30 октября 2010 г.
Хĕл сиввисем çитсех кĕрейменнине шута илсе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсен ял çыннисемпе пушар хăрушсăрлăхĕпе ăнлантару ĕçĕсем анлăрах ирттермелле, пурăнмалли çуртсемпе çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче хăй тĕллĕн тунă электрокăмакасемпе усă курма чармалла, тăнăç мар тата эрех нумай ĕçекен çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсемпе инвалидсене уйрăм шута илмелле, ведомствăлла пушар хуралĕ тытакансен техника юсавлăхĕ çине тимлĕх уйăрмалла. Ку – пĕрремĕшĕ.
Район территорийĕнче вырнаçнă коллективлă сад участокĕсенчи дача лаптăкĕсем паян ытларах чух «манăçа тухнă» вырăнсене аса илтереççĕ. Анчах унта та пурнăç пыни пирки вĕсенче тухакан пушарсем аса илтерсех тăраççĕ. Акă паянхи куна кăçалхи 32 пушартан (пĕлтĕр 30 пушар пулнăччĕ) 7-шĕ кăмака тата мăрьесем юсавсăррипе тухрĕç.
Республика шайĕпе пăхсан та кашни 10-мĕш пушар сад участокĕсенче тухать. Çакă пушарпа кĕрешекенсем умне пысăк ыйтусем кăларса тăратать: сад участокĕсене кĕмелли çулсем уçă марри, йĕри-тавралла типĕ курăк пухăнса кайни, «вăхăтлăх» электрохуçалăх, çаксене курах уçă çулăмпа хăрамасăр усă курни, дача участокне пыракансем эрех ĕçессине кăвайт чĕртессипе пĕрлештерни, хуçисем дача участокĕсенчи кăмакасем çине тимлĕх уйăрманни, мăрьесене тасатса тăманни, кăмакасемпе мăрьесем тунă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни т. ыт. те.
Çаксене курса тăнă çĕртех хĕл кунĕсем пуçланиччен дача участокĕсенче пушар хăрушсăрлăх правилисем çине тимлĕх уйăрасчĕ. Çак тĕллевпе:
– пушар хăрушсăрлăхне пăхăнман тимĕр кăмакасене вырнаçтарасран асăрханмалла;
– кăмакасем çинче хăвăрт хыпса илекен хатĕрсене упрамалла мар;
– кăмака хутнă чух хăвăрт хыпса илекен материалсемпе (бензин, краççын) усă курма юрамасть;
– сÿнмен кĕле çуртсем çывăхне тухса тăкни вырăнлă мар;
– çунакан кăмакана никам пăхмасăр пăрахса хăварассинчен асăрханмалла;
– вентиляци каналĕсене мăрье вырăнне усă курма юрамасть;
– мăрьесене вăхăтра тасатмалла тата хĕле кĕриччен юсамалла;
– кăмакана ытлашши хутса вĕрилентересрен сыхланмалла.
Ăна е кăна пула дача участокĕсенче е килти хушма хуçалăхсенче ирĕке кайма пуçланă инкеке асăрхасан пĕр тăхтаса тăмасăр çăлакансен службине 01 номерпе (мобиллĕ телефонран 112 номерпе) пĕлтермелле, кÿршĕсене чĕнмелле, пушар хуралĕ килсе çитиччен «хĕрлĕ автанпа» алă айĕнчи хатĕрсемпе кĕрешмелле.
Пушара сÿнтериччен асăрхаттарма çăмăлрах. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине ялан çÿллĕ шайра тытмалла.
К. ПОПОВ,
районти патшалăх пушар надзор уйрăмĕн инспекторĕ.