17 ноября 2010 г.
Паянхи калаçу çĕнĕлĕх мар. Муркаш тăрăхĕшĕн йăлари каяша вырнаçтарасси пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ чи çивĕч ыйтусенчен пĕриччĕ. Сĕнтĕрти санкцилемен свалка тулса çитнипе юлашки вăхăтра каяша Красноармейскине турттарса тăнăччĕ. Кăçалхи июнĕн 19-мĕшĕнче вара Москакасси ял тăрăхĕн территорийĕнчи Ивановка ялĕ патĕнче ятарлă полигон хута кайрĕ. Районта пухăнакан тасамарлăха, çÿп-çапа, каяша ятарлă полигона турттарса каясси хальхи вăхăтра епле пулса пырать-ха; Çакăн пирки каласа пама ыйтрăм эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхне Владимир Германович НИКИТИНА.
– Çапла, йăлари каяш полигонĕ хута кайнăранпа пилĕк уйăх та çитрĕ ĕнтĕ. Ăна паянхи требованисене шута илсе тунă. Тĕрĕссипе тасалăх, тирпейлĕх, тавралăха варалас марри пирки унпа танлашаканни республикăра урăх çук та темелле.
Полигонпа усă курассине Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятине шаннă. Асăннă предприятие çакна валли кирлĕ техникăпа тивĕçтернĕ.
Палăртмалла, йăла каяшне ытларах нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнчен турттарса тухатпăр. Кусем вĕсем район центрĕ, Муркаш ялĕ тата Мăн Сĕнтĕр ялĕ.
Районĕпе вара пирĕн 177 ял. Ял тăрăхĕсемпе килĕшÿсем туса вĕсен территорийĕсенчи ялсенчен те каяша полигона турттарса тухассине йĕркелес ĕçсем пыраççĕ. Паллă ĕнтĕ, кашни кунах кашни яла автомашина çитсе çитереймĕ. Çавăнпа та ятарлă график туса хăш яла автомашина хăш кун пырассине палăртаççĕ. Хальлĕхе яла автомашина уйăхсерен пĕр хут пырса каяш тиесе кайсан çителĕклĕ тесе палăртатпăр. Малашне вара уйăхне икшер хут та пымалла тума май пур.
Малтанхи вăхăтра йăлари каяша Муркаш, Москакасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи ялсенчен турттарса тухнă. Çатракасси, Ильинка, Ярославка ял тăрăхĕсенче ку ĕç япăх мар пырать. Юнкă, Уйкас Янасал ял тăрăхĕсем те çак кунсенче каяш турттарассине йĕркелеме килĕшÿсем хатĕрлеççĕ.
Çавна каласа хăварасшăн. Хальхи кĕрхи йĕпе-сапа, кайран хĕл кунĕсенче çÿп-çап ăçта килчĕ унта тăкни палăрсах каймасть. Пĕтĕм çÿп-çап, ăпăр-тапăр çурхи ăшă кунсем çитсен юр ирĕлнĕ май тухса выртать. Вăт çавăн чухне пуçлаççĕ те ытларахăшĕ пĕтĕм каяша пахча хыçĕсене, вăрман тăрăхĕсене, улăх-çарана, çулсем хĕррисене сĕтĕрме. Çавăнпа та шăпах çуркунне çитсен каяш турттарассине массăллăн пуçăнма палăртатпăр.
Кунсăр пуçне тата каяш турттарассипе пулакан тăкăксене ял тăрăхĕсен кăçалхи бюджечĕсенче пăхса хăварман пулнă. Укçи-тенки вара çитсех каймасть. Хальлĕхе тăкаксене саплаштарассине ял тăрăхĕсем çине хунă. Çавăнпа та ку ĕç çитес çултан тытăнса уçăмланĕ тесе шутлатăп.
Ял çыннисен, хамăрăн культура, ăнланулăх шайне ÿстерессипе малалла татăклă утăм тăвас пулать. Хальлĕхе вырăнсенчен çÿп-çапа илсе тухнăшăн ял çыннисенчен пĕр пус та илмеççĕ, ăна пĕтĕмпех ял тăрăхĕсем шучĕпе саплаштараççĕ пулин те, тасалăх, йĕркелĕх, тирпейлĕх пирки шутласа тăманнисем те сахал мар-ха. Полигон хута кайнăранпа Муркаш тăрăхĕн сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнчĕ теме иртерех. Ăçта килчĕ унта йĕркесĕрлĕх тĕслĕхĕсем çук мар. Тĕрĕссипе вара каяш таврашне михĕне тултарса ятарлă вырăна кăларса хурасси никамшăн та йывăр ĕç пулас çук, меллĕ те, тирпейлĕ те.
Каларăм ĕнтĕ, кашнин хăйĕн ăнланулăх шайне ÿстерни кирлĕ. Кунта çынна ятланинчен, айăпланинчен усси нумаях пулас çук. Паллă ĕнтĕ, ку мерăсем те кирлĕ мар тесе каламастăп. Çапах та тавралăх илемĕшĕн, тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшасси кашни çын чунĕнче пулмалла. Пĕр кунпа пурăнмалла мар вĕт-ха. Хальхи пекех пурăнсан хамăр хыççăн мĕн хăварăпăр эпир; Мĕн тесе аса илĕç ун чухне пире хамăрăн ачасем, вĕсен ачисем;
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.