Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пурнăçăм пылаках пулаймарĕ»

10 ноября 2010 г.

Октябрĕн 30-мĕшне эпир Политика репрессийĕсене лекнисене асăнмалли кун пулнипе пĕлетпĕр. Политика репрессийĕсене пула вара çĕр-çĕр çемье арканнă, хăшĕн-пĕрин яланлăхах тăван енпе сыв пуллашма тивнĕ, çăкăр татăкĕ пирки вара ĕмĕтленмелли кăна юлнă. Çапах та пуçа усман вĕсем, малаллах талпăннă. Историн хăрушă тапхăрĕсем никама та хĕрхенмен. Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, теççĕ халăхра. Çапла вара аслă ăрурисем пурнăç тăршшĕпе темĕнле хура-шур та чăтса ирттернĕ.

Вăл вăхăтри пурнăçпа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе эпир Çатракасси ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалисчĕпе В.Г. Любимовăпа Çатракасси ялĕнчи хисеплĕ Татьяна Тимофеевна Донскова патне çитрĕмĕр. Эпир пынă вăхăтра сакăр вун пиллĕке çывхаракан кинемей кил-çуртра тăрмашатчĕ. Уçă та тарават кăмăллă хĕрарăм Турă панă пурнăçа хаклама пĕлни сисĕнчĕ. Эреш çивиттиллĕ сĕтел çинче хăй вулакан хаçат-журнал, пушă вăхăтра çыхма пуçланă нуски выртатчĕç. Вĕсенчен те ытларах вара хăтлă кил-çурт тĕрлĕрен илемлĕ чечексемпе пуян пулни тĕлĕнтерчĕ. Татьяна Тимофеевна манăн ыйтусем çине хуравлама хаваспах килĕшрĕ.

– Эсир, вăрçă ачисем, ытлă-çитлĕ пурнăçпа киленме пултарайман, мĕн пĕчĕкрен аслисемпе тан тар тăкнă, çапах та йывăрлăха парăнтарса пурнăç çулĕ çине тăнă. Халĕ ĕнтĕ эсир пысăк хисепе тивĕçнĕ çын. Хăвăрăн çăмăл килмен кун-çулăрпа паллаштарăр, тархасшăн.

– Çапла çав, пирĕн ачалăхăмăр пылак пулаймарĕ. Ун чухнехине халĕ те куççуль витĕр аса илетĕп. Эпĕ Етĕрне районĕн хĕрĕ пулнă. 1926 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче кун çути курнă. Анчах та тепĕр эрнеренех атте çĕре кĕнĕ. Хăй виличчен вара аннене çапла каласа хăварнă: «Мăшăрăм, Татьяна 14 çула çитиччен епле пулсан та чăтса пурăнах. Ун чухне вăл хăйне хăй тăрантарма пултарĕ те аптăрамĕ». Пирĕн çемье йышлă пулнă, эпĕ – çемьере тăххăрмĕш ача. Пĕр пÿртре вара вун улттăн пурăннă. Аслă аппа пире пăхса пурăнтăр тесе анне ăна качча паман. Çапла вара вăл хăй пурнăçне пире халалланă. Питĕ шел те шкула кайма та май килмен унăн. Çапах та кăштах çыркалама тĕшмĕртнĕ-ха аппа. Мускав хулине те пĕрре мар кайса килнĕ. Икĕ аппа счетовод пулса ĕçленĕ.

Пичче Горький хулинчи пĕр заводра вăй хунă. Астăватăп-ха, вăл час-часах килейместчĕ тăван ене. Çавăнпа та посылкăсем ярса паратчĕ, эпир чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Пĕррехинче маларах çыру çине «на днях посылка ярса паратăп» тесе çырнă. Эпир вара «на днях» сăмах мĕне пĕлтернине пĕлместпĕр, çынсенчен ыйтатпăр, мĕнле çимелли-ши тесе шутлатпăр. Вăл пире çимеллисем те, тăхăнмаллисем те илсе ярса паратчĕ.

– Çапах та, Татьяна Тимофеевна, çав вăхăтри йывăр лару-тăру сирĕн çемьерен те аякранах иртмен пулас.

– Вăл вăхăт чăн та манăн пурнăçăмра ырă йĕрех хăвараймарĕ ĕнтĕ. Ку сăлтавăн тымарĕ вара тарăн. Атте сутă ĕçĕпе аппаланма шутланă. Аякри пулăшусăрах хамăр çемье лавккине туса лартнă. Унта çи-пуçпа, çăкăр таврашпе сутă тунă. Чылайăшĕн вăл вăхăтра укçа-тенкĕ çитеймен вĕт. Çавăн йышшисене атте кивçенле тĕрлĕ тавар парса янă. Анне каланă тăрăх пирĕн хуçалăхра тĕрлĕ выльăх сахал пулман, икĕ лаша тытнă. Паллах çавăн чухлĕ пурлăх ĕçлемесĕрех пулман ĕнтĕ. Эпĕ тăватă çулта чухне вара пирĕн çемье пурлăхне раскулачить тунă. Кил-тĕрĕшре мĕн пур – йăлт турттарса илсе тухса кайнă. Эпир вара, ачасем, сахаллăнах пулман, пурин те çимелле, тăхăнмалла. Епле тÿснĕ-ши анне; Эпĕ çын патĕнче пурăннă та пилĕк çултах шкула кайнă.

– Эпĕ пĕлнĕ тарăх эсир шкулта чылай çул хушши ĕçленĕ. Епле вĕренсе тухма май пулнă-ха сирĕн;

– Манăн шкулта вĕреннисĕр пуçне ниçта вĕренме те май пулман. Советскинче эпĕ вунă класс вĕренсе пĕтертĕм. Çавăн хыççăн шкул директорĕ пире, тусăмпа иксĕмĕре, малалла çул уçса пачĕ. РОНОна кайса вĕрентекен пулма ыйтса заявлени çыртăм. Шкул директорĕ мана тĕрĕс çул суйласа илме пулăшрĕ тесе шутлатăп. Çапла вара эпĕ çамрăк учительница пулса тăтăм, вуннăмĕш класс пĕтернĕскер кĕçĕн çулхи ачасене вĕрентме пуçларăм.

Эпĕ 43 çул хушши хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи пулса тăрăшрăм, 36 çул халăх сучĕн заседателĕ,15 çул райпори комиссире пултăм. Шкул ĕçне пăрахсан та алă усса лармарăм. Мăшăрăм çĕре кĕнĕ хыççăн çирĕм çул хушши тăван хуçалăхра кладовщик пулса тăрăшрăм. Манăн ĕçĕмсене тивĕçлипех хакларĕç тесе шутлатăп эпĕ, Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсем, тĕрлĕ медальсемпе паллăсем парса чыс турĕç. Вĕсене алла илетĕп те иртнĕ вăхăтсене аса илетĕп. Çапах та пурнăçăма ытла хурламастăп. Манăн пурнăç тĕрекĕ ачам пур, халĕ вăл медицина наукисен кандидачĕ.

Эпир ача чухне чылай нушалантăмăр, уншăн халĕ пире патшалăх пулăшать, шута хурать. Пенси укçине те вăхăтран вăхăта хăпартаççĕ, сахал тупăшлă çемьесене те пулăшаççĕ. Тавах тивĕçлĕ шайри ĕçченсене ватă çынсене манманшăн. Пирĕншĕн яваплă пулса тăракансем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани сисĕнет.

Р. ИЛЛАРИОНОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика