10 ноября 2010 г.
Нумаях пулмасть район хаçачĕн редакцине Муркашри Октябре 50 çул урамри 40-мĕш çуртра пурăнакансем хăйсен хваттерĕсене халĕ те газ ярса парайманни пирки хыпарласан тăхтаса тăмасăрах кунта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçма тĕв тытрăм. Пĕр-икĕ çемье мар вĕт-ха, икĕ хутлă çуртри 16 хваттерте инвалидсемпе ватă çынсем те, шкул ачисем те пурăнаççĕ. Юрать-ха çанталăкĕ ун пекех сивĕ тăмасть. Çапах та хутса ăшăтман кирпĕч çуртра халĕ ăшах мар. Электричество приборĕсемпе пĕтĕм хваттере ăшăтаймăн.
Ĕçĕ акă мĕнре. Юлашки вăхăтра çĕнĕ çуртсем ĕçе кĕртнĕ чух кашни хваттер валлиех ăшă пама харпăр хăй валли газ хуранĕсем вырнаçтараççĕ. Ку питех те меллĕ темелле. Сана ăшă мĕнле кирлĕ, унпа çавăн пек усă курма пултаратăн. Газ перекетлес тетĕн пулсан газне пĕчĕклет, ăшăрах кирлĕ – тархасшăн. Регулятора кирлĕ виçене вырнаçтар кăна. Çавна май унччен централизациленĕ майпа уйрăм котельнăйсенчен ăшă илсе тăнă çуртсенче пурăнакансем те хваттерсенче харпăр хăй валли газ хуранĕсем вырнаçтарма тытăнчĕç. Анчах та кунта пĕр услови пур. Калăпăр 20 хваттерлĕ çуртра пурăнакансенчен пĕр-иккĕшĕ хăйсен хваттерĕнче уйрăм хуран вырнаçтарассине хирĕç пулсан нимĕн тума та май çук. Ыттисенне хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтассине йĕркелесе кусемшĕн централизациленĕ котельнăй тытса тăма май çук-çке. Çавăнпа та çуртра пурăнакансем хурансене вырнаçтарса хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтассине йĕркелеме пурте ирĕк пани, килĕшни кирлĕ.
Октябре 50 çул урамри 40-мĕш çуртра пурăнакансем те пĕр шухăшлă пулса хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтассине йĕркелеме килĕшнĕ, пĕрлехи пуху ирттерсе ку ыйтупа район администрацине çырупа та тухнă. Чару пулман, райадминистраци ирĕк панă. Анчах та халĕ хăшĕсем «Мĕн тума алă пусса патăм-ши» текенсем те çук мар. Мĕншĕн тесен ăшă парса тăрассине çĕнĕлле йĕркелесси хальхи вăхăтра йÿнех кайса лармасть. Сахалтан та 60–70 пин тенкĕ патнелле е ытларах та.
Акă ку çуртра пурăнакан ĕç ветеранĕсем Зоя Алексеевнăпа Василий Петрович Можаевсем Италире туса кăларнă газ хуранĕшĕн 25 пин тенкĕ, тĕтĕм тухмалли тата сывлăш уçăлтармалли системăсене тума 12 пин тенкĕ ытла, «За газоснабжение» текен пунктпа районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ертсе пыракан компанийĕ урлă 15 пин тенкĕ, хваттерти ăшă парса тăмалли системăна çĕнетме те тÿленĕ. Ку пĕтĕмпех мар. Кунсăр пуçне газ хуранне, газ плитине майлаштарса ĕçлемелле туса панăшăн татах тÿлес пулать.
Çапла, йÿнех мар. Апла пулин те çак суммăсене тÿлесе татнисем те халĕ газпа усă курайманнин сăлтавĕ мĕнре-ха; Çак ыйту çине хурав илес тесе эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе Владимир Германович НИКИТИНПА тĕл пултăм. Çапла ăнлантарса пачĕ вăл:
– Малтанах хаксем пирки. Чăн та ĕнтĕ хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтмалла тăвасси пĕрре пăхсан хакла кайса ларнă пек туйăнать. Шутласа пăхсан ку сумма вăхăт иртнĕ май ытлашшипех саплашăнать. Хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтакансем газ парса тăракан системăсене ĕçлеттерессипе туса ирттерекен кулленхи юсав ĕçĕсемшĕн те, капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн те, газооператорсене тытса тăма каякан тăкаксене саплаштарма та тÿлемеççĕ. Çитменнине харпăр хăй газпа усă куракансем унăн пĕр кубла метрĕшĕн те предприятисем тÿленинчен çур тенкĕ ытла сахалрах тÿлеççĕ. Апла пулсан усси пурах.
Октябре 50 çул урамри 40-мĕш çурт тĕлĕшпе вара çакна палăртмалла. Ку çуртра пурăнакансем хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтмалла тăвасси пирки хăйсем пуçару турĕç. Анчах та пуçару тунипех ĕç пулмасть. Чи малтанах ĕçсене пурнăçлама ку çуртра пурăнакансенчен укçа пухасси вăраха кайрĕ. Сăмахпа шантарнипе кăна хальхи вăхăтра нимĕнле подрядчика та ĕçсене пурнăçлаттарма çук. Сăмах май газ кĕртсе парассишĕн асăннă çуртра пурăнакансенчен чылайăшĕ халĕ те кирлĕ суммăна тÿлесе татман-ха.
Ку çуртра пурăнакансем малтанах çак ĕçсене пурнăçлассине «Чувашсетьгаз» уçă акционер обществин «Моргаушимежрайгаз» филиалĕ çине шанчĕç пулас. Çуллахи ăшă кунсенче никамах та хыпкаланакан пулмарĕ. Вăхăчĕ вара иртет. Çак вăхăта «Моргаушимежрайгаз» филиалĕн çуртсене харпăр хăйсем хутса ăшăтма куçарассипе пурнăçламалли планпа палăртнă ĕçсем çитес çулхи январь уйăхĕ валли те çитеççĕ.
Çапла вара кунти ĕçсене пурнăçлама Кÿкеçри «СТЭП» чикĕллĕ яваплăхлă обществăна явăçтарма тиврĕ. Ĕçĕ вара вĕсен те сахал мар. Август уйăхĕнче тытăнчĕç вĕсем ĕçсене пурнăçлама. Сăмах май тĕп ĕçсене вĕçленĕ ĕнтĕ. Ноябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне «Моргаушимежрайгаз» специалисчĕсем газ плитисене çут çанталăк газĕн пăрăхĕпе сыпăнтарма тытăнчĕç. Нумай вăхăтлăх ĕç мар вăл. Çак вăхăта «СТЭП» специалисчĕсем те ку çуртра ĕçлеççĕ, палăртнă укçа суммине тÿлесе татнисенне газ хуранĕсене ĕçе яраççĕ.
Укçа-тенкĕ тÿлесе татма пултарайманнисем тĕлĕшпе вара çакна каламалла. Епле пулсан та вĕсене газ плитисене пăрăхпа сыпăнтарса парĕç. Пĕтĕмĕшле суммăна тÿлесе татассине тен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕн хăйĕн çине илме тивĕ. Хваттерсенче пурăнакансен вара асăннă суммăна ертсе пыракан компание саплаштарма тивĕ.
Ăшă парас ыйтупа
В. ШАПОШНИКОВ
интересленнĕ.