Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирлĕ пек пулăшасчĕ

13 ноября 2010 г.

Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунне халалланă мероприяти районта иртнĕ юн кун пулчĕ.

– Тавах сире, общество пурнăçĕнчен айккинче юлманшăн, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыраканĕ В.А. Калинин пуçтарăннисене районăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май. Г.Н. Кирилловăна, А.В. Столяровăна, Г.В. Черновăна хастар пулнăшăн район администрацийĕн ячĕпе Тав çырăвĕсем пачĕ.

Пухура районти лару-тăрупа паллашнă май куç курман инвалидсене паракан çăмăллăхсем тавра, çĕнĕ кĕнекесем, куç курман инвалидсене кирлĕ журнала çырăнас ыйтусем тавра та тĕплĕ калаçу пулчĕ.

– Кашнинчех çакнашкал пухусене килме тăрăшатăп. Тавах сире пире сума суса килнĕшĕн, пире çапла тĕплĕ ăнлантарса панăшăн. Хăвăра пĕрре те пысăка хумастăр-çке, – куç курман инвалидсен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ пухăва килнĕ ответлă çынсене тав туса Москакассинче пурăнакан Е.А. Пушкина.

Пуçтарăннисем хăйсен тавра курăмне кăтартакан конкурсра та активлă пулчĕç. Тĕл пулу вĕçĕнче В.М. Александров хăйĕн çĕнĕ юррисемпе савăнтарчĕ.

Куç курманнисен кунĕ çитнĕ май эпĕ çак обществăн вырăнти организацийĕн ертÿçипе А.Д. МИХАЙЛОВĂПА курса калаçрăм, хăш-пĕр ыйту çине хуравлама ыйтрăм.

– Анастасия Дмитриевна, хăвăр организаципе паллаштарăр-ха тархасшăн;

– Пирĕн организаци Муркаш тата Элĕк районĕсенчи куç пачах курман е япăх куракан çынсене пĕрлештерсе тăрать. Учетра вара пĕтĕмпе 215 çын шутланать, вĕсенчен 60 проценчĕ пенси çулĕнчи çынсем. Пирĕн организаци тĕрлĕрен шăпаллă, тĕрлĕ производствăра вăй хуракансене пĕрлештерсе тăрать.

Пирĕн организаци куç курман инвалидсен пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать тесе шутлатăп эпĕ. Эпир хамăрăн ĕçре куç япăх куракан е пачах курман çынсене активлă пурнăçпа пурăнма пулăшас тесе тăрăшатпăр. Тĕрлĕ ĕç туса ирттеретпĕр, кăмăл тăвакансене Волоколамск хулинчи ятарлă вĕрентÿ заведенине вĕренме яратпăр. Унта вун пĕр тĕрлĕ профессие алла илме пулать. Юлашки вăхăтра унтан пирĕн тăрăхран виççĕн тÿлевсĕрех вĕренсе килчĕç. Çавăн пекех медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма пулăшатпăр, тата ытти те. Инвалидсене пур енлĕ реабилитаци парас тĕлĕшпе 2007 çултанпа пирĕн организаци республика шайĕнче малтисен ретĕнче пырать. Пире кулленхи ĕçре вара район администрацийĕн, социаллă хÿтлĕх пайĕн, социаллă страховани фончĕн, Раççейри Пенси фончĕн ĕçченĕсем пулăшса пыраççĕ.

– Куç курман инвалидсем паянхи кун мĕнле çăмăллăхсемпе усă кураççĕ-ха;

– Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ 2005 çулта 122-мĕш саккун вăя кĕчĕ. Çавна май соцпакетсем уйăраççĕ. Кунта вара ăна хăшĕ йышăнать, хăшĕ пăрахăçлать. Ун йышшисем пирĕн организаци урлă Пятигорск, Геленджик, Мускав облаçĕнчи тата ытти ятарлă санаторисене кайма пултараççĕ, енчен те врач сĕнĕвĕ пулсан.

– Кашни çынна уйрăм реабилитацилес программа(ИПР) пирки мĕн калама пултаратăр тата;

– Ку ĕç те 2005 çултах вăя кĕчĕ. Тĕрлĕ сăлтавсене пула çакă тивĕçлĕ шайрах пулса пыраймасть-ха. Ăна 140 инвалидăн хатĕрлемелле пулнă пулсан, хальлĕхе 90-шĕ кăна ĕлкĕрнĕ-ха, ĕлкĕрейменнисен ытларах пайĕ ватă çынсем. Çапла вара çак программăпа 1,2 ушкăнри инвалидсен тифломагнитофона, тифлофлешплеера, пысăклатса пăхмалли видеона тивĕçме май пур, 1 ушкăнрисем врач сĕнĕвĕпе тонометр, термометр тата шурă туя илме пултараççĕ.

Çакна та палăртса хăварас килет манăн. Раççей шайĕнче пире валли «Наша жизнь» ятарлă журнал тухса тăрать. Вăл виçĕ мелпе пичетленет, ăна пысăк шрифтсемпе, Брайль системипе тата кассета мелĕпе кăлараççĕ. Ку журналта тĕрлĕ саккунсем, çăмăллăхсем пирки çыраççĕ, пирĕн йышши организацисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ. Ăна алла илсен кăсăклине чылай вуласа пĕлме пулать, çавăнпа та эпĕ ку тĕлĕшпе интересленекенсене журнала çырăнма сĕнетĕп.

– Çапах та эсир хаçат вулакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр;

– Эпĕ вара сăмахăма вĕçленĕ май пурне те çирĕп сывлăх сунатăп. Сывлăх – чи хакли, çавăнпа та ăна май пур таран упрамалла. Енчен те сирĕн сывлăх хавшарĕ, куç япăхрах курма пуçларĕ пулсан ытла ан хуçăлăр. Ан манăр, çут тĕнчере эсир пĕччен мар, пирĕн организаци сире тĕрлĕ канаш-сĕнÿпе пулăшма яланах хатĕр!

Р. ИЛЛАРИОНОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика