Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хамăртан çирĕп ыйтма вĕренмелле»

10 ноября 2010 г.

Паян Раççейре Милици кунне 93-мĕш хут паллă тăваççĕ. Çитес çултанпа тен полици кунне уявлама тытăнăпăр. Апла-и, капла-и, анчах та районти шалти ĕçсен пайĕ умĕнче тăракан тĕп задачăсем улшăнмĕç. Кун пирки тĕплĕнрех районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Евгений Иванович ПЛЕЧОВ милици подполковникĕ каласа пачĕ:

– Пирĕн кулленхи ĕçре профилактика енне вăйлатасси пысăк вырăн йышăнать. Район территорине экономикăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, организациленĕ преступленисене хирĕç кĕрешесси те вăй хурса ĕçлеме хистет. Юлашки çулсенче терроризмпа экстремизма хирĕç кĕрешмелли мелсемпе формăсене çĕнетсе, вăйлатса пырассипе те тăрăшатпăр. Çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси тата шалти ĕçсен пайĕн ĕç-хĕлне тĕрĕс те уççăн кăтартса парасси – çак задачăсем те пирĕн умра тăраççĕ. Вĕсене пурнăçлассипе тăрăшатпăр та эпир. Ку малашне те çаплах пулĕ.

Кунсăр пуçне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă хушма енсене те куçран вĕçертместпĕр: коррупцие хирĕç кĕрешмелли мероприятисене ирттересси, урамсенчи тата обществăлла ытти вырăнсенчи лару-тăрăва пĕр пек çирĕп тытса тăрасси, кашни преступлениех шута илесси, следстви вăхăтĕнче граждансен прависене пăсмалла марри, националлă, расăллă е тĕн çинче никĕсленнĕ преступленисене тăвассинчен асăрхаттарасси – çаксем вĕсем.

– Паянхи кун реформăпа килĕшÿллĕн йĕрке хуралĕсен органĕсенче штат чакарса пынине пакунсăррисем те аван пĕлеççĕ. Тĕрлĕ хак параççĕ. Сирĕн ĕçре вара çак пулăм мĕнле палăрать; Çитменнине тата «Полици çинчен» саккун проекчĕ те шутлаттарать пулĕ;

– Реформăпа килĕшÿллĕн пирĕн пай штатне чакарма тиврĕ. Уншăн вара ĕçĕ чакмасть паллах. Акă октябрь уйăхĕнче пирĕн сотрудниксем канмалли кун мĕнне пĕлмесĕрех ĕçлерĕç. Реформа вара кăçалах вĕçленмест: çитес çул та штата чакарма тивĕ. Апла пулсан ĕç режимĕ çирĕп пуласси паянах куç кĕрет. Полици пирки калас пулсан саккун проектне хатĕрлекенсен малтанах çак службăна мĕнле йĕркепе пурнăçласси çинчен, социаллă хÿтлĕх çинчен калакан саккунсем пирки те манмалла марччĕ тесе шутлатăп эпĕ. Мĕншĕн тесен ку ыйтусем кайран ĕç вăхăтĕнче тухса тăраççех. Çавăнпа та малтанах реформăна вĕçне çитерсен, кайран вара саккун проекчĕпе тĕплĕн ĕçлесен аван пулнă пулĕччĕ ĕнтĕ.

– Кăçал шалти ĕçсен пайĕн йышĕ пĕчĕкленни преступленисене уçса парасси çине, иртнĕ вунă уйăха пĕлтĕрхи çак тапхăрпа тишкерсе танлаштарас пулсан, япăхрах витĕм кÿмерĕ-и;

– Çак тапхăрта пирĕн район территорийĕнче пурĕ 319 преступлени тунине регистрацилерĕмĕр. Вĕсене уçса парасси 86,9 процентпа танлашрĕ. Профилактика ĕçĕ ушкăнпа тăвакан, ÿсĕрле тăвакан тата ытти йышши преступленисене, вăл шутра ют пурлăха вăрлассине те чакарма май пачĕ.

Штат чакса пырать пулсан та хамăрăн ĕç кăтартăвне пĕлтĕрхинчен лайăхлатма пултартăмăр. Республика шайĕнче те кăтарту лайăххисен шутĕнче.

Реформа юлашки вăхăтра ĕç опычĕ, стаж, дисциплинăпа ответлăх пирки час-часах калаçма, аса илтерме хистет. Çапла вара кашни сотрудникшăнах ĕçри тăрăшулăхпа çирĕп дисциплина, квалификацие ÿстересси малти вырăна тухса тăрать. Çамрăксен пуян ĕç опычĕ пухма ĕлкĕрнисенчен вĕренсе пымалла, çĕнĕлĕхсене те алла илмелле, йăлана кĕнĕ эффективлă мелсене те манмалла мар. Çавăнпа та эсир курнă М.А. Пугачев дежурнăй пулăшаканĕпе кунта иккĕмĕш çул тăрăшакан М.Г. Блинов ППСМ взвочĕн командирĕ (сăн ÿкерчĕкре) ĕçри лару-тăрăва хĕрÿ калаçура сÿтсе явни те – пирĕн кулленхи пурнăç. Михаил Александрович 1986 çултанпа шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурать, унăн ĕç вăрттăнлăхĕсем çамрăксемшĕн, паллах, интереслĕ. Çапла вĕренсе пырса, хастар та оперативлă ĕçлесе, саккуна хисеплесе çынсен шанчăкне çухатмăпăр тесе шутлатăп. Çавăнпа та кашни сотрудник ĕçре йĕркене пăхăнни, граждансем тĕлĕшпе тимлĕх çителĕклĕ уйăрни, вĕсемпе тивĕçлĕ калаçса ĕçе пахалăхлă пурнăçлани – çак ыйтусем паян çивĕччисен шутĕнче.

– Эпир сире паянхи уявпа саламласа ĕçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма вăй-хал, çирĕп сывлăх сунатпăр.

– Тавах. Манăн вара самантпа усă курса ĕçтешсене, йĕрке хуралĕн ветеранĕсене, районти тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене, пире кулленхи ĕçре пулăшса пыракансене саламлас килет. Пурте тачă çыхăнса ĕçлесен çеç çирĕп те йĕркеллĕ лару-тăрăва сыхласа хăварма пулать.

Н. НИКОЛАЕВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика