Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлемесĕр пурăнас мар тетĕп

30 октября 2010 г.

Муркашра пурăнакан Вера Петровна Пикузова пир тĕртессипе алă ăсти пулнине пĕлетĕп. Унăн килĕнче пулнă чух пахчана тухрăм та чăваш хĕрарăмĕн тепĕр ăсталăхĕ куç умне тухрĕ. Вера аппа пахчаçă та иккен! Вĕллесем патĕнчен иртнĕ май вара пирĕн калаçу хурт-хăмăр пурнăçĕпе утарçă ĕçĕ-хĕлĕ çине, пылпа епле сипленесси енне кĕрсе кайрĕ.

– Пыл хурчĕпе туслашасси мăшăрăмран пуçланчĕ. Колхоз лесникĕнче ĕçленĕ Николай Михайлович вăрман пурнăçĕпе пурăннă хушăра пыл хурчĕсемпе туслашса кайрĕ. Вăхăтлăх киленÿ пулмарĕ çакă. 40 çул ытла иртрĕ унтанпа. Мăшăрăм вăхăтсăр çĕре кĕчĕ пулсан та вăл хăнăхтарнă ĕçе хăй еккипе ямарăм, кил хуçалăхран вăл илсе килнĕ хурт-хăмăра вĕçтерсе кăлармарăм. Паян вара утарçă ĕçне алла илнинчен хамран хам тĕлĕнетĕп. Çăмăл çĕклем мар вăл, – куçĕсене пахчари вĕллесем çинчен илмесĕр калаçать ăшă кăмăллă Вера аппа.

Мăшăрĕн ĕçне малалла тăснă май хĕрарăм утарçă ĕçне çирĕп алла илнĕ. Çакна тума пултарнинчен паян вăл хăй те тĕлĕнет. Вĕлле хурчĕ хăйне хисепленине сисет тата çавăншăнах хуçине юратать теççĕ те çак юрату Вера Петровнара та палăрать.

– Çуркуннерен хура кĕрчченех вĕсем епле ĕçленине, хĕле мĕнле хатĕрленнине пăхатăн та Турă кайăкĕсем пирĕнтен те ăслăрах пулни куç умне тухать. Пирĕн вĕсемпе вашават пулма пĕлмелле. Çавăн чухне вĕсем кил хуçине пĕр вĕллерен 50 килограмм таран та пыл параççĕ. Кăçалхи шăрăх çанталăкра та манăн çак туссем халĕ каланинчен кăшт кăна сахалрах продукци пачĕç, – сăпайлăхне пытармасăр калаçать кил хуçи.

В. Пикузова сăмахĕнчен кăçалхи шăрăх çанталăкра пыл хурчĕсем ытларах продукцие люцерна çинчен пуçтарнă. Маларах вара чиепе улмуççи тата кукша пуç курăкĕ пыл илме условисем туса панă. Паян Вера Петровнан икĕ хĕрĕпе 7 мăнукĕ тата 4 кĕçĕн мăнукĕ пур. Вĕсем те пыл хуртĕнчен ютшăнмаççĕ, вăй çитнĕ чухлĕ пулăшаççĕ.

Мĕн тума пулать-ха пылран;

Вилнĕ хуртсенчен хатĕрленĕ спирт экстракчĕ сыпăсем ыратнинчен, юн пусăмĕ пысăккинчен пулăшать.

Прополис настойки пусăрăнчăк кăмăла çĕклет, вар-хырăма лайăхрах ĕçлеттерет.

Пылпа алоэ çине спирт хушса тунă настойка вар-хырăма лайăх ĕçлеттерет.

Ыратакан шăл çине прополис хурсан ыратни иртет.

Лимонпа ыхра тата пыл хутăшне кунне 4 чей кашăкĕ ĕçни чирсен бактерийĕсене пĕтерет.

Пылра 66 тĕслĕ эмел пур теççĕ те сиплев мелĕсем татах та анлă.

Çапла пултăрччĕ! Пылпа тухăçлă усă курăр!

Манпа калаçса пĕтернĕ хыççăнах 74 çулхи Вера аппа кил хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх патне тухрĕ. Ĕçчен хĕрарăмăн килти хушма хуçалăхра ĕни те, сысни те, чăххи-чĕппи те пур. Кашнин патне çитет унăн алли. Паллах, килти хушма хуçалăхри ĕçсене вăхăтра пурнăçласа пыма ывăлĕпе кинĕ – Игорьпе Татьяна – пулăшсах пыраççĕ. Вĕсене те, аслă хĕрĕпе кĕрĕвне – Зояпа Виталие – те вăхăтлă пулăшнăшăн тав тусах тăрать амăшĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика