10 ноября 2010 г.
Кĕр кунĕсем çĕр ĕçченĕшĕн çу каçа пурнăçланă ĕçсене пуç тавра çиччĕ çавăрттарса тĕплĕн пĕтĕмлетмелли вăхăт. Çакна асра тытса чăваш хресченĕ çулленех анлă ларусем ирттерет, пĕрле пулса мĕн туса илнине пăхса умри тĕллевсене палăртать. Хура кĕр кунĕсем çитнĕ май хресчен кăçал та хăйĕн ырă йăлине манăçа кăлармасăр пĕр кĕрекене пухăнчĕ.
Иртнĕ кĕçнерни кун, чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республикăри çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен савăнăçлă уявĕ иртрĕ. Чăваш Енре çак мероприятие ытараймасăр кĕтни театра кĕнĕ çĕртех палăрчĕ. Театрта та тĕрлĕ районтан килсе çитнĕ, савăнăç шевлипе тулнă ял ĕçченĕсем йышлă пулчĕç. Вĕсен куçĕнче те, калаçăвĕнче те кашнийĕнех кăçалхи шăрăх та типĕ çанталăка пăхмасăрах умри тĕллевсене пурнăçлани, малашлăха çирĕп шанни, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама çирĕп кăмăл пурри палăрчĕ. Ку вăл ыранхи кун шанчăкĕ.
Савăнăçлă уява пирĕн район делегацийĕ те хутшăнчĕ. Республика шайĕнчи ĕç кăтартăвĕсемпе паллашнă май Муркашсем тăван ене çичĕ хут тар тăкса çĕнсе илнĕ парнесемпе тата çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсемпе таврăнчĕç.
Уяври калаçу çирĕп те конкретлă пулни никама та ĕçлемесĕр, вăй хумасăр сăртран та ярăнма май çуккине туллин ăнланма пулăшрĕ. Ку вăл - республика шайĕнчи çĕнĕ шухăшлав.
Чăваш Енри çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен савăнăçлă уявне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уçрĕ. Уй-хирте ĕçлекенсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене тата ял хуçалăх продукцине тирпейлессипе тăрăшакансене саламласа çĕнĕ çитĕнÿсене алла илме ăнăçу суннă май министр кăçалхи ял хуçалăх ĕçĕсене тĕплĕн тишкерсе тухрĕ, вăл е ку ĕçре хастарлăхпа уйрăмах палăрнисене ятран асăнчĕ.
– Сирĕн тăрăшуллă ĕçĕрпе çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене пĕрле çĕнсе пытăмăр. Сирĕн çак çирĕп тăрăшулăх пĕр тĕллевпе ĕçлесен сăрт-ту çинче те тырă-пулă ÿстерме май пуррине кăтартать. Малашне те пĕр çăвартан ĕçлесе пурăнасчĕ, тăван ене татах тĕреклетесчĕ, - терĕ Сергей Владимирович.
Çĕр ĕçченĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕпе тĕллевне ăнланни унăн ĕç кăтартăвĕсенчен курăнать. Вăл тата унăн тусĕ - ял çынни - тăрăшуллă пулнипе Чăваш Енри ялсен сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнать: çуртсене çут çанталăк газĕ кĕрет, ялсем патне асфальт сарнă çулсем çитеççĕ, ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем, тĕслĕх библиотекăсем тата бассейнлă физкультурăпа спорт комплексĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Çĕнĕ специалистсемпе çамрăк çемьесем çурт-йĕр тума субсиди илеççĕ. Çакă ял хуçалăх производствине çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе инвестицисене малалла аталантарма, ял çыннисен пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшать. Çакна палăртрĕ ĕçре хастарлăхпа палăрнисене парнесем пама пуçличчен ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев.
– Агропромышленность комплексĕн аталанăвне çирĕплетесси – Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн приоритетлă задача. Çак отрасль эффективлă пулнипе пирĕн граждансен тăнăç пурнăçĕ тÿрремĕнех çыхăннă. Хресченсем çут çанталăк условийĕсемпе питех те йывăр çул чăтса ирттереççĕ. Анчах вĕсем алă усман-ха. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисен пулăшăвĕпе вырăнлă усă курса вĕсем аталану çулĕпех малалла пыраççĕ, - терĕ Михаил Васильевич.
Агропромышленность комплексĕн организацийĕсем патшалăх панă çăмăллăхсемпе тĕллевлĕ усă курса кăçал малтанхи шутлавпа 131,7 пин тонна тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхин 22,2 проценчĕ çеç. Республикăра пĕтĕмпе 304,7 пин тонна çĕр улми туса илнĕ. Ку кăтарту та пĕлтĕрхипе танлаштарсан 42,1 процент кăна.
Муркашсем кăçал та ЧР Президенчĕн аллинчен уяв парнисем илмесĕр юлмарĕç. Ял хуçалăх производствине эффективлă тытса пынăшăн республикăн çурçĕр пайĕнчи районсем хушшинче хисеплĕ ята пирĕн тăрăхри Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ тивĕçрĕ. Çу каçа нумай ĕçе вăхăтра пурнăçлама пулăшнă ял хуçалăх техникине типтерлĕ управа лартассипе Шетмĕпуçĕнчи В. Горбуновăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ республикăри конкурсра 3-мĕш вырăна тивĕçни те Муркашсен мал туртăмлăхне кăтартать.
Ял хуçалăхĕнче нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята «Ударник» хуçалăх водителĕ Геннадий Иванович Малинин тивĕçни те Муркаш Енре хастар ĕçченсем пуррине çирĕплетрĕ кăна.
Республикăра çамрăк специалистсем çине те пысăк тимлĕх уйăрни çĕр ĕçченĕсен уявĕнче те курăнчĕ. Муркашри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вăрентекен Э. Федорова çак кун Президент аллинчен «Ялсен 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ федераллă программăпа килĕшÿллĕн çамрăк специалистсене тата çамрăк мăшăрсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме паракан социаллă тÿлев свидетельствине тивĕçни те Муркашсем пĕр вырăнта тăманни пирки калать.
– Кризиссем килеççĕ те иртеççĕ, анчах пирĕн ыранхи пирки те шутлама манмалла мар. Умра пуçăнман ĕçсем те пайтах. Вĕсене пурнăçа кĕртесси – пирĕн тĕллев. Çак ĕçре эсир аталану тĕслĕхĕ пулса тăратăр. Сирĕн хыççăн ыттисем те шанчăклăн утĕç, – терĕ ЧР Президенчĕ уява килнисем ырă малашлăх хунавĕсем пулнине палăртса, савăнăçлă лару хыççăн фойере ачасемпе те ăшшăн калаçма вăхăт тупса.
Муркашсем мĕн пурнăçланипе лăпланма юраманнине ăнланаççĕ. Ăна тĕпе хурса малашлăх планĕсене палăртаççĕ. Çĕнĕ технологисене алла илсе курăмлăрах ÿсĕмсем тăвасчĕ çеç. Уявра пулнă май вĕсем пулаççех тесе шанăç та çуралчĕ.
Анатолий БЕЛОВ.