03 ноября 2010 г.
Муркаш районĕнче паллă çынсем çуралса ÿснĕ тени пуш сăмахсем маррине хаçат вулакансем ăнланса илчĕç пулĕ ĕнтĕ. Районта вĕсене чысласах тăраççĕ, вĕсен ĕçне малалла тăсас енĕпе тимлеççĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун акă паллă композитор, педагог Ф.С. Васильев çуралнăранпа 90 çул çитнине республика шайĕнчех паллă турăмăр. Сăмаха малалла тăсиччен вара çакна каласа хăварам. Кăçал пирĕн районăн икĕ проекчĕ Чăваш Республикин Президенчĕн Грантне çĕнсе илчĕ. Федор Семеновичăн юбилейне хатĕрленсе ирттерессипе хатĕрленĕ проект вĕсенчен пĕри пулса тăрать те. «Асамлă кĕвĕ тĕнчинче тăван ене куратăп» ятпа хатĕрленĕ çак проекта пурнăçласа çак кун композитор çуралнă Йÿçкасси ял тăрăхĕнче – Вăрманкассинче Ф.С. Васильевăн музейĕ уçăлчĕ. Çăкăр-тăварпа, илемлĕ чăваш юррисемпе кĕтсе илчĕç унта Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕсен министрĕн пĕрремĕш çумне В.А. Фошина, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан В.А. Калинина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсене В.Г. Даниловпа Ю.А. Иванова, республикăри культура программисен дирекцийĕн, Халăх пултарулăхĕн çурчĕн, Чăваш Патшалăх педуниверситечĕн, музыка училищин, педучилище представителĕсене, Федор Семеновичăн мăшăрĕпе хĕрĕсене, республикăри композиторсене Вăрманкассинчи социаллă культура центрĕнче. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн хăнасем музейпе тĕплĕн паллашрĕç. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Л. Яковлев художникăн ĕçĕсенчен йĕркеленĕ курав та питĕ килĕшрĕ хăнасене.
Паллă ентешĕмĕрĕн 90 çулхи юбилей уявĕ вара Йÿçкассинчи Культурăпа кану çуртĕнче иртрĕ.
Пуçтарăннисене, хăнасене уяв ячĕпе саламланă май район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В.А. Калинин нумаях пулмасть Муркашри искусство шкулне Ф.С. Васильев ятне панине палăртрĕ.
– 1960 çулхи майăн 22-мĕшĕнче Ф.С. Васильевăн «Шывармань» оперин премьери иртнĕ. Вăл сцена çине тухнăранпа 40 çул иртсен Федор Семенович пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Паян эпир ун ячĕпе çутă уяв ирттернĕ май унăн умĕнче пуçа таяс, халăх валли хăварнă пуянлăхшăн Федор Семеновича тав тăвас килет. Пирĕн çав еткере упранипе пĕрлех ăна аталантарса та пымалла. Муркаш районĕнче ку ĕç йĕркеллех пулса пынине эпир паян хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр, – терĕ культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.А. Фошин.
Мĕн чуль ырă сăмах каламарĕç пулĕ пирĕн ентешĕмĕр пирки çак кун: уява уçнă чух та, композиторăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă çавра сĕтел хушшинчи калаçура та. Чăваш Республикинчи композиторсен союзĕн председателĕн çумĕ С.И. Макарова вăл «чăваш музыкин классикĕ» пулнине палăртрĕ. Совет Союзĕпех пĕлнĕ çак паллă композитора паян та асра тытаççĕ Мускавра.
Ĕçре пултаруллă, хисеплĕ çын пулнипе пĕрлех, Федор Семеновичăн мăшăрĕ Эвелина Васильевна каланă тăрăх, композитор çемьешĕн çав тери тăрăшнă.
– Вăл пултаруллă электрикчĕ, слесарьччĕ, строительччĕ, – терĕ вăл.
Амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен тăлăха юлнă 4 ачана çăмăл пулман ют килте ÿсме. Хăй тÿснĕ сивĕ кăмăла мар, чун-чĕре ăшшине парнеленĕ композитор хăйĕн икĕ хĕрне.
– Вăл çав тери ырă кăмăллăччĕ. Пирĕншĕн юлташчĕ те вăл. Унпа кирек епле темăпа та чуна уçса калаçма пулатчĕ.
Ф.С. Васильевăн вĕренекенĕсем те ун çинчен паян кун та ырăпа асăнаççĕ. Çакă Ю.Н. Жуков композитор сăмахĕсенчен те яр уççăнах курăнчĕ.
Унăн çутă сăнарне халăх асĕнче хăварас тесе вара композиторăн тăван тăрăхĕнче пурăнакансен ĕмĕт те пĕчĕк мар.
– Паян музей уçни вăл эпир тăвас ĕçсен пуçламăшĕ кăна-ха. Анат Панклипе Хурăнкасси хушшинчи пĕвере чăн-чăн шывармань лартас кăмăл пур. Ф.С. Васильевăн музейĕ каярахпа шăпах унпа юнашар вырнаçсан вырăнлă пулмалла, – терĕ «Ударник» хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов.
Платон Павлович çавăн пекех Муркашри искусство шкулĕн тепĕр уйрăмне Йÿçкассинче уçас кăмăл пулнине те палăртрĕ. Хальлĕхе вĕсем районĕпе 5.
Чăваш композиторĕсен феститивалĕ те питĕ кăмăллă иртрĕ. Хамăр районти композиторсен, Етĕрне, Елчĕк, Вăрмар тата ытти районсенчи кĕвĕ ăстисен пултарулăхĕпе чуна уçрăмăр.
Л. ПАВЛОВА.