13 ноября 2010 г.
Пирĕн журналист пулса курнă килти хушма хуçалăхра кунпа пĕрлех груша та, чиепе слива йывăççисем те, хура хăмла çырлипе крыжовник та, хурлăханпа хăмла çырли те, çĕр çырлипе виноград та ÿсеççĕ. Вĕсем кашниех пахчаçă уйăракан тимлĕхпе çулленех тулăх çимĕç параççĕ. Йăрансем çинче ыхри-суханĕ, кишĕрĕ-купăсти, хăярĕ-помидорĕ ăнса пулни пушаннă йăрансем çинче те сисĕнет. Ял çыннисем Нина Гордеевнăпа Степан Ксенофонтович Ксенофонтовсем ăста пахчаçăсем пулни çывăхри ялсем тăрăх анлă сарăлнă ырă хыпар. Унăн тĕрĕслĕхĕпе сире те паян çывăхрах паллаштарас терĕмĕр.
... Вак чул сарнă çул пысăк та илемлĕ çурт умне илсе çитерчĕ. Кил хушши алăкне уçсанах тирпелĕхпе туслă çынсем патне çитнине ăнланса илтĕм. Ырă тĕллевпе килнине сиссе-ши йытă та сасă кăлармарĕ. Кил хушшинчи çăл патне шыв ăсма тухнă Нина аппа шыв витрине карта çумĕнчи сак çине лартса малалла иртме сĕнсе мана хирĕç тухрĕ. Пылчăк илсе кĕмерĕм-ши тесе пушмак çине пăхса илтĕм те урана малалла ярса пусрăм.
– Çтаппан пахчара ĕçленĕ хыççăн канса илме выртрĕ-ха. «Çĕнтерÿ ялавне» вуласах тăрать те, систерем-ха эсир килнине, – тесе Нина Гордеевна пÿртелле васкаса кĕрсе кайрĕ.
Асфальт сарнă кил хушши, пахчана тухмалли тирпейлĕ алăк, сарай умĕнче выльăх тăмалли карта тата кил хушшине илем кÿрекен пÿрт çивиттийĕ евĕр çăл. «Урлă выртакан патак та çуккă çав», – вĕлтлетрĕ шухăш хамăн пулас калаçу шăнăрне йĕркелесе.
– Такам килессе сиснĕ пекех çывăрса каяймарăм. Мăшăрăм эсир килнине пĕлтерчĕ те чун хĕпĕртерĕ, – пÿртрен тухса алă тытнă май кăмăллăн калаçрĕ ĕç ветеранĕ Степан Ксенофонтович.
Çтаппан мучи, пичче тесе хисеплеççĕ манăн пĕлĕшĕме ял çыннисем. Хисеплеççĕ те пахчари ĕçсем, вĕлле хурчĕ патĕнчи вăрттăнлăхсем пирки ун патне канашлама пыраççĕ. Никама та пушшăн кăларса ямасть ĕç ветеранĕ. Ку вара ял çыннисенче шанчăк тата çĕнĕ ĕмĕтсем çуратать. Степан Ксенофонтовăн ашшĕпе амăшĕ те çĕр ĕçченĕсем пулнăран вĕсен ĕç юратăвĕ ывăлне ачаранах куçнă.
– 1952 – 1955 çулсенче Германи çĕр-шывĕнче хĕсметре тăнă хыççăн малашлăха пăхса кăçатă йăвалама та вĕрентĕм, Муркашри сĕт-çу заводĕнче машинистра та ĕçлерĕм. Çапах та чунăм садаллах туртăнчĕ. Çапла вара 1957 çулта тăван колхоз пахчаçăна вĕренме ярассине пĕлсен шутласа тăмасăрах çав ушкăна çырăнтăм. Çавăнтанпа çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ эпĕ пахчаçă. Вăл шутран чĕрĕк ĕмĕре яхăн «Свобода» хуçалăхăн 2-мĕш номерлĕ садне ертсе пытăм. Çав вăхăтрах пыл хурчĕсемпе те туслашрăм, ку ĕçе эпĕ ытларах килти хушма хуçалăхра йĕркелесе пытăм, – каласа парать хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарса пахчана тухнă май Степан Ксенофонтович.
Вăл ертсе пынипе колхозăн пахчи тупăшлă ĕçленĕ. Хăйне ĕçре мăшăрĕ Нина Гордеевна пулăшса пыни те пахчаçăна ÿсĕмлĕ ĕçлеме хавхалантарнă кăна. Туслă мăшăрăн пахчана юратасси çавăнтанпа самантлăха та сÿнмен. Çĕнĕрен çĕнĕ сортсемпе туслашса «мичуринецсем» колхоз садĕнчи пахчари пекех килти сада та çĕнетсе пуянлатнă.
