17 ноября 2010 г.
Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ – хăйĕн ачине ÿстерсе йĕркеллĕ çын тăвасси. Анчах та аслисем пурте çакăншăн тăрăшмаççĕ çав: пурнăçри урăх интерессене мала хуракансем те чылай. Çавăнпа та ачасем тимлĕх çитменнипе пурнăçри интереслĕ самантсене урамра шыраççĕ. Тепĕр чух айванскерсене çак самантсене аслисемех тупса параççĕ.
Аслисем ачасемпе çамрăксене преступлени тума явăçтарни – питĕ хăрушă пулăм. Кашни ачашăн кăна мар, пирĕншĕн пуриншĕн те. Тĕрлĕ майпа астарса ачасене йĕркене пăсакан ĕç тутарни – преступлени. Çавăнпа та уншăн 18 çултан иртнĕ граждансене Уголовлă кодексăн 150 статйипе килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ.
Сăмахран, кăçалхи августăн 11-мĕшĕнче Муркаш район сучĕ Пешков (Ред.: хушаматне улăштарса кăтартнă) гражданин тĕлĕшпе уголовлă ĕç тишкерсе тухрĕ. Ĕçе асăннă кодексри 30 статйин 3 пайĕнче, 158 статйин 1 тата 2 пайĕсенче, 150 статйин 1 пайĕнче çырса кăтартнă преступленисене тунă тесе пуçарнă пулнă. Уголовлă кодекс статйисенчен тăракан чечек çыххи тейĕн. Унпа пĕрлех вара çул çитмен Федькин (Ред.: хушаматне улăштарса кăтартнă) гражданин тĕлĕшпе те уголовлă ĕç пăхса тухма тиврĕ. Шăпах ăна аслă «юлташĕ» йĕркене пăстарнă та.
Апрелĕн 29-мĕшĕнче каçхи тăхăр сехет тĕлнелле Пешков гражданин Федькин 18 çула çитменнине пĕлсех ăна йĕркене пăсма хистет. Вырăнти хуçалăхăн пĕр çуртне алăк çăрине çакмалли тимĕре тăпăлтарса кĕрсе пăхăр пралук чĕркине вăрлаттарать. Пралука сутса укçа тăвассипе часах илĕртме пултарнă çав айванскерне пурнăç пурăнса курнăскер. Çапла хăйĕн çинче айăпĕ сахалрах пултăр тесе малтанах шутланă пулнă вăл.
Çакнашкал преступление тăвакансене саккунпа 5 çулччен ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
Пешков гражданин Федькиншăн ашшĕ, педагог е ачана воспитани парассишĕн ответлă пулса тăнине саккунпа çирĕплетнĕ çын пулсан çак преступление йывăртараххисен шутне кĕртĕччĕç. Явапĕ те çирĕпрех пулĕччĕ: ултă çулччен ирĕкрен хăтарассине те, виçĕ çуллăх должноçран хăтарассине те пăхса хунă саккунпа.
Çул çитменнипе вăйпа усă курса йĕркене пăстаракансене саккунпа килĕшÿллĕн 2-7 çуллăх ирĕкрен хăтарма палăртнă. Ачана е çамрăка йывăр е уйрăмах йывăр преступление тума явăçтаракансене ирĕкрен хăтарасси 5-8 çулпа танлашать.
Аслисем пурте ачасен, апла пулсан хамăрăн малашнехи пурнăç пирки шутлама пĕлмеççĕ. Апла пулсан йĕркене пăснипе вĕсем хăйсен пурнăçне «решеткеллĕ» тума пултарнине манмалла мар.
С. ТРИХАЛКИН,
Муркаш район сучĕн судйи.