30 октября 2010 г.
Милици хроникинчен
Йытăсем урамра хăçан чупма чарăнĕç-ши;
Юлашки вăхăтра урамсенче, обществăлла ытти вырăнсенче хуçасăр йытăсем (хăшĕсен вара хуçисем пур, «принципшăн» кăкармаççĕ çеç) чылаййăн чупса çÿреççĕ. Пилĕк-ултă йытăран тăракан кĕтÿсемпех.
Акă иртнĕ кунсенче Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан хĕрарăмăн кăрккине кÿршĕн сăнчăрта тăман йытти «тирпейленĕ». Çакна пĕр йытă «ĕçленĕ», кĕтÿ вара мĕн тума пултарать; Вĕсен пуçне мĕн пырса кĕресси хăйсене çеç паллă. Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан йытă кĕтĕвĕ районти шкулсенчен пĕрин картишĕнче чупса çÿретчĕ. Çынран хăрама та шутламаççĕ «çын юлташĕсем» – пĕрремĕш класс ачи пысăкăшскерсем.
Ял тăрăхĕсенче ку тĕлĕшпе йĕрке хăçан тăвас теççĕ-ши; Йĕрке тăвиччен пĕр-пĕр инкек ан пултăрччĕ çеç.
Кролик какайне «тăраничченех» çинĕ
Мăн Сĕнтĕрте иртнĕ эрнере йыттисем çеç мар, çыннисем те выçса çитнĕ тейĕн. Çĕнĕ урамри пĕр хуçалăха 55 çулхи арçын çĕрлехи вăхăтра çитет. Урамĕ хăй пурăнниех пулнăран камăн хуçалăхĕнче мĕн пуррине лайăх пĕлнĕ пулас вăл. Çапла вара кролик какайне çиес тесе сарай алăкне хирсе уçать. Пĕр кролика хăлхисенчен çĕклесе пăхать – çухăрмасть. «Апла пĕрре кăна мар, виççĕ вăрлам-ха», – тесе шутлать «тавçăруллăскер». Анчах та Уголовлă кодексра кролик вăрланăшăн та «статья» пуррине тавçăрса илеймен шеремет.
«Пуянăн» явап тытмалла
Тунти кун, кăнтăр вăхăтĕнчех, Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи пĕр ялта пуян «çуралнă». Мĕнле майпа тетĕр-и; Укçа вăрласа. Ют çын пÿртне кĕрсе тумбочка ещĕкĕпе «лайăх калаçса татăлса» самантрах 40 пин тенкĕ «ĕçлесе илнĕ». Халĕ ку тĕлĕшпе следстви пырать.
Урапасемсĕр, бензинсăр хăварнă
«Славута» машина яла кĕрейменрен пĕр каç ял умĕнчех «çывăрнă». Хуçи тухса пăхиччен вырăнтан та хускалман. Ăçта ĕнтĕ унта: çĕрлехи вăхăтра вăл урапасемсĕр, бакри бензинсăр тăрса юлнă-çке. Шел, машина вăрă кам пулнине калаймасть. Ун çинче хăварнă пÿрне йĕрĕсем вара вăрра тупса явап тыттарма пулăшаççех.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.