– Анкартинче пĕр вăхăтра 60 улмуççирен те иртсе кайнăччĕ. Ытти çырла йывăççисене шутласан... Кĕр кунĕсенче пахчара шăкăрин пан улми выртатчĕ. Пĕçернĕ, тăварланă вĕсене, тĕрлĕ варени-компот хатĕрленĕ, – калаçăва хутшăнчĕ Нина Гордеевна.
– Мĕнле сортсем-ха паян пахчара; – интересленетĕп эпĕ.
– Нихăçан та пĕр йышши сортпа лăпланса пурăнман. Манăн улмуççисенчен ытларахăшĕ хĕллехи сортсем: суворовец, звездочка, пепин шафранный, северный синап, спартак. Халĕ асăннисем чи лайăх сортсем, – хуравларĕ анкартиш тавра карта çумĕнчен 3 метрта лартнă улмуççисем патĕнчен иртсе вĕллесем патне çитнĕ май Çтаппан пичче.
Пахчаçă вĕллесем тытасси 1963 çултах пуçланнă. Хăй вăхăтĕнче 30 çемьерен иртнĕ ялти утар паян самай шĕвелнĕ пулсан та пыл илесси уксахламасть. Хăйсене юратса пăхнăран хуртсем те Çтаппан пиччен çемйине ырăпа çеç тавăраççĕ. Утарçă шучĕпе инçех мар Топай вăрманĕ пурри тĕкĕ парать иккен вĕсене. Унти çăкалăх пыл хурчĕсемшĕн пыл пухмалли чи меллĕ вырăн. Ĕçе юратса пурнăçланăран Ксенофонтовсем пĕр вĕллерен 60 кг пыл илни те пулнă. Пыл сывлăх çăл куçĕ пулни çинчен Çтаппан пиччепе Нина аппа ачисене те, мăнукĕсене те, ял çыннисене те сахал мар ăс панă.
Хăйсен ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне çума-çумăн колхоз садĕнче ĕçлесе ирттернĕ мăшăр туса илнĕ продукцие упрассипе те ыттисемшĕн вĕренмелли тĕслĕх пулса тăрать.
– Сирĕн 3 нÿхреп тени тĕрĕсех-и вăл; – ыйтатăп вĕсенчен. Нина аппа ăшă кăмăлпа мăшăрĕ çине пăхрĕ.
– Нÿхрепĕ пĕрре кăна пирĕн. Пÿрт путвалне вара икке пайларăмăр та пахча çимĕçе, улма-çырлана, пыл-таврашне упрамалли вырăнсем виççĕ пулса тăчĕç. Кунти ĕçсене паян ывăлăмпа кин йĕркелесе пыраççĕ. Çакна çеç калатăп: пур пахча çимĕçе те пĕр çĕрте упрама юрамасть. Нÿхрепре пан улмипе пĕрле кăштах кишĕр, купăста, хĕрлĕ кăшман тытатпăр. Çĕр улми унта пачах хумастпăр. Ахальлĕн пан улмине çĕр улми шăрши çапса лартать. Пахча çимĕç те уйрăммăн ытларах упранать.
– Çĕр улмие хĕл каçармалли сирĕн вăрттăнлăхпа паллашма юрать-и;
– Кунта нимĕн вăрттăнлăхĕ те çук. Çĕр улмине хăйне валли температура кирлĕ. 4-5 градусран ăшăрах пулмалла мар. Çак температурăна тытса тăма çĕр улми упранакан нÿхрепре ятарласа градусник тытатпăр. Ахальлĕн вăл шăтса каять, – пулчĕ хурав.
Пахчаран кил картишнелле кĕретпĕр. Сарай çумĕнче кроликсем, чăх-чĕп пур. Пире хирĕç касуран çитнĕ ĕне кил хушшине кĕчĕ.
– Ытти ял çыннисенчен эпир нимĕнпех те уйрăлса тăмастпăр. Чун канăçне ĕçре шыратпăр кăна, – терĕç икĕ ача пăхса ÿстернĕ, 5 мăнук юратăвĕпе киленсе пĕр çăвартан пурăнакан Нина Гордеевнăпа Степан Ксенофонтович Ксенофонтовсем.
«Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр», тесе халăхра тĕрĕсех асăрханă. Çак чăнлăха Ксенофонтовсем тĕлĕшпех каланă тейĕн.
Анатолий БЕЛОВ.