кăмăл тăвакансем валли сутлăх та çыхать. Халĕ ашшĕ те ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлнă хыççăн Аньăн ытларах тăрăшма тивет. Амăшĕн ĕç вĕрентĕвĕ ăна республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те çÿллĕ шая çĕклет. Вăл ăсталанă эрешсем куç курманнисен организацийĕ йĕркеленĕ куравсенче кăна мар, ытти çĕрте те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çапла вара маттур хĕр ача чылай Хисеп грамотисемпе асăнмалăх парнесене тивĕçет.

Р.ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика