Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсене хÿтлĕх кирлĕ

30 октября 2010 г.

Раççейре Политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисен кунне РСФСР Верховнăй Совечĕн йышăнăвĕпе 1991 çулта паллă тума тытăннă. Хăй вăхăтĕнче репрессисене пула чылай çын шăпи хуçăлнă, чылай çемье арканнă. Çапах та ним айăпсăр айăпланнисен ырă ячĕсене каялла тавăрчĕç. Халĕ вара вĕсене патшалăх хăй хÿттине илнĕ. Мĕнлерех ĕçсем туса ирттереççĕ-ха районта вĕсем тĕлĕшпе, çак ыйту тавра каласа пама ыйтрăм та эпĕ районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçинчен Н.П. ПЕТРОВĂРАН.

– Паян районта политика репрессийĕсем витĕр тухса реабилитациленнĕ 54 çын пурăнать. Шел пулин те вĕсен йышĕ чаксах пырать, нушине чылай курнăран сывлăхĕсем те хавшаççĕ ĕнтĕ. Пирĕн республикăра ветерансемпе инвалидсем валли реабилитаци центрĕ пур. Унта харăсах 101 пенсионер хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултарать. Кăçал вара республикăри политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисен Чăваш Республикинчи Ассоциацийĕ сĕннипе Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви çак реабилитаци центрĕнче реабилитациленнĕ çынсем валли ятарлă смена йĕркелерĕ. Çакă вара вĕсен сывлăхĕсене тĕрĕслеме тата сиплеме питĕ меллĕ. Унта пирĕн районтан та виçĕ çын канать.

Çулсеренех эпир çак куна халалланă мероприятисем ирттеретпĕр. Вĕсем пысăк тимлĕхе тивĕçех. Кăçал вара йăлана кĕнĕ тĕл пулăва каярах ирттерме палăртнă. Организаци ертÿçи Николай Петрович Клементьев тата пирĕн икĕ активист хăйсен сывлăхĕсене çÿлерех асăннă центрта çирĕплетеççĕ. Çавăнпа та çак куна халалланă мероприятие ирттересси пирки каярах пĕлтерĕпĕр. Районти хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем реабилитациленнисемпе тачă çыхăнура ĕçлеççĕ.

Иртнĕ çул республикăра «Книга памяти жертв политических репрессий» икĕ томлă кĕнеке тухрĕ. Ку кĕнекере репрессисене лекнисен ячĕсене асăннă. Кăмăл тăвакансем унпа районти пысăкрах библиотекăсенче паллашма пултараççĕ, çавăн пекех вăл пирĕн патра та пур.

2007 çулта политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисен Чăваш Республикинчи Ассоциацийĕн Муркаш районĕнчи уйрăмне туса хучĕç. Организаци членĕсем пĕрле пухăнса тĕрлĕ ыйтăва хускатаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ те вĕсемпе тĕл пулса калаçать. Пирĕн ĕçченсем те вĕсене яланах хапăл туса йышăнаççĕ.

– Калăр-ха, тархасшăн, политика репрессийĕсене пула шар курнисем паянхи кун мĕнле çăмăллăхсемпе усă кураççĕ;

Патшалăх реабилитациленнисем тĕлĕшпе пысăк тимлĕх уйăрать. Пенси укçи çумне уйăхсерен 1970 тенкĕ хушса тÿлесе тăрать. Кашни çулах çак тÿлев ÿссе пырать. Çавăн пекех вĕсен телефон пĕр хутчен тÿлевсĕр кĕрттерме ирĕк пур. Унсăр пуçне вĕсем çăмăллăхлă майпа санатори путевкисемпе усă курма пултараççĕ.

Эпĕ вара сăмахăма вĕçленĕ май вĕсене пурне те çирĕп сывлăх та вăрăм кун-çул сунатăп.

Р. ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика