17 ноября 2010 г.
Августăн 15-мĕшĕнче Шомик ялĕ çывăхĕнче каçхине паллă мар автотранспорт икĕ çынна çапса хăварнă. Вĕсене инкек кÿрекен пулăшу пама шутламан, авари вырăнĕнчен тарнă. Пĕри вара йывăр аманнăскер вырăнтах вилсе кайнă. Теприне Шупашкар хулинчи больницăна леçме тивнĕ, шел пулин те йывăр сурансене пула вăл та вилнĕ.
Ку тĕлĕшпе Уголовнăй кодексăн 264 статйин 3 пайĕпе уголовнăй ĕç пуçарма тивнĕ. Çапла вара тĕпчев тупса палăртнă тăрăх ВАЗ-21103 автомашинăллă А.И. Иванов (ятне улăштарнă) водитель асăрханусăрлăхĕпе каялла тавăрмалла мар пысăк инкек пулса иртнĕ. Машинăн хăш-пĕр пайĕсем сиенленни паллă, инкек вырăнĕнче вара тормоз тытнă йĕр çук. 2009 çулта туяннă автомашина хуçин яваплăхĕ сахалтарах пулнă, пĕрре кăна мар çул-йĕр правилисене пăснăран штраф укçи тÿлеме тивнĕ.
Шутласа пăхар-ха, инкек-синкек мĕнрен пуçланать; Никамшăн та вăрттăнлăх мар, унăн тĕп çăл куçĕ – эрех! Ку тĕслĕх те çавăн йышшиех. Шупашкар районĕнчи Кипечкасси ялне Ивановсен хурăнташ-тăванĕ пĕрле ĕçлеме пухăннă, çавна май вĕсен эрех ĕçмелли май та тупăннă. Автомашина водителĕ чĕлхене çемçетмелĕх 50 грамм хаяр шĕвек тутанма ĕлкĕрет. Калаçу хĕрсе пырать, чĕлхене çемçетмелли сахал пек туйăнать. Эрехпе хĕрме ĕлкĕрнĕ пĕлĕшĕ çине тăнипе Шомикри кафене эрех туянма кайма шут тытаççĕ. Арăмĕн ÿкĕтлевĕ те арçынна тытса чарайман. Малтанах машина рулĕ умне Ивановăн пĕлĕшĕ ларать, анчах та хурçă ут итлемест, Иванов малалла хăй каять.
Вăхăчĕ çĕрлехи вун икĕ сехет. Çумăр хыççăнхи йĕпе асфальт тата тĕтре те вĕсен инкекĕ тĕлнех пулнă пулас. Ăнсăртран умра виçĕ мĕлке курăнать. Çамрăксем Шупашкар хулинчен автобуспа туйран килнĕ, ун хыççăн Шомикри Культура çуртне кайма тухнă. Хыçалтан килекен автомашинăн çывăх фари кăшт кăна çутатнă, çавăнпа хыçалтан килекенскерне çуран пыракансем асăрхаман. Анчах та ăна-кăна ăнкарайман водитель самантрах икĕ çынна пырса çапать, салон кантăк ванчăкĕпе тулать. Апла пулин те машинăран тухса пăхма шутламаççĕ-ха водительпе пассажир. Ташă каçне пĕрле кайма тухнă çамрăксем çийĕнчех васкавлă пулăшу ĕçченĕсем патне шăнкăравлаççĕ. Кĕтмен инкекпе çухалса кайнă арçынсем Кипечкассине Атăльял урлă çул тытаççĕ. Хытă хăранăскерсем пĕр вăхăт калаçайми те пулнă. Çапах та шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ тенĕ евĕр милици ĕçченĕсем шыраса тупасран хăранипе машинăна пĕлĕшĕсем патне пытарма пикенеççĕ. Анчах та кăлăхах, тепĕр кунхине Ивановсем патне йĕрке хуралçисем çитеççĕ. Икĕ çын пурнăçне татнă водителĕн айăпа йышăнма тивет.
Çак пысăк инкек эрехе пула пулчĕ тейĕпĕр, çапах та Иванов ун хыççăн каллех 200 грамм хаяр шĕвеке ĕçет-çке. Çапла майпа ăс-тăна шайлаштарма, стреса ирттерсе яма шутланă имĕш. Анчах та пурнăçран уйрăлнă çынсене нихăçан та каялла тавăраймăн вĕт, вĕсен çывăх çыннисен вара ĕмĕр тÿрленейми чĕре суранĕ-çке! Аварире икĕ çын вилни пирки Иванов водитель милици ĕçченĕсен калаçăвĕнчен тепĕр кунне кăна пĕлет. Халĕ вара ÿкĕнни те кăлăхах. Шел пулин те иртнĕ куна каялла тавăраймăн. Ку ĕçе тĕпчеме районти шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕн аслă следовательне, юстици майорне Л.С. Рузмикинăна шанса панă.
Ятарлă экспертиза тĕпчевĕ вара çакна палăртнă. Автомашинăн çывăх фара çути ГОСТпа килĕшÿллĕ пулман, умри çула кирлĕ пек çутатайман. Çуран утакан çынсем те çул-йĕр правилисене пăхăнман, çулăн кирлĕ енĕпе утман, тĕксĕм çи-пуçпа пулнă тата ытти те.
Иванов ĕçĕпе пĕрремĕш суд ĕçĕ пулса иртет. Водитель руль умĕнче ÿсĕр пулнине следстви вăхăтĕнче çирĕплетмен. Çавăнпа Иванова 264 статьян 5 пайĕпе тата 125 статьяпа айăплине палăртнă. Çакă тата хăш-пĕр тĕпчевсене шута илсе Иванова РФ Уголовнăй Кодексăн 264 статйин 6 пайĕпе айăпсăр тесе йышăнаççĕ. Çавăн пекех следстви пынă çемĕн Ивановăн тепĕр айăпне те палăртаççĕ, 125 статьяпа айăплă тесе йышăнаççĕ. Ку вара инкек тÿсекенсене пулăшу паманнине пĕлтерет.
Çапла вара суд Ивановăн кĕçĕн çулхи ача пуррине тата инкек курнă çынсем ÿсĕр пуçпа çул-йĕр правилисене пăхăнманнине шута илчĕ, виçĕ çул та ултă уйăх хушши ирĕкрен хăтармалла тесе йышăнчĕ. Çавăн пекех икĕ çул хушши транспорт хатĕрĕпе çÿремелле маррине палăртрĕ. Унăн çывăх вăхăтри пурнăçĕ колони-поселенинче иртĕ. Инкек тÿснисен çемйисене укçан тÿлесе пулăшмалла турĕç. Вилнĕ çынсене пытарас тата вĕсен вилнĕ кунĕсене асăнса ирттерес тăкаксене Иванов хăйĕн çине илнĕ.
Анчах та çакăн пек айăплав пĕтĕмлетĕвĕ патшалăх айăплавçине, прокуратура ĕçченне Ю.М.Семенова тивĕçтермерĕ. Ĕçе тĕплĕнрех тĕпчеме, айăплава хытарма тата судăн çĕнĕ составне йĕркелеме ыйтрĕ. Çапла вара прокурор çумĕ Аслă суда ятарлă çырупа тухрĕ. Халĕ ĕнтĕ суд ĕçне Э.Л. Тарасова ертсе пычĕ. Иванов водителе пилĕк çул хушши ирĕкрен хăтармалла турĕç. Ку уголовнăй ĕç айăплавçи районти прокурор çумĕ, юстици советникĕ Ю.М. Семенов пулчĕ.
Р. ИЛЛАРИОНОВА
хатĕрленĕ.